17 февраля 2010 г.
Класс ертÿçи Лилия Валентиновна Макаричева тата чăваш чĕлхине вĕрентекен Ирина Петровна Федорова Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров кашни çул Патшалăх Канашне янă Çырăва пичетлесе кăларсанах пире унпа тĕплĕн паллаштараççĕ, пĕрле тишкереççĕ. Кăçал та эпир Президент Çырăвне пăхса тухрăмăр. Манăн сочинени çырас кăмăл çуралчĕ.
Чăваш Ен! Тăван çĕршыв! Çак сăмахсем чĕререн вĕçсе тухса тÿпене çĕкленеççĕ, чунра чечек ешерме пуçланăн туйăнать.
Чăваш çĕршывĕ...Куç умне мăнаçлă вăрмансем, анлă Атăл юхса выртни, чăваш çынни уйра ывăнмасăр ĕçлени тухса тăраççĕ. Мĕн ĕлĕкрен чăваш малалла ăнтăлнă. Пурнăçĕ те хальхи вăхăтра лайăх шая çитсе çĕнелсе пычĕ.
Хамăр Чăваш Республикин Президенчĕ хальхи вăхăтри чăвашсен пурнăçне лайăхлатас енĕпе нумай вăй хурать тесе шутлатăп. Пирĕн республикăна пĕлмен халăх халĕ çук та пулĕ. Чăваш ячĕ халĕ, ман шутпа, çÿллĕ шайра тăрать. Çак халăх хăйĕн пурнăçĕнче темĕн те курнă, анчах нихăçан та пуç усман. Пурнăçа лайăхлатас тесе тăрăшнă, ĕмĕтленнĕ. Халĕ те чăваш çынни тăван ен чечеклентĕр тесе нумай вăй хурать. Наци проекчĕсенчен нумайăшĕ пурнăçланса пыраççĕ.
Иртнĕ юлашки темиçе çул ырă улшăнусем пулчĕç. Хамăр шкулах илер-ха: пĕтĕм класра çĕнĕ сĕтел-пукан лартрĕç, темиçе çĕнĕ компьютер, мультимедиа-проектор, видеокамера илсе килчĕç, классенче доскасене улăштарчĕç. Кашни çул шкула юсаса, тирпейлесе тăраççĕ.
Манăн çемье шкулпа тачă çыхăну тытать. Эпир шкулта иртекен "Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье" ăмăртусене кашнинчех хутшăнма тăрăшатпăр. Эсир те, ентешсем, спортпа яланах туслă пулăр. Хам эпĕ шкул директорĕ А.Гурьев ертсе пыракан секцисене çÿретĕп. Иртнĕ çул манăн çемье "Çулталăкри чи лайăх çемье" район конкурсĕнче çĕнтерсе Шупашкара кайса курчĕ. Унта пире питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç.
Чăваш Республикинче çемьесем вăй илсе аталанса пыччăр тесе нумай ĕç тăваççĕ. Эпир – Чăваш çĕршывĕн пуласлăхĕ. Пирĕн аллăмăрсенче çĕршывăн чапĕ, сумĕ. Кăçалхи çула Учитель çулталăкĕ тесе питĕ тĕрĕс тунă. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх (атте-анне каласа панипе), ĕлĕкрех учитель ят-сумĕ самай çÿллĕ шайра тăнă. Ялта вĕрентекен чăн-чăн интеллигент пулнă, çак шая халĕ те чакарас марччĕ.
Президент Çырăвĕнче çынсен çут çанталăк çине урăхларах пăхма вĕренмелли çинчен те каланă. Чăн та, çивĕч ыйту çакă. Халĕ эпир час-часах ăçта килнĕ унта çÿплесе, вараласа пĕтеретпĕр, çуркунне çитсен вара çав ăпăр-тапăра хамăрăнах тасатма тивет. Кашни çуркунне тата кĕркунне шкул ачисем ял урамĕсене, юхан шыв хĕррисене, шкул территорине тасатаççĕ. Эпир тасатма мар, вараламасăр пурăнма та пĕлместпĕр-ха. Кашни çуркуннех эпир, шкул ачисем, йывăçсем лартатпăр. Анчах ку кăна çителĕксĕр. Çут çанталăка упрама мĕн пĕчĕкрен вĕренмелле. Эпĕ хамăн йăмăка та тирпейлĕ пулмалли, тавралăха вараламалла марри çинчен ăнлантаратăп.
Президент Çырăвĕнчен хамăра кирлĕ шухăшсене илмелле, çавсене пурнăçлама тăрăшмалла.
Алина НИКОЛАЕВА. Энтрияль шкулĕ.