АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРÇĂ ÇУЛĔСЕМПЕ УТСА ТУХНĂ

19 февраля 2010 г.

2010 çулхи майăн 9-мĕшĕнче фашистла Германие çапса аркатнăранпа 65 çул çитет. Вăрçă нуши-терчĕ Раççейри пĕр çемьерен те пăрăнса иртмен-тĕр. Нумай амăшĕ – хăйсен ывăлĕсене, арăмĕсем мăшăрĕсене вăрçă хирĕнчен кĕтсе илеймен. Пирĕн ентешсем те тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа Алина Владимировна Иванова вĕрентекен тата Антонина Даниловна Данилова вăрçă ветеранĕсемпе тĕлпулу йĕркелерĕç. Эпир хамăр класпа Валериан Егорович тата Феодора Ивановна Стекловсем патĕнче пултăмăр. Мăшăр пире питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ, вăрçă вăхăчĕсене аса илсе каласа пачĕ, ĕлĕкхи сăн ÿкерчĕксене кăтартрĕ.

Валериан Егорович 1920 çулта Тăвай районĕнчи Çĕнçырма ялĕнче çуралнă. Канаш хулинче вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ. Вăрçăччен Канашри вакунсем юсакан заводра техника пайĕнче чертежник пулса ĕçленĕ, унтанах фронта тухса кайнă. 1941 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 6-мĕшĕччен Мускав хулине тăшман сывлăшран тапăнасран хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă. 1942 çултан пуçласа 34-мĕш мотомехбригада йышĕнче службăра тăнă. Калама çук йывăр условисенче çĕрпÿртсем тума тивнĕ вĕсене.

Пирĕн ентеш Калинин тата пĕрремĕш Прибалтика фрончĕсенче çапăçнă. 1943 çулта Валериан Егорович сылтăм хул пуççирен тата кăкăртан йывăр аманнă, унсăр пуçне тата контузи илнĕ. Операци хыççăн Чулхулари тата Ржеври медсанбатсенче сипленнĕ. Киле 1944 çулта таврăннă. Вăхăта ахаль ирттермен вăл, Хусанти патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1948 çултанпа Сухайкасси шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. В.Е.Стеклова виççĕмĕш степень Мухтав орденĕпе, пĕрремĕш степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе, нумай медальпе наградăланă.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тискеррĕн тапăнса кĕнĕ чухне Феодора Ивановна Тăвай шкулĕнче 10-мĕш класра вĕреннĕ. 40-45 градус шартлама сивĕре кĕреçесемпе, киркасемпе, лумсемпе окопсем чавма мĕн тери йывăр пулнине хумханса аса илчĕ. Каярах, телеграфист-морзистсен курсĕнчен вĕренсе тухсан, çап-çамрăк хĕрсене Иккĕмĕш ударлă çара ăсатнă. Бомбăсем ÿксе çурăлнă, пуç çийĕн тăхлан çумăр çунă – сведенисене, донесенисене, приказсене, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ телеграммăсене вырăна çитернĕ. Çывăрмасăр, канмасăр ирттернĕ талăксем мĕн чухлĕ пулнă...

Аманнă хыççăн Феодора Ивановна санчаçре санитар пулса ĕçленĕ, вăрçă хирĕнчен илсе килекен йывăр суранлă салтаксене сиплеме пулăшнă. Ветеран 1943 çулхи январь уйăхĕнче нимĕçсем Ленинград блокадине татсан хулана хÿтĕленĕ çĕре, 1944 çулта Ленинград блокадине сирсе ярса ăна ирĕке кăларнă çĕре, çак çулхи сентябрь уйăхĕнче Балти тăрăхĕнчи çĕрсене, Нарва, Красносельск-Ропшинск хулисене, Хĕвел тухăç Пруссине тăшманран тасатнă çĕре хутшăннă. Вăрçăн юлашки тапхăрĕнче К.К.Рокоссовский ертсе пынă Иккĕмĕш Белорусси фронтĕнче çапăçнă. "Вăрçă чарăннине эпĕ 1945 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Германире Штральзунд районĕнче кĕтсе илтĕм", – аса илет Феодора Ивановна. Киле вăл 1945 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнче çитнĕ. "Ленинграда хÿтĕленĕшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн", "Çарти тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" тата ытти нумай медаль, "Иккĕмĕш Ударлă Çар ветеранĕ", "1942-1944 çулсенче Ораниенбаум плацдармĕн хÿтĕлевçи" паллăсем вăрçă паттăрĕн кăкăрне илем кÿреççĕ.

Ветерансен интереслĕ аса илĕвĕсене итленĕ май мĕн чухлĕ çĕннине, усăллине пĕлтĕмĕр. Пирĕн халăх вăрçă вăхăтĕнче Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн тунă паттăрлăха сăнласа çырса пама сăмах çитмест.

Шел те, вăхăт хăйĕннех илет, вăрçă участникĕсем кашни çулах сахалланса пыраççĕ. Пирĕн, вĕсен мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен, вăрçă ветеранĕсене, тылра ырми-канми вăй хунă ĕçченсене тимлĕх уйăрмалла, хисеплемелле. Вĕсем пирĕн ырă пуласлăхшăн хăйсен пурнăçне шеллеменнине асра тытмалла.

7-мĕш класс вĕренекенĕсем. Сухайкасси шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика