АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВАСКАТĂН – ÇИТЕС ÇĔРЕ ÇИТЕЙМЕСТĔН

19 февраля 2010 г.

Раççей çулĕсем çинче çулсерен 30 пин ытла çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать (пĕр пĕчĕк хула халăхĕ), вĕсенчен ытларах пайĕ вăйпитти çынсем, çамрăксем. Çулсем çинчи çухатусене наци хăрушлăхĕпех танлаштараççĕ. Апла пулсан хăрушсăрлăха çирĕплетессипе район территорийĕнчи лару-тăрупа паллашар-ха. Ку енĕпе районти ГИБДД уйрăмĕ сахал мар ĕç тăвать. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн "çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетес тĕлĕшпе чи малтан туса ирттермелли мерăсем çинчен" Указĕ, Раççей Федерацийĕн 2006-2012 çулсенче çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетесси пирки йышăннă тĕллевлĕ программа пирĕншĕн тĕп документсем пулса тăраççĕ, вĕсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр те.

Водительсен çул çинчи дисциплинине ÿстерес тесе иртнĕ çул 26 автопредприятире тĕрĕслев ирттертĕмĕр, тупса палăртнă çитменлĕхсемпе ертÿçĕсен ячĕпе çийĕнчех 28 предписани çырнă. Водительсене рейса тухас умĕн тăтăшах тĕрĕслетпĕр. 2009 çулта ун пекки 39 тĕрĕслев ирттертĕмĕр.

Иртнĕ çул пирĕн сотрудниксем çул çинчи йĕркене пăснă 9688 тĕслĕх тупса палăртнă, руль умне ÿсĕрпе ларса тухнăшăн 227 водителе тытса чарса явап тыттарнă. Çул çÿремелли правилăсене пăсакансене административлă майпа айăпласа 1 миллион та 902 пин те 100 тенке яхăн штрафланă, вĕсенчен 73,9 процентне шыраса илнĕ. Милицин ытти службисемпе пĕрле пĕлтĕр 74 рейд тата операцисем ирттернĕ.

Профилактика ĕçне пысăк тимлĕх уйăратпăр пулин те районти çулсем çинче лару-тăрăва çăмăл тесе хаклама çук-ха. Пĕлтĕр пурĕ 72 автоавари пулчĕ, вĕсенче 20 çын пурнăçĕ татăлчĕ Тата 102-шĕ йывăр аманса больницăра сипленчĕ. Çулсерен аварисенче вуншар çын вилнипе, 30 ытла çын аманнипе çулсем çинче хăрушлăх çук тесе мĕнле калăн-ха;

Аварисен çурри ытла пайĕ Çĕрпÿ – Ульяновск автотрасса çинче пулать. Мотоциклистсемпе çуран çÿрекенсем те çула тухсан йĕркене пăсма именсе тăмаççĕ. Вĕсен айăпĕпе те пĕлтĕр инкексем пулчĕç. Инкексен пысăк пайĕ транспорт хатĕрĕсем хире-хирĕç пырса çапăннипе, тÿнсе кайнипе те, çуран çÿрекенсем çине пырса кĕнипе те пулать.

Тишкерни çакна кăтартса парать: аварисем ытларах ирхине 6-8 сехетсенче, кăнтăрла иртсен 14-18, каçхине 18-21, 21-22 сехетсенче пулаççĕ. Çак вăхăтра водительсем ытла васкани палăрать, тимлĕх чакать. Эрнери кунсене тишкерер-ха. Аварисем вырсарникунсенче нумай пулаççĕ (иртнĕ çул 15 авари). Ытларикун (13 авари), юнкун (10 авари), эрнекун (11 авари) та инкексем ытларах пулнипе палăрса тăраççĕ.

Çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетесси пирки сахал мар саккун йышăннă, йĕркене тĕрĕслесси вăйланса пырать, правилăсене пăснăшăн явап тыттарассипе çирĕп йышăнусем тунă. Анчах та çулсем çинчи хăрушлăх çав-çавах чакмасть-ха. Çакна кашни водитель ăнланса хăйне валли тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тăватех пулĕ тетĕп.

В.ВАСИЛЬЕВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика