05 марта 2010 г.
Районти шкулсенче биологине вĕрентекенсен семинарне Чăваш Республикин Вĕрентÿ институчĕн çут çанталăк çинчен вĕрентекен ăслăлăх кафедрин заведующийĕ Наталья Владимировна Борисова та хутшăнчĕ. Учительсем çĕнĕлле йĕркеленĕ вĕрентÿ программипе килĕшÿллĕн шкулти çĕр участокĕ çинче опыт, тĕпчев ĕçĕсем ирттерессипе, территорие тирпей-илем кÿрессипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç. (2008-09 вĕренÿ çулĕнче шкулсен, ача сачĕсен территорийĕсене хăтлăх кÿрессипе смотр-конкурс иртнĕччĕ. Унта Çеçпĕл, Энтрияль, Ачча вăтам шкулĕсем, Шăхасанти, Ухманти, Вырăскас Пикшихри ача сачĕсем палăрнăччĕ).
Учительсем çавăн пекех ÿсен-тăрана тата чĕр чунсене паянхи кун ыйтнă пек классификацилемелли методикăпа та паллашрĕç. Ку ыйтусем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен юлашки çулсенче биологи тата экологи предмечĕсемпе олимпиадăна хутшăнакан ачасене çакăн евĕр ĕçсем сĕнеççĕ. Наталья Владимировна çак ĕçсене мĕнле темăсем кĕртмеллине сĕнчĕ, ÿсен-тăранпа чĕр чун тĕнчине вĕрентме çут çанталăка тухса тĕпчевсем ирттерме каларĕ. Çакăн евĕр мероприятсен усси пысăк пулассине палăртрĕç вĕрентекенсем.
Асăннă кафедрăпа та-чă çыхăнура ĕçленин кăтартăвĕсем курăмлă: 2008-09 вĕренÿ çулĕнче 16 педагог Вĕрентÿ институтĕнче пĕлĕве ÿстернĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кăна ачасем олимпиадăсенче 11 малти вырăна çĕнсе илчĕç. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ – биологи тата экологи предмечĕсемпе. Владислав Васильев биологипе тата химипе (Янкăлч шкулĕ, учителĕ С.Васильева), Василий Данилов биологипе (Вырăскас Пикших шкулĕ, учителĕ Р.Тимофеева), Анна Данилова экологипе (Шăхасан, И.Ильина) виççĕмĕш вырăн, Николай Осипов химипе (Катек шкулĕ, О.Иванова) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Аслă категори илме аттестаци тухнă пилĕк вĕрентекенрен виççĕшĕ естествăлла предмета вĕрентеççĕ: Ирина Геннадьевна Ильина (биологи), Ольга Вячеславовна Малова (хими), Ольга Ивановна Иванова (хими).
В.ТИМОФЕЕВ, биологи, хими, экологи учителĕсен районти ассоциацийĕн ертÿçи.