АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕРЕНТЬЕВСЕНЕ ПĔТĔМ РАÇÇЕЙ ПĔЛЕТ

17 февраля 2010 г.

Сухайкасси - Канаш районĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри. Ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кунти 583 хуçалăхра 1465 çын пурăнать. Ялĕ Канашпа юнашарах ларать пулин те, шартлама сивĕ çанталăк тăнă пирки кунта хула тăрăх çÿрекен 3-мĕш номерлĕ автобуспа килтĕм. Магазина кĕтĕм те, сутăçран: "Терентьевсем патне мĕнле çитме пулать-ши;" - тесе ыйтрăм. "Хăш Терентьевсем патне, хур нумай усраканнисем патне мар-и; - терĕ . - Апла пулсан, эсир йăнăш килнĕ, сирĕн Канашран унччен конвенци магазинĕ ларнă урампа килмелле пулнă. Кунтан та кайма пулать-ха та, анчах çулĕ çаврарах пулать", - тесе тĕплĕн ăнлантарса кăтартса ячĕ мана ырă кăмăллă хăрарăм. Тарăн çырма урлă хывнă ансăр сукмакпа, унтан темиçе тăкăрлăкпа тухса çитрĕм-çитрĕмех Мурсыван урамĕнчи 73-мĕш çурта.

Хуçисем килтех. Вячеслав Николаевич Терентьев килте хушма хуçалăх тытиччен Канашри газпа тивĕçтерекен организацире ĕçленĕ, Вера Алексеевна ача садĕнче тăрăшнă. Килти хуçалăхра ĕç хушăнсан иккĕшĕн те малтанхи ĕçĕсене пăрахма тивнĕ.

- Вячеслав Николаевич, картишĕнче хур ĕрчетес ĕçе эсир миçемĕш çулта пуçласа янă;

-Пăтрашуллă вăхăтсем килсе çапăнсан темĕнле ĕç пирки те шухăшласа пăхма тиврĕ. Теплицăра тĕрлĕрен пахча çимĕç, калча ÿстерсе пăхрăмăр, ĕçсем ăмсанмаллах пулмарĕç, вара хур усраса пăхас терĕмĕр. Ку ĕçе 1993 çулта пуçăнтăмăр. Хурĕсем малтан нумаях пулман, тăхăр ама кăна. Хам алăпа ăсталаса инкубатор турăм. Вăт çавăнтан чĕп кăларма пуçларăмăр. Чĕпписем, чăнах та, питĕ ăнăçлă тухма пуçларĕç. Пĕрремĕш çул, конешнă, йывăртарах пулчĕ.

- Мĕн пирки;

- Пĕлÿ çитмен пирки темелле-и... Опыт çуккипе. Малашне, пуçа шакка-шакка тенĕ пек, чĕпĕсене ăнăçлă кăларма вĕренсе çитрĕмĕр. Тепĕр виçĕ çултан хурсен шутне виççĕре çитертĕмĕр.

- Сирĕн хурсем ăратлисем пулнă-и, е кунта, Чăвашра, ÿстерекеннисем;

- Малтан Чăваш тăрăхĕнчи хурсенчен пуçларăмăр, кайран Шупашкар районĕнчи "Дружба" хуçалăхра туяннă "венгерски" текен хурсене усраса пăхрăмăр . Анчах çак хурсен какайĕ сахалрах тухать, çынсене шултрараххи кирлĕ. Пурăннă май пур амасене те улăштартăмăр, линдовски ăрат çине куçрăмăр.

– Ку ăрат мĕн енĕпе аванрах пек;

- Ăратли ăратлах ĕнтĕ, кусем шултрарах. Укçине эпир чĕп сутса тăватпăр-ха та, çынсем шултра хур чĕппи туянасшăн.

- Картишĕнче виççĕр таран хур усрасси икĕ хур ами усрасси мар. Йывăрлăхĕсем мĕнре;

- Пĕлÿ ытларах кирлĕ. Халĕ литература нумай, Тимирязевски академи хуть те мĕнле ыйтупа та ответ пама пултарать. Литература вуламалла, ĕçлесе опыт пухмалла.

- Вячеслав Николаевич, хурсене çуллахи вăхăтра шыв кирлĕ, ял пĕвине кăларатăр-и вĕсене;

- Шывĕ кирлĕ ĕнтĕ, эпир кашни çулах 150 пуç çамрăк хур ÿстеретпĕр. Вĕсене хамăр хыçри пĕвене кăларатпăр. Ваттисем валли пирĕн килте водопровод пур, шывĕ çителĕклĕ.

- Пĕвене кăларнă çамрăк хурсем ял çыннисен хурĕсемпе хутăшса каймаççĕ-и;

- Çу-ук! Хур вăл чăх мар. Ют ушкăна яхăнне те ямасть хăйсем патне. Вĕсем пĕр-пĕрне питĕ лайăх паллаççĕ.

- Амасем çăмарта тума пуçланă-и;

- Иртерех-ха. Çăмартасене февраль вĕçĕнче пуçтарма тытăнатпăр.

- Амисем чĕпписене хăйсем пусма ларса кăлараççĕ-и;

- Амисем пусма лараканнисем те пур, ытларах инкубаторпа кăларатпăр. Пусма ларса кăларнисене хамăра валли ÿстеретпĕр. Чĕпĕсене ытларах кăнтăр районсене - Патăрьел, Шăмăршă еннелле сутма çÿреттĕмĕр. Халĕ, чапĕ кайрĕ пулмалла та, киле килсех илсе каяççĕ. Пасарсем тăрăх çÿреме хăш чухне чĕппи те юлмасть.

Малтанхи вăхăтсене аса илетĕп те, тем те тÿсме тиврĕ вĕт-ха: дефолт та, кризис та – тем те пулчĕ. Ун чухне ветеринарĕсем те, пулăшу ыйтас-тăвас пулсан, çаврăнсах пăхасшăн марччĕ. Халĕ, самани улшăнчĕ те, выльăх тухтăрĕсем те пулăшу парсах тăраççĕ, тĕрлĕ чир-чĕртен прививкăсене те вăхăтра тăваççĕ. Ĕçлеме çăмăлланчĕ халĕ. Кăçал амасен шутне тата 50 пуç хушрăмăр пĕлтĕр тырă йÿнĕ пулнипе. Патшалăх программипе те халĕ пулăшу нумай пырать. Ĕçлеме кăна ан ÿркен – ялта ĕç питĕ нумай!

- Хур усрама, Вячеслав Николаевич, тырă питĕ нумай кирлĕ. Ăна ăçтан туянатăр;

- Юлашки вăхăтра Сиккассинчи Шпаков Олег Васильевич фермерпа питĕ юлташланса кайрăмăр. Çĕнĕ Шелттемри фермерпа та паллашрăмăр. Укçи-тенкине вĕсем çав кунах васкатса ыйтмаççĕ, кĕтмелле те парса яраççĕ. Çын мĕнлине кураççĕ вĕт-ха...

- Хурне пуссан тĕкне кăларса тăкмастăр ĕнтĕ...

- Тĕкне килтенех пуçтарса çÿреççĕ. Мамăкне.

- Ăçтан килсе пуçтараççĕ;

- Ытларах Белоруссинчен. Унта вĕсен ача-пăча тумтирĕ çĕлекен фабрика пуховиксем кăларать тет-и. Вăт çавăн валли...

- Вячеслав Николаевич, ĕçне кура тупăш илме пулать-и;

- Ĕçлеме ÿркенмесен пулать. Малтанах, ĕçе пуçарса ярсанах, çынсем кĕвĕçни те сисĕнетчĕ. Ура хурас текенсем те пулнă.

- Сăтăр ĕçсем туман пулĕ те;

- Ун пеккисем пулман та, алă çупса савăнса кĕтсе илнине те курман.

- Пăхатăп та, кунта, монитор çинче, урамра, картишĕнче, анкартинче мĕн пулса иртни пĕтĕмех курăнать. Мĕн пирки вырнаçтарма тиврĕ видео сăнав аппаратурине;

- Хамăра ăшра спокойно пултăр тесе. Халĕ йĕри-тавра мĕн пулнине курсах тăратпăр. Çуллахи вăхăтра кураксем чĕпсем çине тапăнасси те пулать, пĕр çулхине йытăсем пĕр харăс 18 ватă хура туласа пăрахрĕç. Ун пеккине те курнă.

- Ик ураллă йытăсем килмеççĕ-и;

- Ун пеккисем халĕ пĕтрĕç пулĕ. Халăхĕ те йăвашланчĕ - ĕлĕкхи пек мар вĕт. Вăй питти арçынсем патшалăх ĕнси çинче, арăмĕн ĕнси çинче, ашшĕ-амăшĕн пенси çинче лараççĕ. Ĕçлекеннисем Мускава каяççĕ, кахаллисем килте выльăх-чĕрлĕх те усрасшăн мар.

- Ÿркенмен çын, паллах, хăйне килĕшекен ĕçе тупатех. Акă, Малти Тукай ялĕнче пĕрисем страус та усраççĕ. Тĕлĕнмелле вĕт-ха: Чăвашра - Австралире е Африкăра пурăнакан чĕрчунсем те прописка тупнă.

- Эпĕ Канаш районĕнче страус усранине илтмен. Унта кайса курсан питĕ аван пулмалла.

- Вячеслав Николаевич, эсир чылай çул каялла Мускаври иккĕмĕш телеканалăн "Сам себе режиссер" программине те хутшăннăччĕ мар-и;

- Пулнă ун пекки икĕ хутчен те. Хурсене пăхнă чухне темĕнле интереслĕ самантсем те пулаççĕ. Чĕпсем ман хыççăн кĕтÿпе шăкăр-шăкăр утнине арăм видео çине ÿкерсе илнĕ. Çав кассетине Мускава ярса патăмăр та, Мускавран пĕрремĕш вырăн йышăнса килтĕмĕр. Парнесем нумай парса ячĕç: телевизор, видеоплейер, видеокамера - мĕнпурĕ 20 пин тенкĕлĕх. Тата тепре те хутшăнма лекрĕ çак программăна. Ун чухне хам калаçрăм студире. Те калаçма пĕлеймерĕм, те аудиторине килĕшеймерĕм - иккĕмĕш вырăн анчах йышăнтăмăр. Малтанхинче арăма сăмах панăччĕ. Вăл ун чухне садикре ĕçлетчĕ те, сăмахĕсем майлăрах пулчĕç унăн. Калаçнинчен те килет пулĕ ĕнтĕ. Тен, сюжечĕ вăйлах пулмарĕ.Иккĕмĕш вырăншăн та фотокамера парса чысларĕç. Мускав курса, савăнса килтĕмĕр.

- Вера Алексеевна, çавăн чухлĕ хур чĕппине пăхасси çăмăл ĕç мар ĕнтĕ.

- Пĕчĕк чĕр чун вĕт вĕсем те. Вăхăтра шывне ĕçтерес пулать, вăхăтра çитермелле. Айĕсем типĕ пулмалла. Самăй пĕчĕккисене ÿстернĕ чухне çĕрле сахалрах çывăрмалла, тухса пăхсах тăрас пулать. Çырмана антарсан та хурчка-курак тапăнасран сыхласах тăмалла.

- Вячеслав Николаевич, кайăк-кĕшĕке чир-чĕртен епле сыхлатăр;

- Халĕ ветеринарсемпе тачă ĕçлетпĕр те, вĕсем пулăшсах тăраççĕ. Хамăрăн та опыт пуян темелле. Çăмартаран тухсанах чĕпĕсене витаминсем пама тытăнатпăр - халĕ темĕн тĕрлĕ препарат та пур. Эпир питĕ вирлĕ анаболиксемпе усă курмастпăр. Хамăр комбикорм авăртса, витаминсемпе хутăштарса паратпăр. Чĕпсем лайăх ÿсеççĕ, вилекенни питĕ сахал. Хамăр ял çыннисем кашни çулах хур чĕпписене пирĕнтен килсе илеççĕ. Иртнĕ çул анчах хамăр урамра пурăнакансем пирĕнтен 80 чĕп илсе кайрĕç. Çав 80 чĕпрен пĕри те вилмерĕ. Пурте яшкана кĕчĕç.

- Вячеслав Николаевич, ку хурсене эсир хăвăр хушма хуçалăхра усратăр. Мĕншĕн фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ярас темерĕр;

- Маларах çак шухăш пурччĕ ĕнтĕ. Унта вĕт-ха тата ĕçчен пулмалла. Халĕ хам та 50 урлă каçрăм та, ун пекех тапалансах ĕçлес килмест.

- Эсир чĕпсене ытларах инкубаторпа кăларатпăр, терĕр. Ăна эсир таçтан çырăнса илнĕ е хăвăр алăпа ăсталанă;

- Списать тунă промышленнăй инкубатора пĕчĕклетсе, хама кирлĕ пек туса хăш-пĕр приборĕсене улăштартăм, çĕннисене лартрăм.

- Унта миçе çăмарта шăнăçать;

- Çăмарти пулсан унта 2 пин штук та кĕрсе каять.

- Çавăн пек пысăк-и;

- Заводра тунă хатĕртен ăсталанă япала-ха та. Пĕчĕклетмен пулсан унта 5 пин çăмарта та кĕретчĕ.

- Çăмартана инкубаторта миçе кун тытсан чĕпĕсем шаккама тытăнаççĕ;

- Вăтăрмĕш кунне тухма пуçлаççĕ те, тепĕр кунтан тухса пĕтеççĕ. Ку пирĕншĕн чи ответлă вăхăт. Пирĕн мĕнле дежурство: сехет çурă - ик сехет арăм ура çинче, эпĕ çав вăхăтра выртса илетĕп, кайран ĕнтĕ эпĕ ура çине тăратăп та, арăм выртса илет. Мартра çăмарта лартса яратпăр та, июльччен çавăн пек режимпа пурăнатпăр. Канăç çук ĕнтĕ, чăнах та. Çынна шанса памалли ĕç мар-ха та ку. Питĕ сисĕмлĕ, питĕ пĕлсе, питĕ юратса пăхмалла пĕчĕк чĕпĕсене.

- Пушă çăмартасем, чĕпĕ тухманнисем чылай пулаççĕ-и;

- Унсăр мар ĕнтĕ, юмахра мар вĕт-ха.

- Пушши миçе процент пулать;

- Процентпа каласан, литературăра кăтартнинчен ытла пулмасть - 30 процент таран. Ку питĕ лайăх кăтарту. Хăш чухне унтан та сахал пулать.

- Тата çакăн пек ыйту. Кĕтÿре хур аçисем миçе кирлĕ;

- Виçĕ-тăватă амана пĕр аçа кирлĕ. Темĕнле пысăк ушкăнра та вĕсем пĕр-пĕрне шыраса тупаççĕ. Аçисем те пирĕн Канашри чĕх-чĕп фабрикинчен илнисем - линдовски ăратлисем.

- Вячеслав Николаевич, Вера Алексеевна, февраль уйăхĕн çуррине çывхарса пыратпăр, хальлĕхе сирĕн каникул вăхăчĕ темелле-и. Мартра вара сирĕн хĕрÿ ĕç тапхăрĕ пуçланать. Питĕ пысăк ăнăçу сунатăп сире. Сирĕн ĕçсем яланах ăнса пыччăр, сирĕн ĕçпе çынсем кăмăллă пулччăр, тухнă хур чĕпписем те ÿссе çитĕнсе çынсене юрăхлă пулччăр.

- Тавтапуç ырă сăмахшăн. Сирĕн те ĕçсем яланах ăнса пыччăр.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика