АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЕЛЕНА МАЙРАСЛОВА ТĔРРИСЕМ ЧУНА ТЫТКĂНЛАÇÇĔ

03 марта 2010 г.

ЕЛЕНА МАЙРАСЛОВА ТĔРРИСЕМ ЧУНА ТЫТКĂНЛАÇÇĔ

Çав тери пултаруллă çынсемпе пуян Чăваш çĕрĕ... Канаш тăрăхнех илер-ха. Сител ялĕнче пурăнакан Маргарита Александрова хĕрарăмсен кăмăлне каякан илемлĕрен те илемлĕ хушпусем тĕрлет, Канаш çынни Геннадий Крылов хăва авса килте е дачăсенче усă курма меллĕ сĕтел-пукан ăсталать, интернат-шкулта ĕçлекен Людмила Степанова тĕрĕ тĕрлес енĕпе питĕ ăста...

Канаш хулинчи тĕп библитека библиографĕ Елена Майраслова та ĕçрен киле таврăнсан пушă вăхăтне усăсăр ирттермест. Алла тăрĕ тĕрлемелли йĕп тытать те, юратнă ĕçĕнчен пĕр самантлăха та уйрăлмасть.

- Елена Васильевна, эсир тĕрленĕ тĕрĕсем çинчен куç илме те çук. Калама çук илемлĕ вĕсем! Акă сирĕн "Раштав каçĕ" ятлă тĕрленĕ ÿкерчĕк. Аякра - чиркÿ курăнать, пас тытнă йывăçсем чуна тыткăнлаççĕ. Умра - икĕ пÿрт, пĕрин мăрйинчен тухакан сĕрĕм юпа пек çÿлелле хăпарать. Хуçисем каçа хирĕç вут хутса янă пулас. Çак тĕрĕ тĕрлес ĕçе камран вĕреннĕ эсир;

- Ал ĕçне хĕрача, паллах, ытларах амăшĕнчен вĕренет. Пирĕн анне те ал ĕçне питĕ ăста пулнă. Вăл çекĕлпе те, спицăпа та çыхма пĕлнĕ. Эпир пĕчĕк чухне пире кĕпе-йĕм çĕлесе панă, чĕнтĕрсем те çыхатчĕ. Чĕрепе чирлĕ пулнипе час-часах пульницара выртма тиветчĕ аннен. Унтан сывалса тухнă чухне яланах кравать пуçне, кравать айккине çакмаллисем, чĕнтĕрсем çыхса тухатчĕ. Радиоприемниксем çине хумалли салфеткăсем çыхатчĕ - ĕлĕк кил - çурта çапла илемлетнĕ вĕт-ха. Тĕрĕ тĕрлеме те юрататчĕ. Саппунсем, минтер пичĕсем тĕрлетчĕ. Эпĕ те хутшăнкаланă ĕнтĕ пĕчĕк чухне. Тата ман питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет шкулта ĕç урокĕсем ирттернĕ Дорида Александровна учительницăна. Вăл мана çĕлеме вĕрентрĕ.

- Эсир хăш шкулта вĕреннĕ;

- Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче. Пирĕн аннепе Дорида Александровна акамлă пулнă. Вара, эпĕ çĕвĕсене тĕрĕс мар тусан, анне çапла калатчĕ: "Сÿтсе тепĕр хут çĕле, атту Дорида Александровнаран хама лайăх мар", - тетчĕ.

Шкулта вĕреннĕ чухне сăмса тутрисем тĕрлекеленĕ. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне Çĕнĕ çул бал-маскарадне хатĕрленеттĕмĕр. Эпĕ хама тăхăнма Украина хĕр ачи костюмне çĕленĕччĕ. Вара кăкăр умне, çаннисем çине Украина тĕррисем тĕрлесе илемлетнĕччĕ. Çак костюм ман паян кун та ялта упранать.

Пĕрремĕш ачана кĕтнĕ чухне - пушă вăхăт нумай пулнă пулас - пеленка кĕтессисене мулкач, чăх чĕппи, кăвакал кĕлеткисем тĕрлесе илемлетнĕччĕ. Кĕçĕн хĕр ача, художество шкулĕнче вĕреннĕ чухне, Христос тĕнне йышăннăранпа 1000 çул çитнĕ май йĕркеленĕ "Русь святая" конкурса тĕрĕ тăратма шутларĕ. Хăй тĕрĕ ĕçне пĕлсех те кайман ун чухне. Хам кăтартса, вĕрентсе пытăм. Каярахпа ун тĕррисем манничен те хитререх, якарах пула пуçларĕç. Вăхăчĕ сахал юлнăччĕ те, пулăшас тесе вăрттăн тĕрлеттĕмччĕ. Вăл вара асăрхатчĕ те: "Ан та тĕрле-ха, сан яках пулмасть", - тетчĕ. Çакăн хыççăн, хĕр ачан ÿсĕмне кура, хам та тĕрĕ чирĕпе чирлесе кайрăм пулас. Схемăсем, ÿкерчĕксем шырама пуçларăм.

- Пĕрремĕш схема мĕнле ÿкерчĕк пулнăччĕ;

- "Крестьянка" журналтан илнĕскер. Хĕвел анас умĕн хĕрарăм кĕвентепе шыв витрисем йăтса пырать. Ÿкерчĕкĕ пĕчĕкскер кăначчĕ, кĕнеке пысăкăш пулать пулĕ. Питĕ ăнăçлă, хитре пулчĕ. Вăл халĕ те килте çакăнса тăрать. Çак тĕрре юлташ хĕрсене те, тăвансене те тĕрлесе патăм - кăмăллă парне пултăр терĕм.

- Эсир çамрăк чухне тĕрĕ çипписене те тупма йывăр пулнă вĕт-ха; Ăçтан тупкаланă эсир вĕсене;

- Мулине çиппи пирĕн аннен çивĕтĕпехчĕ. Кайран, чăнах та, пĕр вăхăтра кансĕрччĕ. Халĕ мулине çипписене хулари "Силуэт" ательерех туянма пулать.

- Акă эсир тĕрленĕ тепĕр ÿкерчĕк. Унта хура пĕчĕк шĕлепке тăхăннă майра тăрать. Аллинче веер та пур. Ÿкерчĕкĕн ячĕ мĕнле;

- Ку яппун хĕрачи, ÿкерчĕкĕ "Гейша" ятлă. Мĕншĕн килĕшрĕ-ха мана çак ÿкерчĕк; Хĕр ачан кĕпине - кимонона - питĕ илемлĕ чечексемпе капăрлатнă, ăна тĕрлеме те питĕ кăмăллă пулчĕ.

- Мĕн вăхăт хушшинче тĕрлесе пĕтертĕр, Елена Васильевна;

- Пĕр-икĕ уйăх тĕрлерĕм пулас...

- Ак ку ÿкерчĕкре Турă амăшĕ... Эсир ăна вĕтĕ шăрçапа илемлетсе тĕр-ленĕ. Пăхма çук илемлĕ.

- Çапла, ÿкерчĕкĕ "Умиление" ятлă. Çакна тĕрличчен эпĕ пĕрре те шăрçапа тĕрлесе курман. Ку ман пĕрремĕш ĕç. Ун чухне эпир мăшăрланни 35 çул çитнĕччĕ те, упăшка çапла каларĕ: "Çак паллă кун ячĕпе хăвна мĕн килĕшет, çавна туян. Çавă ман парне пултăр", - терĕ. Вара эпĕ çак набора илме шутларăм. Ку икона пĕтĕмпех шăрçаран тăрать те, малтан пулассăн та туйăнмастчĕ, чăтăмлăх çитмест пек туйăнатчĕ. Кайран, тĕрлесен - тĕрлесен – эрешсем илем-лĕн майлашăнса пыраççĕ те, чун та хавхаланса пычĕ. Пĕр виçĕ - тăватă уйăх та ларма тиврĕ. Килте унсăр та ĕç пайтах вĕт-ха: алса - чулха та çыхас пулать, ыттине те тумалла.

- Эсир хăвăр ĕçсене выставкăсене тăратман-и;

- Çук, тăратман. Мĕншĕн тесен манран пултаруллăрах çынсем те пур пек туйăнать.

- Елена Васильевна, эсир библиотекăра ĕçлетĕр, унти коллективра пĕтĕмпех хĕрарăмсем. Сирĕнтен ал ĕçне вĕренес текенсем çук-и унта;

- Вĕренес текенсем нумай. Анчах ĕçе пуçăнма чăтăмлăхĕ çитеймест пулас. Халлĕхе хăяймаççĕ-ха.

- Малашнехи шухăш - ĕмĕтсем мĕнле; Чуна пырса тивекен мĕнле ÿкерчĕксем тăвасшăн;

- Чăваш тĕррисене тĕрлесе пăхас килет. Мăнука пукане валли чăваш тумтирĕ çĕлесе чăваш тĕррисемпе илемлетсе парас кăмăл пур. Тухьйине пуçланă-ха эпĕ тĕрлеме.

- Хăвăра уявсенче тăхăнма шăрçасемпе, хитре тĕрĕсемпе илемлетнĕ чăваш кĕпи çĕлесшĕн мар-и;

- Халĕ çулсемпе çамрăках мар та, килĕшмест те пулĕ ун пек кĕпе мана...

- Мĕнле ан килĕштĕр-ха; Халĕ те чечек пекех ларатăр. Эсир библиотека ĕçченĕ. Унта çынсене тĕрĕ тĕрлеме вĕренмелли кĕнекесем çук-и;

- Эпĕ хам "Вышиваю крестиком" ятлă журнал çырăнса илетĕп. Тата "Формула рукоделия" ятлă журнал та пур. Иккĕшĕ те лайăх журналсем. Тĕрĕ тĕрлеме вĕренес текенсем валли библиотекăра энциклопедисем пур. Хĕреспе, яка тĕрĕ тĕрлеме вĕрентекен кĕнекесем пур библиотекăра. Кунта Чăвашри паллă тĕрĕç Жадчева çырнă, иллюстрацисемпе пуян кĕнеке те пур.

- Хăвăр ăсталанă япаласене ăçта усратăр;

- Чылайăшне пĕрле ĕçлекенсене, тăван - хурăнташсене парнелесе пĕтернĕ. Иртнĕ çулхи август уйăхĕнче пичче 60 çул тултарчĕ те, ăна, мĕн ачаранпах лашасене юратаканскере, лаша кĕлеткисем тĕрлесе патăм. Питĕ килĕшрĕ ăна. Кăçал йăмăкăн та юбилейĕ çывхарса пырать. Вăл çулла çуралнă та, ăна "Фея лета" текен ÿкерчĕк тĕрлесе парасшăн. Килте кашни пÿлĕмрех хам ĕçсене вырнаçтарса тухнă та, пирĕн пата килекен çынсем питĕ интересленсе пăхаççĕ. Упăшкана та килĕшет эпĕ пушă вăхăта тĕрĕ тĕрлесе ирттерни. "Мана чăрмантаракан çук", - тесе шÿтлет вăл.

- Елена Васильевна, сире хăвăр ăсталанă ĕçсене тĕрлĕрен выставкăсене тăратма сĕнесшĕн эпĕ. Вĕсем унта пулма тивĕç.

- Шутласа пăхас пулать...

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика