АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АДМИНИСТРАТИВЛĂ ĔÇ ПУÇАРНĂ

19 февраля 2010 г.

Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче Канаш хулипе район прокуратурине Шăхасан ялĕнчи "Çĕнтерĕве 40 çул" урамри нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансенчен çыру килчĕ. Вĕсем çурта ăшăпа тивĕçтерекенсен ĕçĕпе кăмăлсăррине пĕлтернĕ. Прокуратура сотрудникĕсем ыйтăва вырăна тухса тĕрĕсленĕ хыççăн Шăхасанти çурçĕр хĕвел анăç микрорайонти котельнăйра урамри сывлăш температури 5 градус сивĕ чухне пăрăхри 65 тата 56 градус ăшă пулнă. Çакă температура графикĕпе килĕшсе тăрать. Анчах та вăхăт тăрăх палăртса пынă температура виçине тĕрĕслесен декабрĕн 13-21-мĕшĕсенче вăл температура графикĕпе килĕшсе тăманнине уçса панă. Саккунпа килĕшÿллĕн ĕçе пурнăçлаканăн çынсене коммуналлă пулăшусемпе кирлĕ пек тивĕçтерсе тăмалла. Çапла майпа Шăхасанти "Çĕнтерĕве 40 çул" урамри çуртсен хваттерĕсенче пурăнакансене ăшăпа çителĕклĕ таран тивĕçтермен.

"Теплоснабжение" ОООпа "Канаш районĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕ" ООО договор йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн пĕрремĕшĕн иккĕмĕшне 7059,09 Гкал ăшă памалла. Нормăпа пăхнă виçене пăснăшăн "Теплоснабжение" ООО ертÿçи Ю.В.Кудряшов тĕлĕшпе РФ КоАПĕн 7.23 статйипе административлă ĕç пуçарнă. Хальхи вăхăтра адмĕçĕн материалĕсем Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕнче.

Я.СЕРГЕЕВ, Канаш хулипе район прокуратури.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика