05 марта 2010 г.
Кун-çул чуппи пĕр чарăнмасăр пырсан та çул çинче тем тĕрлĕ чăрмав сиксе тухать çав. Ватлăх енне сулăнсан чир-чĕрĕ те час-часах çулăхасшăн. Çамрăк, вăй-хал тапса тăнă чухне ĕмĕр тăршшĕпех çавăн пек пулассăн туйăнать. Чирлесе курсан вара сывлăх этем пурнăçĕнче нимрен те хаклă тупра пулнине ăнланса илетпĕр.
Чĕре пĕр ыратма пуçласан хăй çинчен аса илтерсех тăрать. Нумаях пулмасть Канаш хулинчи чĕре чирĕсенчен сыватакан центртан сипленсе тухрăм. "Васкавлă пулăшу" ĕçченĕсем больницăна вăхăтра илсе çитернине, центрти Маргарита Иванова кардиолог тимлĕхне пула вилĕмрен çăлăнса юлтăм. Инфаркт уйрăмĕнче сиплентĕм. Маргарита Геннадьевна врач чирлисемпе кăмăллăн калаçни, вĕсен сывлăхĕшĕн пăшăрханнине чунпа туйни, унăн ăста аллисем вăй илме пулăшрĕç пулĕ тетĕп. "Ăшă сăмах ăшаланă ашран та лайăх", – тесе ахальтен каламан йăх-несĕлĕмĕрсем.
Хама пурнăçа тавăрнă çынсене, уйрăмах Маргарита Геннадьевнăна чĕререн тухакан тав сăмахĕ калатăп. Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, пархатарлă кун-çул сунатăп, вăрăм ĕмĕр сукмакĕ яланах такăр та çутă пултăр.
Е.ГЕРМАНОВА. Катек ялĕ.