АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХУЧЕЛ ЙĔЛТĔРÇĔСЕНЕ ХĂЙ ПАТНЕ ЙЫХĂРЧĔ

17 февраля 2010 г.

Иртнĕ эрнекун Канадăри Ванкувер хулинче хĕллехи XXI Олимп вăййисем пуçланчĕç. Пирĕн çĕршыв чысне 181 спортсмен хÿтĕлеме тивĕç пулнă. Шел пулин те, çав йышра Чăваш Енрен çук. Çапах та Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче чăвашран тухнă икĕ спортсмен пур. Пĕри – биатлонистсен капитанĕ Максим Чудов. Унăн амăшĕ чăваш. Нкеирука Езехĕн (керлингпа) ашшĕ Нигери çынни, амăшĕ Етĕрнере çут тĕнчене килнĕ. Украинăн пĕрлештернĕ командинче – Лилия Вайгина-Ефремова биатлонистка. Вăл Шупашкарта ÿснĕ, кунти спорт шкулĕн воспитанникĕ.

Шăматкун Хучел ял тăрăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалласа йĕлтĕрçĕсен уçă ăмăртăвне ирттерчĕ. Çак ăмăрту олимпиецсене хăйне евĕрлĕ пулăшу, хавхалантару пулнăнах туйăнчĕ. Тен, Хучеле килнисенчен хăшĕ те пулин 2014 çулта Сочире чăваш ятне тĕнче илтмелле янратĕ.

Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, Хучел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Степанов, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Григорьев, район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Владимир Ильин, республика прокуратурин представителĕ Сергей Павлов йĕлтĕрçĕсене ăнăçу сунчĕç. Производствăпа коммерци фирмин "Находка" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн директорĕ Геннадий Евлампьев Хучел шкулне пластик йĕлтĕрсен комплектне парнелерĕ. Биатлон енĕпе спорт мастерĕн ятне çĕнсе илнĕ Вячеслав Алексеев тĕп судья ăмăртăвăн пĕтĕмĕшле йĕркисемпе паллаштарнă хыççăн спортсменсене старта йыхăрчĕ.

Ăмăртăва Канаш хулипе районĕн, Тăвай, Йĕпреç, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсен, Мари Республикинчи Шойбулак поселокĕн командисем килнĕ.

– Геннадий Леонидовичпа çыхăну çулсерен вăйланса, çирĕпленсе пырать. Вăл Марий-Эле Канаш йĕлтĕрçисен командине илсе килет, эпир хамăрăннисемпе Чăваш ене çула тухатпăр. Хучелĕн йĕлтĕр йĕрĕ çине пирĕн çирĕм спортсмен тăрĕ. Вĕсен ертÿçи – Алексей Колумбаев тренер, – терĕ командăн иккĕмĕш тренерĕ Эмма Лобанова.

Эстафетăра çулĕсене кура йĕркеленĕ ултă ушкăн тăватшар тапхăрпа чупрĕ. Командăсенче пĕрер арçын ачапа хĕрача, вĕсем черетленсе йĕлтĕр йĕрĕ çине тухрĕç. Чи кĕçĕннисен дистанцийĕ 850 метр, ыттисен – 1350.

Пĕрремĕш ушкăнра – 2000 çулта çуралнисем тата унтан кĕçĕнреххисем. Чылайăшĕ ашшĕ-амăшĕпе килнĕ, тĕпренчĕкĕсене ăшă сăмахсем каласа хавхалантарса тăчĕç. Ăнсăртран ÿксен чупса пырса ура çине тăма пулăшрĕç. Ача ачах ĕнтĕ. Мала тухнисем, вĕсем Канашри Галя Головачпа Дима Березкин, Ксюша Шулаевăпа Тимур Максимов, Сухайкассинчи Юля Васильевăпа Витя Захаров, савăннипе вĕçсе кайманни кăна. Кая юлнисем хушшинче куççульпе çăвăнакансем те пулчĕç. Вĕсене лăплантарас тесе çитĕннисен самаях тăрăшма, ачаш сăмахсем шырама тиврĕ. Кашнине шоколад тыттарсан шăпăрлансен куçĕсем хĕмленсе çиçме тытăнчĕç.

Хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче Яна Казаковăпа Леня Евлампьев, Маша Владимировăпа Женя Хрисанов, Кристина Кирилловăпа Алеша Петров (Канаш хули), С.Григорьевăпа Р.Иванов (Çĕрпÿ), А.Михайловăпа Е.Павлов (Шупашкар) финиша чи малтан çитрĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Кристина Кротовăпа Коля Сафронов (Канаш), Настя Смирновăпа Игорь Рябчиков (Марий-Эл), Ира Кузьминапа Вася Савов (Сухайкасси), Л.Никитинапа Н.Дмитриев (Вырăскас Пикших), Е.Михайловăпа П.Васильев (Шупашкар), виççĕмĕшĕнче – М.Федоровăпа В.Ильин (Сухайкасси), Вероника Ефремовăпа Слава Мусьтаков (Йĕпреç), Ира Николаевăпа Паша Иванов (Вырăскас Пикших), О.Максимовăпа А.Максимов (Тăвай), К.Радченкопа А.Артемьев.

Ăмăрту массăллă стартпа вĕçленчĕ. Унта Хучел ял тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсен вăйĕсене виçрĕç. Арçынсем хушшинче Артем Иванов, Владимир Григорьев, Владимир Иванов малти вырăнсене йышăнчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче Валентина Павлова, Татьяна Фомина, Рената Григорьева палăрчĕç.

Çĕнтерÿçĕ-командăсем куçса çÿрекен кубоксене тивĕçрĕç, вĕсене тата призерсене медальсемпе, дипломсемпе наградăларĕç, хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç. Ăмăртăва хутшăннă ытти йĕлтĕрçĕсене те парнесĕр хăвармарĕç.

Ăмăртăва йĕркелекенĕ – производствăпа коммерци фирмин "Находка" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Г.Евлампьев. Вăл спортпа ачаран туслă. Районта иртекен ăмăртусене активлă хутшăннă. Унăн çемйишĕн те спорт ют мар. Геннадий Леонидович Хучел шкулĕнче вĕренекенсемшĕн кĕтнĕ хăна. Вăл çамрăк спортсменсене яланах пулăшма хатĕр. Спорт хатĕрĕсем парнелет, тĕрлĕ ăмăртусене кайма транспорт тупса парать. Паянхи ăмăртăва ирттерме пулăшаканĕсенчен пĕри – хулапа район прокурорĕ пулнă, халĕ республика прокуратуринче ĕçлекен С.Павлов. Сергей Петрович хĕллехи кунсенче йĕлтĕр сырса хула паркне час-часах тухать, спорт ветеранĕсен ăмăртăвĕсене активлă хутшăнать.

Темиçе сăмах йĕлтĕр трасси çинчен. Питĕ лайăх хатĕрленĕ ăна. Сăрчĕ те, айлăмĕ те, авăк çул пăрăнăçĕ те пур. Хăш пĕр вырăнсенче, уйрăмах чăнкă айлăмра, Раççейри тĕрлĕ шайри ăмăртусенче пиçĕхнĕ спортсменсем те ÿкрĕç. Сăмахран, Лапсартан килнĕ Настя Михайлова, Марий-Эл хĕрĕ Катя Смирнова. Спорт каналĕпе кăтартакан ăмăртусенчен пĕртте кая мар. Йĕлтĕрçĕсене чупма чăрмавлă ан пултăр тесе "Буран" снегоход трассăна тикĕслесех тăчĕ.

– Малашнехи плансем пысăк. Тен, хамăр тăрăшсан Хучел тăрăхĕнче Раççей пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем те пулĕç-ха. Курасчĕ-ха çак куна, – терĕ Геннадий Леонидович чунĕнчи туйăмне ирĕке ярса.

Унăн ĕмĕчĕ пурнăçланасси пирки икккĕленÿ çук. Шăпах çакăн пек çынсем спорта малалла аталантараççĕ, спорт çын пурнăçĕнче çирĕп вырăн йышăнтăр тесе тăрăшаççĕ. Ăмăртăва пынисем ăна çĕре çити пуç тайса тав турĕç. Вĕсен çумне "Канаш ен" ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ.

Çăварни эрни пырать. Ялти вĕтĕр-шакăрсене Алексей Семенов снегоходпа катаччи чуптарчĕ. Эх, хĕпĕртерĕç те пĕчĕкскерсем. Вĕсен сасси ял хĕррине хăйне евĕрлĕ илем кÿчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика