АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИРТНĔ ÇУЛХИ ĔÇСЕНЕ ПĔТĔМЛЕТРĔÇ, КĂÇАЛ ТУМАЛЛИСЕНЕ ПАЛĂРТРĔÇ

03 марта 2010 г.

Иртнĕ кĕçнерникун депутатсем черетлĕ ларăва пухăнчĕç. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, службăсен, пайсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн кăтартăвĕсем тата кăçалхи задачисем çинчен пулчĕ. Кун пирки райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов каласа пачĕ. Администрацин, унăн структурăллă подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен 2010 çулта районăн тĕп кăтартăвĕсене пурнăçлас енĕпе çыхăннă мероприятисене тĕллевлĕ туса пымалла. Çак шухăша депутатсем йышăну вырăнне хурса çирĕплетрĕç.

Район бюджетне 2009 çулта мĕнле пурнăçласа пыни çинчен отчет хатĕрленĕ. Çак проекта кăçалхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче халăхпа итлесе çирĕплетме йышăнчĕç. Каçхине 5 сехетре пуçланать.

Пĕлтĕр чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕ 2010 çул валли район территоринче çĕр налукĕн ставкисене, налук тÿлемелли сроксене тата çак енĕпе памалли çăмăллăхсене çирĕплетнĕччĕ. Çак йышăнăва улшăнусем кĕртрĕç.

Район пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов депутатсен Пухăвĕн 2010 çулхи ĕçĕсен планĕпе паллаштарчĕ, иртнĕ çулта тухăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕ.

Районăн "2010-2020 çулсенче наркотиклă япаласемпе йĕркесĕр усă курассине тата вĕсене саккуна пăсса çаврăнăша кĕртессине хирĕç кĕрешмелли комплекслă мерăсем" тĕллевлĕ программине депутатсем иртнĕ çулхи авăнăн 2-мĕшĕнче йышăннăччĕ. Кăçалхи нарăсăн 4-мĕшĕнче хулапа район прокуратури çак йышăну пирки протест панă. Унăн тытăмĕпе район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕсен пайĕн сектор заведующийĕ М.Васильева паллаштарчĕ. Тĕплĕн тишкерсе тухнă хыççăн депутатсем саккуна хирĕçлесе йышăну туманни палăрчĕ. Пуху прокуратура протестне йышăнмарĕ.

Сиккассинчи культура çурчĕн концертмейстерне С.Шпакова "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", районти Г.Н.Смирнов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне В.Никитина "Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятсем, район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхне Ю.Алексеева "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" кăкăр çине çакмалли паллă илме тăратрĕç.

Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем – Çĕнĕ Чалкасси вăтам шкулĕн директорĕ Е.Яковлева, "Мотор" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Д.Петрова, "Чăвашсетьгаз" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн "Канашмежрайгаз" филиалĕн директорĕн çумĕ Г.Павлов суйлавçăсен наказĕсене мĕнле пурнăçласа пыни çинчен отчет туса пачĕç.

Сиккассинчи участокри больницăн тĕп врачне М.Горшковăна депутат тивĕçне тÿрĕ чунпа туса пынăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри хăй тытăмлăх органĕсен канашĕ 15 çынна Америкăна вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç опычĕпе паллашма янă. Вĕсен хушшинче пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов та пулнă. Вăл ĕçлĕ çул çÿревре мĕн курни-илтнипе паллаштарчĕ. Унта пĕтĕмпе тенĕ пекех халăх вăйĕпе тăваççĕ. Сăмахран, мĕнле те пулин социаллă объект тума темиçе çуллăха кредит илеççĕ. Парăмне вара вырăнти халăх ятарласа уçнă статьяпа налук тÿлесе татать. Паллах, американецсен ĕç укçийĕ пирĕннисенчен самаях пысăк. Çавăнпа та вĕсен çемйисен бюджечĕ кăштах пĕчĕкленни сисĕнмет те. Владислав Васильевич Пуху ларăвне хутшăннисене Америка пурнăçĕпе интереслентерекен нумай ыйтăва хурав пачĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика