17 февраля 2010 г.
Пирĕн шкулта та ытти çĕрти пекех нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче тĕлпулу ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Нарăсăн 6-мĕшĕнче шкулти спорт залĕ хăнасене – кунтан тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнă çынсене йышăнчĕ. Тĕл пулăва шкултан 5, 10, 15, 40 çул каялла вĕренсе тухнисем чылаййăн пуçтарăнчĕç. Мокеевсем вара çемйипех килме кăмăл тунă...
Малтанах хăнасем шкулпа паллашрĕç. "Эпир вĕренсе кураймарăмăр çĕнĕ шкулта. Мĕнле ĕмĕтленеттĕмĕр... Çак çĕнĕ шкулшăн халĕ эпир мĕн тери хавас", – терĕç нумайăшĕ. Экскурси хыççăн пурте зала кĕчĕç.
Акă шкул вальсĕн хаваслă кĕвви янăраса кайрĕ. Сцена çине шкул тумĕ тăхăннă 11-мĕш класра вĕренекен каччăсемпе хĕрсем мăшăрăн-мăшăрăн шуса тухрĕç.
Шкул директорĕ салам сăмахĕ илчĕ. Хăнасем пĕрин хыççăн тепри хăйсен учителĕсене, шкул вăхăчĕсене аса илсе хавхаланса каласа кăтартма тытăнчĕç. Тинтерех çеç Раççей салтакĕн тивĕçне пурнăçласа таврăннă Александр Григорьев шкулта вĕреннĕ тапхăра, салтак пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Саша шкулта чухне питĕ ташлама юратнă. Республика конкурсĕнче ташласа та малти вырăна йышăннă... Çартан килсен унăн пĕр кун та ахаль ирттерес килмен, тÿрех Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ.
Денис Ивановпа Ваня Николаев Мускаври çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренеççĕ. Вĕсем каласа кăтартни ачасене питĕ килĕшрĕ. Иван Николаев шкулти мероприятисене ирттерме халĕ те хутшăнать.
Иртнĕ вĕренÿ çулне медальпе пĕтернĕ Люба Печкина вара хăй харăсах икĕ колледжра вĕренни çинчен пĕлтерчĕ. Районта çуллен ирттерекен "Канаш ен мерченĕсем" фестивальте нумай хутчен лауреат ятне илме тивĕç пулнă Наталия Никитина халĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка факультетĕнче вĕренет. Вăл пухăннисене савăк юрăпа саламларĕ.
1-мĕш класс ачисене вĕрентекен Светлана Николаевна Васильева пĕчĕк чухнех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Ара унăн амăшĕ А.Н.Алексеева, кукамăшĕ Е.М.Агеева мĕн пенсие тухичченех учитель пулса ĕçленĕ. Шăллĕпе йăмăкĕ те учитель профессине алла илнĕ. Светлана Николаевна шкул хыççăн Канашри педагогика училищинче ăс пухнă, тăван ялта ачасене вĕрентме пуçланă. 17-мĕш çул вăй хурать Светлана Николаевна кунта. Вăл çак тĕлпулу каçĕнче уйрăмах хаваслă. Пĕр парта хушшинче ларса ÿснĕ юлташĕ Татьяна Николаевна Мокеева та килнĕ-çке-ха. Татьянăпа Елена Мокеевăсем иккĕшĕ те Шупашкарти кооператив институчĕн преподавателĕсем. Татьяна Николаевна – доцент, философи наукисен кандидачĕ. Елена Николаевна экономика дисциплинине вĕрентет. Пушă алăпа килмен вĕсем, шкула асăнмалăх парнесем пачĕç.
Вĕсен пиччĕшĕ Сергей Николаевич та килнĕ. Вăл воин-"афганец", "Çапăçури тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медале, правительствăн ытти наградисене илме тивĕç пулнă. Ветеран – "афганецсен" союзĕн директорĕн çумĕ. Чăваш ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ, Шупашкарта вăй хурать. Виçĕ пĕртăванăн ашшĕ – Николай Владимирович Мокеев – 1954 çулта Ухман шкулĕнчен вĕренсе тухсан Шăхасан вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Мускаври Тимирязев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе професси илнĕ. Вăл ачасене тăван çĕре, тăван яла, шкула, ĕçе юратма чĕнсе каларĕ...
Шкул ачисен "Хаваслă ачасем" ансамбль пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Çак тĕлпулу пурин асĕнче те чылайлăха юлĕ. Тăван шкул алăкĕ хăй вĕрентсе кăларнă ачасемшĕн яланах уçă.
М.БОРИСОВА, шкул директорĕ.