19 февраля 2010 г.
Афганистан çĕрĕ çинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса Канаш чиркĕвĕнче кĕл тăвасси, воин-афганецсене асăнса лартнă монумент умĕнче митинг ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал совет çарĕсене сăртлă-туллă çĕршывран кăларнăранпа 21 çул çитрĕ. Çак ятпа хулари ачасен музыка шкулĕн концерт залĕнче савăнăçлă пуху тата салтак юррисен фестивалĕ иртрĕ.
Зал умĕнчи коридорăн чÿрече умĕнчи сĕтел хушшинче яштака кĕлеткеллĕ полковник ларать. Унпа юнашар – ДОСААФăн Канашри автошкулĕн ĕçченĕ В.Васильев. Вĕсем парашютпа десантăн 345-мĕш гварди уйрăм полкĕнче службăра тăнă ентешсен списокне тĕрĕс-леççĕ, "Воздушно-десантные войска России" кĕнеке çине ырă сунса ăшă сăмахсем çыраççĕ. Савăнăçлă пай пуçланиччен вăхăт пур-ха. Çакăнпа усă курса çар çыннипе паллашма шутларăм. Вăл пушансанах калаçу пуçартăм.
Манпа калаçакана Эдуард Геннадьевич Смирнов тесе чĕнеççĕ. Тăвай ялĕнче çуралнă. Гена пилĕк çула пуссан Смирновсем Çĕнĕ Чалкассине куçса килнĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă. Вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен çар çынни пулас ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе Омскри танксен аслă инженери училищине экзаменсем тытма кайнă. Часах вăл курсантсен йышне кĕнĕ.
Пилĕк çултан лейтенант пакунĕсене çакнă. Çамрăк офицера Рязаньти Сывлăш-çар десанчĕн училищин вĕренÿ процесне тивĕçтерсе тăракан батальона янă. Кунта Э.Смирнов малтан взвод, кайран рота командирĕн должноçĕсене йышăннă. 1998 çулта Абхази Республикинче командировкăра пулнă. Пилĕк çул бронетехника хатĕрĕсемпе тивĕçтерсе тата юсаса тăракан центр-та службăра тăнă. Ушкăн начальникĕнчен центр начальникĕн заместителĕ таран ÿснĕ. Пĕлĕвне Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Пĕтĕм çарĕсен академийĕнче ÿстернĕ. 2005 çулта Чечняна командировкăна кайса килнĕ. Çав çултанпа Сывлăш-десант çарĕсен штабĕнче çар тивĕçне пурнăçлать. Вăл – бронетанксен службин начальникĕн заместителĕ. Э.Смирнов полковника "Çарти тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа, Сывлăш-десант çарĕсен командующийĕн "Çарти тивĕçшĕн" паллипе, Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин çичĕ медалĕпе наградăланă.
Çав вăхăтра пурне те зала кĕме чĕнчĕç. Хăнасене музыка шкулĕн арçын ачасенчен тăракан пысăках мар хорĕ илемлĕ юрăпа кĕтсе илчĕ. Çакăн хыççăн сцена çине хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Полукарова хăпарчĕ. Вăл пухăннисене интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн тав турĕ, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ. Афганистан çĕрĕ çинче пуçĕсене хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Э.Смирнов полковник Анаткас Татмăшри В.Григорьева, Канашри А.Мартыновпа И.Петрова тата В.Стрельцова, Малтикасри В.Филиппова, Яманкассинчи Н.Хусанкаева "Десантниксен 345-мĕш гварди уйрăм полкĕн ветеранĕ" медаль тата çÿлерех асăннă тĕрлĕ тĕслĕ ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ кĕнеке пачĕ, воин-афганецсен кăмăлĕсене çĕклекен сăмахсем те тупрĕ.
Афганистан ветеранĕсен Раççейри союзĕн обществăлла пĕрлĕхĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ В.Вишневский воин-афганецсен ушкăнне "Совет çарĕсене Афгани-станран кăларнăранпа çирĕм çул" медаль парса чысларĕ. Республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн представителĕ А.Наймушин подполковник та хăйпе пĕрле пысăк салам илсе килнĕ. Ăна вăл залра ларакансем патне çитерчĕ.
Салтак юррисен фестивалĕнче педагогика колледжĕн, ачасен музыка шкулĕ, хулари шкулсен ансамблĕсем, çамрăк артисчĕсем Раççей Çарне, унăн салтакне мухтакан юрăсем юрларĕç. Афган вăрçин ветеранĕ А.Казаков çав çулсенче çуралнă юрăсене гитара каласа юрлани итлекенсен чĕри витĕр тухса сăртлă-туллă çĕршыври вăхăта аса илтерчĕ, чылайăшĕн пырĕнче йÿçек чăмакка капланса ларчĕ. Фестиваль çĕнтерÿ-çисене воин-афганецсен пĕрлĕхĕн тата хула администрацийĕн культура пайĕн дипломĕсемпе наградăларĕç, асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕç. Фестиваль пынă вăхăтра мультимедиллĕ экран çинче афган вăрçинче вилнисен тата çак вăрçа хутшăннисен сăн ÿкерчĕкĕсене кăтартрĕç.
В.АЧЧА.