05 марта 2010 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем çулсем çинчи аварисен сăлтавне уçса панă çĕре кăна мар, преступниксене тытса чарнă çĕре те хастар хутшăнаççĕ. Уйрăмра çул çинчи инкексен топографи анализне тăвассине йĕркеленĕ, çакă авари мĕнле условисенче тата мĕн сăлтавпа пулнине уçса пама пулăшать.
Кăçалхи январь уйăхĕнче 3 авари (2009 çулта – 4) регистрациленĕ, 1 çын (5) пурнăçран уйрăлнă, 2 (9) çын аманнă. Инкексен тĕп сăлтавĕсем – транспорт хăвăртлăхĕ çул-йĕр условийĕсемпе килĕшсе тăманни; çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăсни. Хальлĕхе, телее, ачасем аманнă е вилнĕ тĕслĕхсем пулмарĕç. Аварисене сăнлас пулсан çынна таптанă тĕслĕх ытларах. Тунтикун, эрнекун тата шăматкун 18-20 сехетсенче инкексем час-час пулаççĕ.
Топографи анализĕ Çĕрпÿ – Ульяновск автоçулăн 27, 37, 38, 40, 45, 49, 55, 56, 58-мĕш километрĕсенчи, çавăн пекех Шăхасан, Вăтапуç ялĕсен çывăхĕнчи уйрăм участоксем хăрушă пулнине кăтартса парать. Вырăскас Пикших тата Асхва ялĕсен çывăхĕнче ĕлĕкренпех пысăк аварисем пулаççĕ. Кунта çынна таптаса кайнă, машина çаврăнса ÿкнĕ тĕслĕх нумай тĕл пулать. Сăлтавĕ – çĕрлехи вăхăтра çак вырăнта çутă çукки.
Çынсен çул çинчи тимлĕхне ÿстерес тесе "Канаш ен" тата "Неделя" хаçатсенче материалсем пичетлетпĕр, ача сачĕсенче, шкулсенче, автотранспорт предприятийĕсенче калаçу урокĕсем, лекцисем, профилактика занятийĕсем ирттеретпĕр. Хальхи вăхăтра район территорийĕнче çамрăк инспекторсен пилĕк отрячĕ тата "Картинг" ушкăн ĕçлеççĕ.
ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем кăçал та ытти çулсенчи пекех "Автобус", "Скорость", "Дети", "Пешеходный переход", "Железнодорожный переезд" профилактика рейчĕсене хутшăнчĕç. Çавăн пекех февралĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 24-мĕшĕччен "Милици тата ачасем" акци иртет. Пирĕн инспекторсем районти вĕрентÿ управленийĕн, çамрăксен тата çул çитменнисен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалистсемпе пĕрле шкулсене тухса право урокĕсем, çул-йĕр правилине мĕнле пĕлнине тĕрĕслеме конкурс-викторинăсем ирттереççĕ, саккунсене ăнлантарса параççĕ.
Январь уйăхĕнче çул çÿремелли правилăсене пăснă 769 (2009 çулта – 722) факт уçса палăртнă, вăл шутран 10 (11) çынна ÿсĕрле руль умне ларса тухнăшăн, 66-шне (44) хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курмалли правилăна пăснăшăн, 31 (20) çынна çул-йĕр правилисене пăснăшăн, 501 (301) водителе хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн административлă йĕркепе явап тыттарнă. Çулталăк пуçланнăранпа 168000 тенкĕ штраф хунă, 106500 тенкĕ шыраса илнĕ.
Çулсем çинчи лару-тăрăва кăна мар, автохуçалăхсен ĕçне асăрхаса тăрасси те пирĕн тĕп ĕçсенчен пĕри шутланать. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 71 автохуçалăх, вĕсенче 6079 единица чухлĕ транспрт хатĕрĕ шутланса тăрать. Çак шутран организацисемпе учрежденисен траспорчĕсем – 315, уйрăм çын тытакан автотранспорт – 5652, мототранспорт 112 единица. Районта шкул ачисене турттаракан ятарлă 16 автобус пур. Вĕсене тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр.Шкул автобусĕсен водителĕсене явап тыттарнă тĕслĕхсем пулман, анчах та пассажирсене турттаракан 36 водителе (пĕлтĕр – 18) штраф тÿлеттерме тиврĕ.
Район витĕр иртекен çулсем çинче 20 кĕперпе путепровод, 11 чукун çул переезчĕ, 2661 çул-йĕр палли. Çулталăк пуçланнăранпа çулсене, автобус маршручĕсене, чукун çул переезчĕсене тишкернĕ, предписанисем çырнă. Аварисем çине-çинех пулакан вырăнсене иртнĕ çулсенче ГИБДД автомобилĕн макечĕсене вырнаçтарнăччĕ, халĕ хăвăртлăха контроллекен тата видеосăнав ирттерекен инспектор макечĕсене вырнаçтарассипе ĕçлетпĕр. Профилактика ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк, анчах çыннăн хăйĕн кун-çулĕшĕн хăй кăна яваплă пулнине асра тытмалла.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.