17 февраля 2010 г.
Иртнĕ вырсарникун, нарăсăн 14-мĕшĕ, уявсемпе пуян пулчĕ. Çăварни эрни тухнă кун çынсем пĕрне-пĕри саламласа каçару ыйтрĕç. Çветтуй Валентин кунĕ пулнă май вăрттăн туйăмсене палăртма шăпах меллĕ пулчĕ. Канадăра Олимп вăййисем пуçланни те çынсен кăмăл-туйăмне хăйне евĕр витĕм кÿрет: ĕçе хăвăртрах вĕçлесе телевизорпа Олимпиада пăхас килсе тăрать. Çак кунах сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, спортпа туслисем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Раççейри ытти 69 регионти пекех Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2010" массăллă чупу иртрĕ. Унта 700 ытла çын – ватти-вĕтти, ашшĕ-амăшĕ, ачасем, студентсем, пуçлăхсем, учительсем, ял çыннисем хутшăнчĕç.
А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча сывлăха çирĕплетмелли "Космонавт" лагерь çывăхĕнчи хыр вăрманĕ канмалли кун хаваслă шăв-шавпа тулчĕ. Спорт уявне уçнă май пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Эдуард Александров, РФ казначействин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Ирина Клюкова, йĕлтĕрпе чупассипе тĕнче класлă спорт мастерĕ Ольга Безуглова, райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Владимир Ильин саламларĕç. Спорт çынна çирĕп вăй-халлă кăна мар, илемлĕ, хăюллă, çирĕп кăмăллă пулма пулăшнине палăртрĕç вĕсем.
Çанталăкĕ пит-куçа самаях чĕпĕтрĕ пулин те старта тухакансем йышлă пулчĕç. Чи малтанах 1998 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех хĕрачасем ăмăртрĕç. Ку ушкăнра Сухайкасси вăтам шкулĕнче вĕренекен Марина Федорова çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Татьяна Никитинăпа (Аслă Мами) Светлана Шавгаева (Карăклă шкулĕ). Çак ÿсĕмри арçын ачасен ушкăнĕнче малти вырăнсене Вăтапуç вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Владимир Ильин, Денис Емельянов, Илья Белов йышăнчĕç.
1996-97 çулта çуралнă хĕрачасем хушшинче: 1. Людмила Михайлова (Вырăскас Пикших шкулĕ); 2. А. Семенова (Сухайкасси шкулĕ); 3. Зоя Белова (Вырăскас Пикших шкулĕ). Çак ÿсĕмри арçын ачасем хушшинче Никита Сергеев (Карăклă шкулĕ) çĕнтерчĕ.
1994-95 ç.ç. хĕрачасен ăмăртăвĕнче Лариса Орынко, Александра Дмитриева, Настя Гришина мала тухрĕç. Арçын ачасем хушшинче Василий Саввов (Сухайкасси), Павел Иванов (Вырăскас Пикших), Павел Трофимов (Вăтапуç) çĕнтерчĕç.
Ачасемпе çамрăксем хыççăн çитĕннисем старт илчĕç. VIP- чупура (дистанци 2 километр та 14 метр) ар-çынсем хушшинче район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Валерий Павлов çăмăллăнах çĕнтерчĕ. Хĕрарăмсен ăмăртăвĕнче – Вăрăмпуç ял тăрăхĕнчи Ирина Антонова.
Çитĕннисен тĕрлĕ ÿсĕмри тупăшăвĕнче Дмитрий Ермолаевпа Алиса Иванова (Асхва ял тăрăхĕ), Алексей Николаев (Пайкилт ял тăрăхĕ), Ольга Безуглова (Карăклă), Сергей Алексеев (Ухман), Альбина Петрова (Асхва), Владимир Кириллов (Сухайкасси ял тăрăхĕ), Лира Семенова (Атнаш) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Чупăва пуринчен те нумайрах команда тăратнăшăн Вăтапуç ял тăрăхĕ ятарлă Кубока тивĕçрĕ. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2010" ăмăрту çĕнтерÿçисене Диплом, медаль тата асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕç.
И.ВЛАДИМИРОВА.