03 марта 2010 г.
Юлашки çулсенче класс ертÿçисен професси ăсталăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрма тытăнчĕç. Класра психологи енчен лăпкă климат тăвасси пĕтĕмпех унран килет-çке-ха. Вĕсем хăйсене кăтартма тата хăйсен квалификацине конкурссене хутшăнса çирĕплетме пултараççĕ.
Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Н.Петрова ертсе пынипе "Чи лайăх класс ертÿçи" конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ. Е.Кожевникова, Е.Иванова методистсенчен, Э.Егорова социаллă педагогран, Ачасен пултарулăхĕн центрĕн директорĕнчен Е.Михайловăран тата пĕлтĕр республика конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă А.Осиповăран тăракан эксперт комиссийĕ класс ертÿçисен пултарулăхне тивĕçлĕ хак пачĕ.
Пуçламăш классен ертÿ-çисем хушшинче, вĕсем 22-ĕн пулчĕç, Çĕнĕ Аччари пуçламăш шкул-ача садĕнче ĕçлекен Е.Васильева çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Т.Герасимова (Вăрман Енĕш) йышăнчĕ, виççĕмĕшне – Янкăлчри А.Петровăпа Чакаçри А.Яковлева. Конкурсăн вăтам ушкăнĕнче 16 класс ертÿçи пултарулăхне тĕрĕслерĕ. Комисси Катек вăтам шкулĕнчи И.Смоловăн программине пысăк хак пачĕ. Иккĕмĕш кăтарту Сухайкассинчи А.Иванован, виççĕмĕшĕ – Ухманти О.Егорован тата Чакаçри Л.Петрован.
"Аслă ушкăнри классен ертÿçи" номинацире чи нумай балл пухаканни – Шăхасан вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.Ефимова. Вырăскас Пикшихри Л. Емельянова унран кăшт сахалрах балл пуçтарса иккĕмĕш пулчĕ. Виççĕмĕш вырăнта – Ямашри А.Семеновăпа Шуркассинчи А.Игнатьева.
Номинацисен çĕнтерÿçисем район чысне республикăри конкурсра хÿтĕлĕç. Вăтапуç шкулĕн вĕрентекенĕ С.Петрова "25 çултан аслă мар класс ертÿçи" номинацире пултарулăхне кăтартĕ.
В.АЧЧА.