АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАЛТАНХИСЕНЧЕН ПĔРИ

19 февраля 2010 г.

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен Хучелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта математика эрни иртрĕ. Çак эрнене халалласа ачасем тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç. Малтанах математика предмечĕпе çыхăннă стендсем хатĕрлерĕç, вĕсене фойере вырнаçтарчĕç. Унтан ребуссем, кроссвордсем ăсталарĕç, аслă классенче вĕренекенсем рефератсем çырчĕç, вĕсемпе кĕçĕн тантăшĕсене паллаштарчĕç.

Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем пирус сĕрĕмĕ çын сывлăхне еплерех сиен кÿнине тĕрлĕрен задачăсем урлă шутласа паллаштарчĕç. Пиллĕкмĕш класра уçă урок иртрĕ, ăна хальхи мелсемпе усă курса хатĕрленĕ. Ачасем хăйсене хастар та пултаруллă кăтартрĕç.

Эрнене пĕтĕмлетнĕ май нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче "Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче математикăлла тĕпчев ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ) ятпа уçă мероприяти иртрĕ. Ачасем вăрçă вăхăтĕнчи тĕрлĕ тĕпчев çинчен каласа кăтартрĕç. Кайран математика учителĕ Г.Николаева "Раççей салтакĕсем" ятпа хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕ. Презентацие Илья Васильевич Мочалова халалланă, вăл фронтовик, тĕрлĕ орден-медаль илме тивĕçлĕ пулнă. Ачасем унăн пурнăç кун-çулĕ çинчен тимлесех итлерĕç. Çак эрне шкулта вĕренекенсемшĕн усăллă иртрĕ.

Т.СТЕПАНОВА, аслă вожатăй.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика