03 марта 2010 г.
Учитель ĕçĕ чăтăмлă, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлакан, çирĕп кăмăллă, тимлĕ, тăрăшуллă çынсем валли. Педагог ятне илнĕ çыннăн ăслă, анлă тавра курăмлă, хăйĕн шухăшне тĕрĕс, пурне те ăнланмалла уçса пама пĕлмелле. Унăн тата сăнавçă, тĕпчевçĕ, тишкерÿçĕ, ачасене чунтан юратакан çын пулмалла.
Паянхи шкулта çак енсене хăйсенче вăйлă аталантарнă çынсем ĕçлеççĕ пек туйăнать. Юлашки вăхăтра педагогсем кашни çулах тем тĕрлĕ конкурса хутшăнса ăсталăхне кăтартаççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ.
Нумай пулмасть районти культура çуртĕнче хамăр тăрăхри шкулсенче ĕçлекен арçын учительсем хушшинче "Учитель, сан яту умĕнче..." пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине тата Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă.
Районти хăш-пĕр шкул çак йыхрава хапăлласах йышăнни курăнчĕ, учительсем конкурса тăрăшса хатĕрленсе килнĕ. Жюрие портфолиосем тăратнă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан электронлă презентаци хатĕрленĕ.
Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче ОБЖ предметне вĕрентекен Василий Григорьев конкурса уçаканни пулчĕ. Василий Александрович шкулта нумайранпа вăй хурать. Малтан чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, шкулта çамрăк журналистсен кружокне те ертсе пынă. Юлашки çулсенче ОБЖ предметне вĕрентет, унсăр пуçне ачасене çарти хăнăхусене те парать. Вăл пĕлÿ панă ачасенчен виççĕшĕ çар институчĕсенче вĕренеççĕ. Педагог ĕçне суйласа илнисем те йышлă.
Ухман вăтам шкулĕн чысне Геннадий Мельников педагог хÿтĕлерĕ. Геннадий Михайловичăн вĕрентÿ ĕçĕнчи стажĕ 35 çула яхăн. Аслă категориллĕ преподаватель нумай çул Канашри педагогика колледжĕнче студентсене ал ĕç ăсталăхне вĕрентет. Унтах чăваш тĕррин кружокне ертсе пырать. Ачасене пĕлÿ панисĕр пуçне вĕрентекен сад-пахчара ĕçлеме юратать, тĕрлĕ сăнав-тĕпчев ирттерет. Чи кăсăклисенчен пĕри уншăн, хăй каланă тăрăх, виноград çитĕнтересси. 19 сорт виноград ÿстерет, кашни çулах пысăк тухăç илет. Çак çимĕçе çитĕнтерессипе çыхăннă ыйтусемпе брошюрăсем те пичетлесе кăларнă.
Игорь Баранов Сухайкасси вăтам шкулĕнче музыкăна вĕрентет. Вăл хăй те çак шкултан вĕренсе тухнă. Канашри педагогика училищинче музыка уйрăмĕнче вĕренсе професси илнĕ. Направленипе Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă вăтам шкулне ĕçлеме кайнă. Ĕçленĕ вырăнтанах ăна çара илнĕ, Игорь Николаевич ун чухнехи Демократиллĕ Германи Республикинче, Польшăра службăра тăнă. Салтакран таврăнсан хăй ĕçленĕ шкултах ачасене вĕрентме пуçланă. Мăшăрланнă хыççăн çемйипе Сухайкассине куçса килнĕ, ялти шкулта ĕçе пикеннĕ. 2008 çулта Чăваш патшалăх педагогика университетне куçăмсăр йĕркепе вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ вăл музыкант кăна мар, истори учителĕ те.
Ямаш вăтам шкулĕнчи пултаруллă учительсенчен пĕри – Андрей Владимиров. Вăл педагогикăра ĕçлеме пуçланăранпа 16 çул çитнĕ. Андрей Иванович директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, унсăр пуçне ОБЖ предметне вĕрентет. Ăста йĕркелÿçĕ, шкулта, районти мероприятисене хастар хутшăнать. Хурт-хăмăр ĕрчетет.
Михаил Васильев учитель конкурса хутшăннисенчен чи çамрăкки пулчĕ. Вăл питĕ чĕрĕ те çаврăнăçуллăскер, Ачча вăтам шкулĕнче информатикăна вĕрентет. Канашри педагогика училищине ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх университетне компьютер технологийĕсен факультетне куçăмсăр йĕркепе кĕнĕ. Михаил Георгиевич 5-мĕшсен класс ертÿçи. Ачасем ăна чăннипех те юратнине слайдсем курса ĕнентĕмĕр.
Учитель профессине Владимир Николаевич Алексеев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче илнĕ. Катек вăтам шкулĕнче историе тата общество тытăмне вĕрентет. Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре тăрăшуллă пулнăшăн Владимир Николаевича шкул дирекцийĕ, район администрацийĕ, районти вĕрентÿ управленийĕ Хисеп грамотисем, парнесем парса хавхалантарнă. Вĕрентÿ ĕçĕсĕр пуçне учитель çул çÿреме, сăнавсем ирттерме юратать.
Çеçпĕл вăтам шкулĕнче музыкăна вĕрентекен Юрий Кириллова районти мероприятисенче час-часах курма пулать, çитĕннисемпе те, ачасемпе те тухса çÿрет вăл. Юрий Алексеевич учитель пулса 30 çул тăрăшать. Хăй каланă тăрăх, унăн йăх-несĕлĕсем те юрă-кĕвĕпе туслă пулнă, музыка инструменчĕсемпе ăста каланă. Юрий Алексеевич хăй те инструментсем ăсталать. Унсăр пуçне ÿкерÿ ĕçĕпе, графикăпа, сăн ÿкерчĕксем тăвассипе интересленет.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухсан Сергей Николаев Вăтакас Кипеч вăтам шкулне ĕçлеме килнĕ, профессийĕпе вăл – педагог-психолог. Шкул ачисен КВН командине йĕркеленĕ, вĕсемпе республикăри КВН вăййисене те хутшăннă. Кĕске сценкăсем лартма кăмăллать.
Владимир Федорович Миронов Шуркасси вăтам шкулĕнче 30 çул ачасене физкультура вĕрентет. Вăл ертсе пынипе çак шкул команди çулсерен иртекен "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисенче малти вырăнсене çĕнсе илет. Республикăра иккĕмĕш вырăн та йышăннăччĕ-ха вĕсем пĕр çулхине.
Арçын учительсем хĕрарăм учительсенчен пĕртте кая мар, вĕсем гитара е купăс каласа юрлама та, вальс кĕввипе çаврăнма та, сăвва илемлĕ вулама, шÿт-кулăш калама çав тери ăста. Кашниех хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ уçса пама пултарчĕ. Вĕрентекенсем пурте тăрăшуллă пулнине кура вĕсене малти вырăнсемпе мар, "мудрый, артистичный, романтичный, мужественный, эрудированный, скромный, молодой учитель" тата "приз зрительских симпатий" номинацисемпе палăртрĕç, парне парса чысларĕç.
Арçын учительсемсĕр шкул, ман шутпа, ачана ашшĕсĕр ÿстерекен çемье пекех. Пирĕн шкулсенче çакăн пек пултаруллă учительсем ĕçленĕ чухне вара патриот чунлă ачасем çитĕнес шанчăк пур-ха.
И.ВЛАДИМИРОВА.