05 марта 2010 г.
2000 çулхи нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕпе пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче гварди сывлăш десант çарĕн 76-мĕш дивизийĕн 6-мĕш парашютлă десант роти Аргун ту хушăкĕнче Хаттаб боевикĕсемпе çапăçăва кĕнĕ. Боевиксем десантниксенчен 20 хут ытларах пулнă, анчах та пирĕн салтаксене вĕсем парăнтарайман. Çак тан мар çапăçура 84 десантник пуçне хунă, рота тăшмана пур пĕр малалла ирттерсе яман.
Парашютлă десантсен 6-мĕш ротин паттăрĕсене тата Тăван çĕршыва хăрушлăх кÿрекен ытти çапăçусенче пуçĕсене хунă воин-десантниксене асăнса сывлăш десант çарĕсен Командующийĕн приказĕпе килĕшÿллĕн пуш уйăхĕн 1-мĕшне Воин-десантниксене асăнмалли кун тесе йышăннă. Çак кун çĕршыври сывлăшпа десант çарĕн чаçĕсенче асăну митингĕсем иртнĕ, обелисксем умне чечек кăшăлĕсемпе чечек çыххисем хунă, çапăçу хирĕнче пулнă ветерансемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ.
Пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнче ДОСААФăн Канашри автошкулĕнче вĕренекен курсантсем Афганистанра тата вĕри точкăсенче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă монумент умне чечек çыххисем хучĕç. Курсантсем умĕнче сывлăш десант çарĕсен ветеранĕсем Е.Львов, В.Анисимов, А.Тимофеев тата республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе Канаш тата Тăвай районĕсен уйрăмĕн представителĕ А.Наймушин подполковник тухса калаçрĕç.
В.ВАСИЛЬЕВ, ДОСААФăн Канаш хулинчи автошкулĕн методисчĕ.