АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧАСЕН ÇИТĔНĔВĔ – УНШĂН ПАРНЕ

05 марта 2010 г.

АЧАСЕН ÇИТĔНĔВĔ – УНШĂН ПАРНЕ

Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта вĕрентекен Ольга Малова нумаях пулмасть аслă категорие хÿтелерĕ. Çак шкулта вăл 13 çул химипе биологи предмечĕсене ертсе пырать. Пĕр çул хушши хăй çуралса ÿснĕ тăван Кăташра ĕçленĕ.

Ольга Вячеславовна Етĕрне районне кĕрекен Кăташ ялĕнче 1974 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Вячеслав Никитичпа Людмила Николаевна Степановсен çемйинче çуралса ÿснĕ.

Тăван ялта вăл пĕтĕмĕшле пĕлÿ илнĕ, вăтам пĕлÿ илме Ирçе ялĕнчи (Чебакова) шкула çÿренĕ. Алла аттестат илсен Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн химипе биологи факультетне вĕренме кайнă.

– Шкулта вĕреннĕ чухне аппапа иксĕмĕр тухтăр пулма ĕмĕтленеттĕмĕр. Шкултан вĕренсе тухсан аппа чăнахах та медицина факультетне вĕренме кĕчĕ. Кайран, практикăна çÿре пуçласан, хăй мĕн курнисене мана каласа паратчĕ. Эпĕ вара те шикленнипе, те хĕрхеннипе хамăн шухăша улăштартăм, химипе биологи факультетне вĕренме кĕтĕм.

Етĕрне район пикишĕн Канаш районĕнчи Вăтапуç шкулĕ ют пулман. Пиллĕк-мĕш курса вĕренме куçсан Ольга Çатăрка-çырми ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Малова качча тухнă, диплом умĕнхи практикăна шăпах асăннă шкулта тухнă.

Вăтапуç шкулĕнче хими предметне Ольга Вячеславовна 1997 çултанпа ертсе пырать, 2001 çулта ăна биологи предметне ертсе пыма шаннă. Пултаруллă вĕрентекен районта тата республикăра иртекен мероприятисене те хастар хутшăнать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче, сăмахран, районта "Вид критерии вида" темăпа уçă урок кăтартрĕ. Çуллахи вăхăтра йĕркеленĕ шкулти ĕçпе кану лагерĕнче экологи темине çирĕп тытса пычĕ, ачасене хамăр тăрăхри ÿсен тăрансемпе тата чĕр чунсемпе паллаштарчĕ, тавралăха таса тытма вĕрентрĕ. Хăйĕн ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене ытти вĕрентекенсене районта ирттернĕ семинарта уçса пачĕ.

Вĕрентекен хастар ĕçлесе пынине ачасен районти олимпиадăри çитĕнĕвĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Иртнĕ çулта экологи предмечĕпе Анастасия Григорьева "Эпĕ кунта çуралнă, пурăнатăп, çут çанталăка упратăп" темăпа иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Кăçал 11-мĕш класра вĕренекен Света Николаеван – виççĕмĕш вырăн.

Пушă вăхăт сахал пулин те вĕрентекен ăна сывлăхшăн усăллă ирттерме тăрăшать, уçă сывлăшра йĕлтĕрпе чупать, волейболла выляма спорт залне çÿрет.

– Хими тата биологи вĕрентекенĕ пулнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Хамăн ĕçпе юратса ĕçлетĕп. Пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă вĕрентекенсене пурне те тав сăмахĕ калатăп.

Александр Васильвичпа Ольга Вячеславовна пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Сергей 7-мĕш класра вĕренет, Лена – 5-мĕш класра. Пĕчĕк Людмила вара ача садне çÿрет. Эпĕ вĕсене çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп.

Л.ГРИГОРЬЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика