АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУШ УЙĂХĔНЧЕ ТЕ ĔÇСЕМ САХАЛ МАР

05 марта 2010 г.

Район администрацийĕн çурхи пĕрремĕш кунĕ службăсен, пайсен пуçлăхĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен анлă ларăвĕпе пуçланчĕ. Кун йĕркинче çичĕ ыйту. Яланхи пекех ларăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров тухса калаçрĕ. Вăл ял хуçалăхĕн иртнĕ çулхи ĕçсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, кăçал тумаллисене палăртрĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, 2009 çул "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ" ятпа иртрĕ. Районта АПК аталанăвĕн ырă куçăмне сыхласа хăварчĕ. Хуçалăхсен пĕтĕм категорийĕсенче ял хуçалăх продукцийĕ туса илессин индексĕ103 процент шутланать.

Экономикăшăн йывăр тапхăрта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен начар мар тухăçне туса илме пултарнă. Пĕтĕмпе тĕш тырă 31,4 пин тонна пухса кĕртнĕ. Гектарăн вăтам тухăçĕ – 22 центнер. Çĕрулми 707 гектар çинчен 13,9 пин тонна пухса кĕртнĕ. Гектартан вăтамран – 187 центнер.

Ял хуçалăхĕн тĕп продукцийĕсен калăпăшне ÿстерес тата тăпра пулăхлăхне пуянлатас тĕллевпе 936 гектар çĕре извеçленĕ, 282 гектар çине кали сапнă. Минераллă удобренисемпе усă курнă.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕрсем 6,5 пин гектар йышăнаççĕ. Икĕ çул хушшинче вĕсене "ĕçлеттерсе" ямалла: çакăн пек задача пирĕн умра. Паллах, çакна пурнăçлама питĕ йывăр пулать. Тырă хакĕ тивĕçтерменнине кура хăшĕ-пĕрисем кăçал акас мар шухăшлă текен сас-хура та тухнă. Инвесторсем тупма та çăмăлах пулмасть. Çак енĕпе ял тăрăхĕсен администраци-йĕсен те çанă тавăрсах ĕçлеме тивĕ.

Пĕлтĕр 29220 тонна сĕт суса илнĕ, кашни ĕнерен вăтамран – 3364 килограмм. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 14110. Виçĕм çулхипе танлаштарсан 590 пуç сахалрах. Сыснасен хисепĕ – 8272 пуç, 2008 çулта 5137 пуç пулнă. 2009 çулта хуçалăхсен пĕтĕм категорийĕсенче аш-какай 4807 тонна туса илнĕ. Ку вăл виçĕм çулхинчен 2 процент нумайрах. Ял хуçалăх организацийĕсенче 686 тонна хатĕрленĕ: 2008 çулхинчен 17 процент сахалрах. Кăтартусем пĕчĕк-леннин тĕп сăлтавĕсем – ĕне выльăхсен шутне чакарни, ÿт хушаслăхĕ начарланни: талăкне пĕтĕмпе те 447 грамм кăна. Ăратлăха тата продуктивлăх пахалăхне лайăхлатас шутпа иртнĕ çул 36 пуç ĕне выльăх, 100 пуç сысна туяннă. Пĕлтĕр районта выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕллевпе капитал хывмалли пĕр проект та тăратман. Мăйракаллă шултра выльăх тата сысна тытмалли пушă ларакан фермăсем сахал марри – килĕшÿсĕр ÿкерчĕк.

Пĕлтĕр 21,3 миллион тенкĕлĕх техника туяннă. 229 çынна хушма хуçалăха аталантарма 32,4 миллион тенкĕ кредит панă. Пĕтĕмпе патшалăх районта ял хуçалăхне аталантарма тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 77,6 миллион тенкĕ уйăрса пулăшу кÿнĕ.

Хальхи вăхăтра районта çуракине хатĕрленес ĕçсем вăй илсе пыраççĕ. Уйрăмах паха вăрлăх хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта çакна та каласа хăвармалла: иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче юр çуманнипе тата шартлама сивĕсене пула кĕркунне акса хăварнă культурăсен 15-20 проценчĕ пĕтнĕ. Уйрăм хуçалăхсенче çак цифра тата та пысăкрах пулма пултарать.

Кăçалхи хĕл иртнĕ çулхипе танлаштарсан самях сивĕ пулчĕ. Çавăнпа та пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсене çăмăлах пулмарĕ. Мĕнле ĕçлесе пыни çинчен "Канаш районĕн пурăнмаллли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхĕн ертсе пыракан управляющийĕ" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн тĕп директорĕ В.Алякин каласа пачĕ. Ыйтусем те нумай пулчĕç. Паллах, çак службăн ĕçĕпе кăмăлсăр пулассине кăтартмалли тупăнсах пырать. Вăл сахаллансах пытăр тесе тăрăшаççĕ пĕрлĕхре вăй хуракансем.

Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру секторĕн заведующийĕ А.Моисеев ял тăрăхĕсенче электронлă паспортсем йĕркелесси çинчен каласа пачĕ. Çакăн пек паспортсем Чулхулари тата Мускаври Управлени центрĕсемпе çыхăнма кирлĕ. Вĕсенче инкек пулнă вырăна тÿрех палăртĕç, пулăшу пама васкĕç. Çакăн пиркиех 15-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ В.Язвов сăмах илчĕ. Пушар пулассинчен тата вут-çулăмра çынсем вилессинчен асăрхаттармалли ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ. Районта çулталăк пуçланнăранпа 14 пушар тухнă. Чи нумаййи Асхва тăрăхĕнче – 4. Пуш уйăхĕнче тавралăх çуркунне шăршипе тулать. Çурт çунаттисем çинче тумла пăрĕсем ÿссе лараççĕ. Хăш чухне вĕсем татăлса ÿксе, пÿрт тăрринчи йĕпе юр йăтăнса анса иртен-çÿренсен пурнăçĕсене хăрушлăха кĕртсе ÿкереççĕ. Апла ан пултăр тесен пăрсене катмалла, çурт тăррисене юртан тасатмалла. Ялсене машинăпа пырса кĕмелли çулсене уçсах тăмалла.

Çурхи темăна малалла пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн специалист-эксперчĕ В.Чернов тăсрĕ. Вăл çурхи ейÿ вăхăтĕнче инкексене сирсе ямалли мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ.

Çак пайăн тепĕр специалист-эксперчĕ А.Егоров вырăнти влаç органĕсен хăйсен пурлăхĕпе мĕнле усă курмалли çинчен сăмах хускатрĕ. Тĕпрен илсен калаçу арендăна памалли килĕшÿсене епле тумалли пирки пычĕ.

Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров патшалăх гражданĕсен тата муниципалитет служащийĕсен сывлăхне упрас тĕлĕшпе диспансерсем туса ирттермелли ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Тухтăрсем патĕнче пулнă, тĕрлĕ анализсем панă хыççăн сывлăх паспорчĕ параççĕ.

Лару вĕçĕнче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем тăрăх ирттернĕ ăмăртура çĕнтернисене чысларĕç. Çĕнтерекенĕ – Чакаç ял тăрăхĕ, иккĕмĕш вырăнта – Шăхасан ял тăрăхĕ, виççĕмĕшĕнче – Шелттем ял тăрăхĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика