АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИТМЕНЛĔХЕ ПĔТЕРЕР, ÇИТĔНĔВЕ ŸСТЕРЕР

05 марта 2010 г.

Çапла йышăну турĕç райпо уполномоченнăйĕсен пĕрлехи отчет пухăвĕнче кооператорсем. Çак анлă калаçу нарăсăн 15-мĕшĕнче иртрĕ. Кăçалхи çул потребкоопераци ĕçченĕсемшĕн юбилейсен çулталăкĕ: Чăвашпотребсоюза йĕркеленĕренпе юпа уйăхĕнче - 90 çул, Канаш районĕнче потребительсен обществине туса хунăранпа пуш уйăхĕнче 80 çул çитет. Çавăнпа уявсене çитĕнÿсемпе кĕтсе илесси, райпо коллективĕн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ, унăн малашлăхри тĕллевĕсем пирки нумай сăмах-юмах пулчĕ аслă пухура.

Пирвай райпо канашĕн ертÿçи В.А.Павлов иртнĕ çулти ĕç кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкерсе тухрĕ, умри çĕнĕ çул-йĕре уçăмлăн палăртрĕ. Унтан ревкомисси председателĕн çумĕ В.А.Степанова финанс ĕçĕ-хĕлĕнчи тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Уполномоченнăйсен пĕрлехи пухăвĕ пĕлтĕрхи финанспа хуçалăх ĕçĕсен отчетне, ревкомисси пĕтĕмлетĕвне, общество аталанăвĕн кăçалхи программине, бухгалтери балансне, райпон пайланми фончĕн йĕркине çирĕплетрĕ.

Пухăва Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ В.М.Павлов, район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыраканĕ Г.П.Петров, Шупашкарти кооператив техникумĕн преподавателĕ Л.А.Слесарева, Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн управляющийĕ В.А.Александров, Чăвашпотребсоюзăн "Салют" кану учрежденийĕн директорĕ Р.И.Сорокин, Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн членĕ В.Т.Харитонов хутшăнчĕç.

Иртнĕ çула райпо коллективĕ, экономикăри йывăрлăхсене, çивĕч конкуренцие, ĕçсĕрлĕхе, халăх тупăшĕ чакнине пăхмасăр, ăнăçлă вĕçленине палăртрĕ В.А.Павлов. Суту-илĕвĕн тата общество апатланăвĕн предприятийĕсен ĕç-хĕлне пайщиксен ыйтăвне туллин тивĕçтерес тĕллеве тĕпе хурса йĕркелесе пынă. Акă, райпо аталанăвĕн тĕп шăнăрне - суту-илĕве - илер-ха. Иртнĕ çул ваккăн сутакан пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ 238,6 млн. тенкĕпе танлашнă. Çапла вара, райпо предприятийĕсене пынă кашни çынна вăтамран 8383 тенкĕлĕх тавар сутнă.

Райпо - коммерци организацийĕ мар, апла пулин те унăн йышлă коммерци структурисемпе конкурентлăха тÿсме тивет. Мĕн каласси, ялсенче те конкуренци çивĕчлĕхĕ хытах сисĕнет, анчах йывăрлăхсем умĕнче каялла чакмаççĕ райпо сутуçисем, чăрмавсене çĕнтерсе, ÿсĕмсен çулĕпе шанчăклăн малалла каяççĕ. Халăха куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерес ĕçре Янкăлч, Мăкăр, Тури Юнтапа, Яманкасси, Малти Ăнтавăш, Анат Сурăм, Шуркасси, Улаксар, Энтрияль, Анаткас, Малтикас, Уçырма (2"), Вырăскас Пикших (2"), Ачча ялĕсенчи магазинсен коллективĕсем уйрăмах хастар.

Тавар туянакансене меллĕхпе çăмăллăх кÿресси кооператорсемшĕн тĕп задача пулса тăрать. Райпо магазинĕсенче цемент, шифер, ытти строительство материалĕсем, сĕтел-пукан, тĕрлĕ техника хатĕрĕсем кÿрсе килме заявкăсем йышăнаççĕ. Чылай ялта кооператив магазинĕ пайщиксемшĕн кăна мар, пĕтĕм ял çыннишĕн тĕл пулу-курнăçу вырăнĕ пулса тăнă. Райпо предприятийĕсем хăйсен интерьерĕпе, ассортименчĕпе, хăтлăхĕпе конкурентсенчен кая юлмалла мар. Вăхăт çапла ыйтать.

2009 çулта 96 объекта юсанă, 25-шне çут çанталăк газĕпе тивĕçтернĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 9272 пин тенкĕ тăкакланă. Яманкассинчи, Чулкăмакари, Тури Юнтапари, Атнашри, Çеçпĕлти, Калиновкăри магазинсенче, Шăхасанти универмагра суту-илÿ вырăнĕсене çĕнетнĕ.

Юлашки вăхăтра заявкăсене кура таварсене централизациленĕ меслетпе турттарасси йĕркеленнĕ. Çакă транспорт тăкакĕсене чакарма, çав таварсен ваккăн сутмалли хакне пĕчĕклетме май парать. Райпора хăйĕн цехĕсенче, потребкоопераци предприятийĕсенче туса кăларнă таварсене сутассине тĕп вырăна хураççĕ.

Общество апатланăвĕ - нумай отрасльлĕ райпо хуçалăхĕн тепĕр структури. Апатлану предприятийĕсем пурĕ 9, çав шутра 4 кафе, 3 закусочнăй. Вĕсенче райпо предприятийĕсенче туса кăларнă çимĕçсене 11,6 миллион тенкĕлĕх сутнă. Райпо продукцийĕ пĕтĕмĕшле таварсен хисепĕнче 56,4 процент йышăнать, ĕç кăтартăвĕсен ÿсĕмĕ, виçĕм çулхипе пăхсан, 2,2 процент. Пĕлтĕр кондитер çимĕçĕсене 4,1 тонна, кулинари изделийĕсене 10604 пин тенкĕлĕх, çурма фабрикатсене 408 пин тенкĕлĕх хатĕрленĕ.

Халĕ общество апатланăвĕн предприятийĕсем 50 тĕрлĕ кулинарипе кондитер çимĕçĕсем туса кăлараççĕ. Ялсенчи магазинсен витринисенче паян хуран кукли (пельмень тата вареники), котлет, тĕрлĕ çурма фабрикатсем курма пулать. Пĕлтĕр Канаш хулинче "Трапеза" кафе тата "Спорт" закусочнăй хута кайнă. Ку чухнехи интерьер, çĕнĕ оборудовани, кăмăллă йышăну килен-каякана илĕртеççĕ. Халĕ общество апатланăвĕн предприятийĕсене пурне те юсанă, вĕсем паянхи ыйтăва туллин тивĕçтереççĕ.

Райпо тытăмне 3 пекарня, 2 кондитер цехĕ, макарон, тутлă шывсем туса кăларакан, пулă, çĕвĕ цехĕсем кĕреççĕ. Тавар çаврăнăшĕнче райпо продукцийĕ 20 процент йышăнать. Çакă - 951,1 тонна çăкăр-булка, 28 тонна макарон, 35,3 тонна тĕтĕмленĕ пулă, 42,9 туб. пулă пресервĕ, 3,8 тонна кĕсел, 28,3 туб. пылак шывсем, 1516 пин тенкĕлĕх çĕвĕ изделийĕсем.

Райпо коллективĕ пĕтĕмĕш-ле кăтартусене ÿстермелли, продукци пахалăхне лайăхлатмалли çул-йĕрсене пĕрмаях шырать. Акă, пекарньăсенче 27 тĕрлĕ çăкăр-булка, 5 тĕрлĕ макарон, пулă цехĕнче 11 тĕрлĕ консерв, 6 тĕрлĕ тăварласа тĕтĕмленĕ пулă хатĕрлеççĕ. "Хамăр продукцие тĕп вырăна хуни шанчăклă - вăл йÿнĕ, пахалăхлă, лайăх сутăнать. Ăна райпора та, республикăра та сутатпăр", - палăртать В.А.Павлов.

Потребобщество халăхран ял хуçалăх продукчĕсем тата чĕр таварсем йышăнассипе хастар ĕçлет. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 1159 тонна сĕт туяннă, Çакă виçĕм çулхипе танлаштарсан 119,6 процент пулать. Ку ĕçре Пайкилт, Пĕршенер тата Вăрăмпуç магазинĕсен коллективĕсем палăрнă. Аш-какайпа сĕт хатĕрлесе райпо Чăвашпотребсоюзра мала тухнă. Канаш кооператорĕсен тăрăшулăхне тивĕçлĕ хак парса республикăри потребкоопераци пĕрлĕхĕн ертÿçи Валерий Михайлович Павлов дипломпа чысларĕ.

2010 çул хатĕрлев отраслĕ умне çĕнĕ çивĕч задачăсем лартать. Пĕрремĕшĕнчен, пысăк пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса кăлармалла, иккĕмĕшĕнчен, хатĕрлевпе явăçтарса халăха ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес ыйтăва татса памалла. Патшалăх çак отрасле кредитсемпе пулăшма шантарать.

Райпо ялта общество ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртессипе те нумай ĕç тăвать. Аякра вырнаçнă ялсене таварсем леçме пулăшать, строительство материалĕсем турттарма тÿлевсĕр транспорт уйăрса парать. Суту-илÿ предприятийĕсенче 15 библиотека, 17 магазинта чей сĕтелĕсем йĕркеленĕ. Райпора сăн ÿкерекен тата аптека пункчĕсем, ритуал таварĕсем сутакан магазин, кашни лавккарах пайщиксен кĕтесĕ пур.

Иртнĕ çул райпошăн чăнахах та ăнăçлă пулнине унăн канашĕн председателĕ Валерий Аркадьевич Павлов докладĕнчи цифрăсемпе фактсем кăна мар, пухăва ялсенчен килнĕ уполномоченнăйсен сăмахĕсем те ĕнентерчĕç.

В.А.ЗАЙЦЕВ, Сиккассинчи кооператив участокĕн уполномоченнăйĕ:

- Кашни пекарньăна реконструкциленĕ, çут çанталăк газĕпе тивĕçтернĕ. Районта икçĕре яхăн коммерци магазинĕ. Вĕсемпе тупăшма суту-илĕве вăйлатмалла пирĕн. Çăкăр пĕçерессипе Етĕрнери райпопа пĕрле республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнаттăмăр. Çухатнă позицисене каялла тавăрасчĕ.

Ю.И.ЗАХАРОВ, Шăхасанти кооператив участокĕн уполномоченнăйĕ:

- Шăхасанта универмаг ĕçĕ-хĕлĕпе ял çыннисем питĕ кăмăллă. Халĕ райпо строителĕсем хозмагпа гастронома юсаççĕ. Çакă, паллах, суту-илĕве лайăхлатма пулăшĕ. Сителти магазина тĕпрен юсанă, витринăсене улăштарнă хыççăн кунтан халăх татăлмасть. Сентре тулли тĕрлĕ тавар. Сителти лавккана вара тирпейлĕх кирлĕ.

В.Т.ХАРИТОНОВ, Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Пирĕн ял тăрăхĕн территорийĕнче райпон 4 магазинĕ вырнаçнă. Уйрăм çын лавккисем - 45. Кашни тунти кун пасар ĕçлет. Ямашра пурăнакансем ялти магазина тĕпрен юсаса ăна самообслуживани йĕрки çине куçарма сĕнеççĕ. Вăрман Енĕшри лавкка кивелсе çĕрĕшнĕ, çĕнни тумалла.

Пирĕн тăрăхри ялсенче çынсем выльăх нумай усраççĕ. Шел, сурăх тирĕсене пухассипе ĕç-пуç япăх. Çĕтĕк пуçтарассипе те сутуçăсем çителĕксĕр ĕçлеççĕ.

Г.П.ПЕТРОВ, район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыраканĕ:

- Райпо ÿсĕмлĕн ĕçлени бюджетшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлетпĕр. Кооператорсем район экономикине аталантарма хывакан тÿпе самаях витĕмлĕ. Райпо тытăмĕнче вăй хуракансем маттур та пултаруллă. Ĕмĕт-тĕллевсем пысăк сирĕн. Вĕсене пĕрлехи вăйпа, пĕр-пĕрне ăнланса, кулленхи ĕçре пулăшса пурнăçа кĕртсе пырăпăр.

Эсир, ялта пурăнакансем, выльăх-чĕрлĕх усратăр, магазинсене сĕт, аш-какай парса усăллă ĕç тăватăр. Анчах, шел пулин те, районта выльăх шучĕ чакса пырать. Юлашки çулсенче тырă хакĕ йÿнĕ, апла-тăк килти хуçалăхра выльăх тытма меллĕ.

В.М.ПАВЛОВ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ:

- Кăçал ĕçре мĕне тĕпе хумалла-ха; Чи малтанах, кашни отрасльтех конкурентлăха аталантармалла - суту-илÿре те, общество апатланăвĕнче те, хатĕрлев сферинче те. Çак конкуренцие ăнăçлă тÿссе ирттерес тесен нумай ĕçлемелле. Предприятисене юсаса капăрлăхпа хăтлăх кÿмелле. Анчах çакна тума тепĕр чухне укçа-тенкĕ çитмест. Çавăнпа та пуринчен малтан юсав кĕтекен магазинсене çĕнетсе йĕркене кĕртмелле.

Шел пулин те, юлашки 15-20 çул хушшинче эпир хамăр позицисене çухатрăмăр. Коммерсантсем пекарньăсем çĕклесе лартаççĕ, магазинсем уçаççĕ. Конкуренци çивĕчлĕхне парăнмалла мар пирĕн. Магазинсенче малтанах хамăр таварсене, райпо цехĕсенче хатĕрленĕ апат-çимĕçе сутмалла. Мĕншĕн-ха ют çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ чăх ашĕпе сутă тумалла пирĕн; Тĕрĕс мар ку.

Сĕт тата аш-какай хатĕрлесси - тупăшлă ĕç. Чăн та, кашни çул вĕсен хакĕсем "выляççĕ". Тепĕр чухне чĕр тавара вырнаçтарма йывăр. Ку ыйтупа çине тăрса ĕçлĕпĕр.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.А.Медведев потребительсен кооперацине пулăшу кÿрессипе çыхăннă ыйтăва правительство шайĕнче çĕклерĕ. Пирĕн кооператив институчĕпе кооператив техникумĕ çĕршывра ырă ят-сум çĕнсе илнĕ.

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет. Шел, пирĕн паттăр ветерансен йышĕ çулсерен чакса пырать. Вăрçăра хăюллăн çапăçнă, тылра ырми-канми ĕçленĕ ватăсене манас марччĕ, май килнĕ таран хавхалантарасчĕ вĕсене.

Умри çулталăк пĕртте çăмăл пулмĕ, анчах палăртнă тĕллевсене пурнăçламаллах пирĕн. Потребкоопераци ялти пулăшусене аталантарассишĕн, çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тата çăмăллатассишĕн малашне те ÿсĕмлĕн ĕçлесе пырĕ.

х х х

Пухура тухса калаçакансене тимлĕн итленĕ хыççăн хамăн та шухăшсем çуралчĕç. Тĕрĕсех ĕнтĕ, халĕ, конкуренци вăйлă аталаннă тапхăрта, тавар туянакана илĕртме, унăн кăмăлне çавăрма пĕлмелле. Çакна шута илсе, райпори строительсен бригади ялсенче магазинсене çĕнетсе, çĕнĕ сăн кĕртсе тăрать. Европа стандарчĕпе тата çут çанталăк газĕпе хăтлăх кĕртнĕ лавккасене, паллах, халăх йышлăн пырса çÿрет, çавна май вĕсенче тавар çаврăнăшĕ те ÿсет.

Республикăри райпосемпе танлаштарсан Канаш кооператорĕсене суту-илĕве йĕркелесе пыма чылай кансĕртерех. Район варринче - хула, кашни кун автобус унта ял çыннисене турттарать: ларса кай та мĕн кирлине туян. Юлашки çулсенче ялсенче те уйрăм çынсен лавккисем çуллахи ăшă çумăр хыççăн шăтса тухнă кăмпа евĕр йышланчĕç. Коммерсантсем хăйсен лавккисене райпо магазинĕпе çумăн е юнашар лартса хураççĕ. Çынна илĕртме тавар хакне кăштах йÿнетеççĕ. Ăçта йÿнĕрех - халăх çавăнта çÿрет вĕт. Анчах тавар пахалăхне шанма пулать-и вĕсенче; Таçтан кÿрсе килнĕ-ха.

Райпо пекарнисенче пĕçернĕ çăкăр-булка ял çыннисем хушшинче кăна мар, хулара та тахçанах ырă ят çĕнсе илнĕ. Кондитер çимĕçĕсене те халăх юратса туянать. Тăварласа тĕтĕмленĕ пулăпа пылак шыв та хисепре. Райпо магазинĕсем сутă тунипе пĕрлех халăхран тĕрлĕ чĕр тавар - эмел курăкĕ, выльăх тирĕ, кивĕ хут, çĕтĕк йышăнаççĕ. Сĕт, аш-какай туянассипе те ĕçе аван йĕркеленĕ. Çапла вара выльăх-чĕрлĕх самăртса, улăх-çарансенче эмел курăкĕ пуçтарса çу каçа темиçе пин ĕçлесе илеççĕ ÿркенменнисем. Ялсенче халĕ чылай çамрăк, ĕç çук тесе, аншарлипе туслашнă. Çу кунĕсенче çывăхри вăрман, улăх-çаран сукмакĕсемпе утсан пуç та тăрăлать, ÿт-пÿре вăй-хал пухăнать. Мĕн тĕрлĕ сиплĕ курăкпа пуян пирĕн тавралăх, ăна пĕшкĕнсе татма кăна ан ÿркен. Ытарлăн каласан, укçа ура айĕнчех выртать,

А.ВЛАДИМИРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика