17 февраля 2010 г.
Шкул ачисене воспитани парас ĕçри тĕп тĕллевсенчен пĕри – патриотизм туйăмĕсене пĕчĕк ĕçсем урлă палăртма хăнăхтарасси. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртес тесе уроксенче е класс сехечĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен час-часах каласа паратпăр, хамăр тăрăхран вăрçа хутшăннă çынсен пурнăçĕпе, паттăрла ĕçĕсемпе паллаштаратпăр. Вăрçă çинчен вара витĕмлĕн те ĕнентерÿллĕн ветерансем çеç каласа кăтартма пултараççĕ.
Нумаях пулмасть Аслă Мамири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн 5-мĕш класĕнче вĕренекенсем, клубра ĕçлекен Л.Варламова методист тата А.Александрова библиотекарь ялти вăрçă ветеранĕ Илья Александрович Александров патĕнче хăнара пулчĕç. Кил хуçипе унăн хĕрĕ Елена Ильинична хăнасене тарават кĕтсе илчĕç. Илья Александрович ачасене хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ, вăрçă кунĕсене аса илчĕ, сăн ÿкерчĕксем кăтартрĕ.
И.Александров 1915 çулта Аслă Мами ялĕнче çуралнă. Вăл ялти шкултан вĕренсе тухсан Улатăрти техникумра пĕлĕвне ÿстернĕ. 1939 çулта çамрăка салтака ăсатнă, вăл тинĕс десантникĕ пулса тăнă. Вăрçă пуçланнă чухне Илья Александрович Мурманск хулинче службăра тăнă. 1942 çулта Архангельск хулинчи офицерсем хатĕрлекен кĕске курссенчен вĕренсе тухсан ăна взвод шанса панă. Рыбачий çурма утрав çинче тĕрлĕ çар заданийĕсене тивĕçлĕ пурнăçланă вĕсем. Анчах та пĕр çапăçура ăна ураран амантнă. Госпитальтен сывалса тухсан пирĕн ентеше тинĕс çарĕн строительство чаçĕн взвод командирне лартнă. 1947 çулта И.Александров тăван яла таврăннă.
Малтан Канашри локомотив деповĕнче машинист пулăшуçи, чукун çул вокзалĕн дежурнăйĕ, станцинче стрелкăсем куçаракан пулса ĕçленĕ. Илья Александрович тĕрлĕ орден-медаль, хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсем илме тивĕç пулнă.
Мăшăрĕпе Анна Семеновнăпа вĕсем пилĕк хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Илья Александровичăн вун пĕр мăнук. Шел пулин те, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Вĕренекенсем ветерана çывхарса килекен уяв ячĕпе саламларĕç, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче шкула уява пырса курма йыхравларĕç, пĕчĕк парне парса чысларĕç.
– Шкулта лайăх вĕренĕр, аçăр-аннĕрсене тата вĕрентекенсене итлĕр, Тăван çĕршыва сыхлама яланах хатĕр пулăр! – терĕ вăрçă ветеранĕ ачасемпе сыв пуллашнă май.
Л.КУЗНЕЦОВА. Аслă Мами шкулĕ.