05 марта 2010 г.
Уçырма, Сухайкасси, Хучел тăрăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх сывлăхне виçĕ ветеринар асăрхаса-тĕрĕслесе тăрать. Тамара Гаврилова, Надежда Иванова тата Зинаида Кириллова пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Тамара Владимировна – тĕп ветврач, вăл выльăх мĕнпе чирлине пĕрре пăхсах пĕлет. Надежда Петровнăпа Зинаида Николаевна та ун пекех пултаруллă. Выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕр ан çулăхтăр тесе прививкăсене вăхăтра туса тăраççĕ. Килти выльăх аптраса ÿксен талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пырса чĕнеççĕ вĕсене. Тухтăрсем ир е каç пулнине пăхса тăмаççĕ, чĕннĕ çын патне васкаççĕ.
Ырă та ĕçчен хĕрарăмсене çывхарса килекен уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп, ачисемпе савăнса пурăнмалла пултăр.
Н.СЕРГЕЕВА, пенсионер. Уçырма ялĕ.