АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УРРА! КĂШКĂРСА МАЛАЛЛА ЧУПРĔÇ

03 марта 2010 г.

Кĕмĕл туяпа шаккарĕ сарă хĕвел паян кантăкран. Тинех хăй сăнне кăтартрĕ хăюсăр хĕвел. Иртенпех çанталăк ырă. Кун пек чухне хаклă вăхăта сая яма юрамасть.

Паян Карăклă вăтам шкулĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçин уявĕ ячĕпе тата "Çĕнтерĕве - 65 çул!" ятпа пысăк вăйă - "Зарница-2010" пуçланмалла. Пĕр вăхăт пăрахăçа тухнă вăййа пĕлтĕр çĕнĕрен чĕртсе ячĕ шкул администрацийĕ, физкультурăпа ОБЖ учтителĕсем. Ытти вĕрентекенсем те хапăлласах йышăнчĕç ку сĕнĕве, мĕншĕн тесен пурнăç улшăннăçемĕн ачасем те улшăнаççĕ, вăййисем те ĕнтĕ шкулта урăххисем кирлĕ. Кирек мĕнле ĕç те пархатарсăр пулмасть. Çав тери килĕшнĕччĕ вăйă пĕлтĕр ачасене.

Акă паян та, хутаç çакса, çимелли чиксе, алла йывăçран е пластикран тунă автомат тытса, кăшкăрашса та тĕрткелешсе ачасем шкула чупаççĕ. Кутамккари алюмини кашăкпа чашăк чупнă май чăнкăртатса сасă кăлараççĕ (ванакан савăт-сапа илме хушман!). Амăшĕсем чиксе панă çăм нускисем те кирлĕ пулĕç-ха. Вăйă хыççăн тарланă ÿт-пĕве типĕтме ал шăллисем те илме кашни ачана çирĕппĕн каланă.

Çемçе юрлă шуçлакрах сукмаксем Юмансар, Карăклă, Çăлпуç ачисене Карăклă вăтам шкулне илсе çитереççĕ. Шкул умĕнче вĕт-шакăр халăх кăткă пек хĕвĕшнине курса, чипер çерçи пасарĕ те хурăн тăррине çĕкленсе ларчĕ. Малтанах уява йĕркелекенсем вăйă йĕркипе паллаштарчĕç. Шкул ачисене икĕ ушкăна уйăрса командăсем йĕркелерĕç. Пĕр ушкăнĕ - "Симĕссисем", тепри -"Сенкеррисем" пулчĕç. Ушкăн командирĕсĕр пуçне класс ертÿçисен те ачасен çумĕнчех пулмалла. 9-мĕш класри Андрей Васильев нумаях пулмасть аллине хуçнăччĕ. Апла пулин те харсăр ача вăййа хутшăнмасăр тăма пултараймарĕ. "Ан тив, аллăмсем çĕкленейми пулсан сире хавхалантармалăх вăйăм-халăм çителĕклех манăн", – шÿтлет çыншăн савăнма пĕлекен Андрей. Ку ача маххă памĕ! Пиллĕкмĕш класри Юлия Терентьева вара йывăç автоматне ачасене кăтартать. "Ку пăшала мана кÿршĕри Саша пичче туса пачĕ. Вăл йывăçран тĕрлĕ япала ăста касса кăларать", – савăнса пĕлтерет пĕрремĕш хут вăййа хутшăнакан хĕрача.

Вăйă кăсăк ирттĕр тесе тĕрлĕ задани шутласа тупнă ачасем валли. Пулас салтаксен "йĕплĕ пралук" айĕнчен пуçа çĕклемесĕр аллă утăм шумалла пулчĕ. Лапка-лапка шурă юр хÿсе лартнă вырăнсенче самаях мекеçленме тиврĕ. Апла пулин те "йĕплĕ пралука" лексе сусăрланнисем пулмарĕç. Шап-шурă хаваслăх кĕрчĕ пĕртте шăнтмасть пурнăç калчисене. Çырла пек хĕрлĕ питлĕ ачасем хаваспах тепĕр вăййа ыткăнаççĕ. Урра! Урра! кăшкăрса малалла чупаççĕ. Анчах та умра "тăшман" чавса пăрахса хăварнă хăрушă "минăсем"! Кашни ушкăнăн вуншар мина тупмалла. Вăйăри чи йывăр рубежсенчен пĕри ку. Ахальтен-им ĕнер, ачасем курман чух, "минăласа" çÿрерĕç тавралăха Л.Лаврентьевăпа Н.Иванова, А.Васильев учительсем.

Аташтарать уй-хир сукмакĕ. Хастар халăх юр ăшне чĕркуççи таран лака-лака, питех харкашмасăр "мина" шырать. Ку вырăнти кашни кукрашкине пĕлекен Роман Федоров ачасене тĕрĕс çулпа илсе кайса вунă "минине" те туптарчĕ. "Симĕссисен" командирĕ ачасене карталантарса тăратса тухса шыраттарни вырăнлă пулчĕ. Икĕ ушкăнĕ те задание ăнăçлă пурнăçларĕ. Сывлăш кăшт çавăрса илсенех "Сиенлĕ газ" пунктра ачасен противогаз тăхăнса е марльăран çĕленĕ повязкăсемпе сăмса-çăвара хупласа чупма тиврĕ. "Сиенлĕ сывлăшран" май çитнĕ таран аяккарах кайма тăрăшмалла. Вăй пĕтнипе çул çинчех йăванса кайнисене С.Иванова, Т.Архипова, М.Васильева вăхăтра пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пачĕç. Шурă халатлă "медсестрасен" пархатарлă ĕçĕсене кайран "Паттăрлăх хаçачĕнче" палăртрĕç. "Стрельбищĕре" тĕл пеме пултаракансене палăртмалла. "Мелкокалибернăй винтовкăран" ăста персе А.Егоровпа А.Васильев савăнтарчĕç. Ураран ÿкиччен ывăннă ачасен тепĕр ĕç юлчĕ - "крепоçа штурмласа" çĕнтерÿ ялавне (шкулти ачасен организацийĕн ялавне) алла илмелле. Сиксе тухас пек тапать кашнин чĕри - хăш ушкăн командирĕ маларах чупса çитсе çĕнтерÿ ялавне алла илĕ-ши; Хальхинче "Сенкеррисен" командирĕ С.Иванов харсăртарах пулчĕ. Хăйсен командирĕ аллинчи ялава курсан чунтан савăннă ачасем калпакĕсене хывса çÿлелле ывăтма пуçларĕç, маттур командира алăсем çине çĕклесе нумайччен урра! кăшкăрчĕç.

Манăн умра - çĕнĕ ăру, харсăр ăру, куçĕсем çиçеççĕ, сăнĕсем еплерех хаваслă! Чунĕсенче çавра çил вылять тейĕн. Шавлă халăх сассинче апат çиме йыхăракан поварсен сассине аран илтсе юлтăм. Салтакăн пуртăран та пăтă пĕçерме пултармалла теççĕ. Пирĕн çамрăк поварсем ачасем килтен илсе килнĕ çимĕçсемпе тĕлĕнмелле тутлă апат пĕçернĕ иккен. Халĕ ĕнтĕ поварсем пĕçернĕ апатпа киленме вăхăт çитрĕ. Тĕрлĕ ушкăн пĕçернĕ яшкасене тутанса пăхса танлаштарса хаклама йывăр пулчĕ жюри членĕсене. Ачасем апат çисе тухнă çĕре "çар корреспонденчĕсем" хаçачĕсене кăларса çакма та ĕлкĕрнĕ. Кĕске вăхăтра илемлĕ ÿкерчĕксем тума ĕлкĕрчĕ "Паттăрлăх хаçачĕ" валли О.Сергеева. Д.Григорьевăпа В.Кудряшова кăларнă хаçат пурне те килĕшрĕ пулĕ тетĕп.

Килĕсене ачасем паян мĕн курни-пулни çинчен шăкăл-шăкăл калаçса саланчĕç. Кун ăнăçлă та усăллă иртрĕ.

Умра - "Пултаруллă яшсем" ăмăрту тата чăн-чăн салтаксем пек утса та юрласа кăтартмалли тĕрĕслев-кăтарту.

Каç енне çурçĕр енчен вĕрме пуçланă сивĕ çил ача-пăчаран пушанса юлнă уй-хире киле-киле юр сапса хăварма пуçларĕ.

Г.ДУНАЕВА. Карăклă шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика