05 марта 2010 г.
Н.Глухова Канашри шкул-интернатра тăхăр класс лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Пĕлĕвне вăл тăваттăмĕш çул ĕнтĕ педагогика колледжĕн шкул уйрăмĕнче ÿстерет. Ушкăн старости, студентсен профсоюз комитечĕн председателĕ.
Надя хăйĕн пултарулăхне наукăпа практика ĕçĕнче те кăтартма пултарнă. Колледжри, республикăри, Пĕтĕм Раççейри студентсен конференцийĕсенче вăл вĕрентÿпе воспитани темисемпе çырнă ĕçĕсемпе тухса калаçнă. Вĕсенче пултаруллă студент дипломсем, сертификатсем, грамотăсем çĕнсе илнĕ. 2008 çулта Ульяновск хулинче унăн ĕçне наука статйисен пуххине кĕртнĕ.
Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынăшăн тата колледжăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăннăшăн Н.Глуховăна хисеп хучĕсем парса хавхалантарнă.
В.АЧЧА сăн ÿкерчĕкĕ.