АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫЙТУСЕНЕ ХУРАВЛАРĔÇ, СĔНŸСЕМ ПАЧĔÇ

19 февраля 2010 г.

Юнкун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Людмила Рулькова райадминистраци пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Эдуард Александровпа пĕрле Асхва ял тăрăхĕнче, республикăри "Чуваштоппром" предприятин генеральнăй директорĕ Александр Федотов райадминистраци пуçлăхĕн çумĕпе Владимир Степановпа Çеçпĕл ял тăрăхĕнче, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Геннадий Косолаповпа район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Григорий Петровпа Кăшнаруй тăрăхĕнче, Чăвашпотребсоюз Канашĕн тата Канаш райпо канашĕн председателĕсем Валерий Павловсем Карăклă ялĕнче, ЧР ШĔМĕн участковăйсен тата çул çитменнисен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Станислав Наумов районти милици пуçлăхĕн çумĕпе Вячеслав Дмитриевпа Шелттем ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçрĕç, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене итлерĕç, сĕнÿсем пачĕç.

Кăçалхи пĕрремĕш информаци кунĕнче калаçу Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин Чăваш Республикине килни, республикăна аталантармалли стратегиллĕ проектсем; Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул, Чăваш Ен йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине анлăн паллă тăвасси; 2010 çулта республика бюджетне ÿстересси çинчен пулчĕ.

Февралĕн 4-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче "Чăваш Республикин 2010 тата 2011-2012 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен" Чăваш Республикин Саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проектне сÿтсе явнă. Унпа килĕшÿллĕн республика бюджечĕн калăпăшĕ 2200,8 миллион тенкĕ ÿсет. Çакă приоритетлă проектсене пурнăçа кĕртме хушма укçа-тенкĕ парса пулăшма майсем парать. Çавăн пекех обществăлла инфратытăма, çурт-йĕр строительствине малалла аталантарма, социаллă сферăри тата культура мероприятийĕсене йĕркелеме хушма пулăшусем пама пăхнă. Саккун агропромышленность комплексĕнчи предприятисене пулăшмалли çĕнĕ мерăсене те шута илнĕ.

РФ Правительствин Председателĕн В.Путинăн Чăваш Енри ĕçлĕ çул çÿревне Раççейри, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче анлă çутатрĕç. Çавăнпа вулакан-куракан ку тĕл пулăва хăй курса-илтсе хакларĕ, пĕтĕмлетÿсем турĕ пулĕ.

Информаци кунĕнче районăн тĕп врачĕпе Рената Федоровăпа тата районти физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕпе Федор Спиридоновпа Шăхасан ял тăрăхĕнче пултăмăр. Больницăн мероприятисем ирттермелли çуртне пуçтарăннă халăх тĕл пулăва "Теплоснабжение" ООО ертÿçи Владимир Алякин та килессе кĕтнĕччĕ, кĕтсе илеймерĕ. Çавăнпа пирĕн "лично ун патне ыйту пур" терĕç.

Муркаш тăрăхĕнче çÿп-çапа пухса тирпейлемелли полигон тума пуçлани çинчен тăтăшах çыраççĕ, калаççĕ. Ку ыйтăва пирĕн районта та çĕкленĕ. Райадминистрацин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ Валерий Чернов пĕлтернĕ тăрăх, çÿп-çап тăкмалли вырăн (свалка) ăçта пулассине (сысна самăртмалли "Дружба" комплексăн каяшсене тасатмалли скважинисем пулнă çĕрте), çĕр чиккисене виçсе палăртнă. Унсăр пуçне кăçал районти ял тăрăхĕсенче çĕнĕрен йĕркеленнĕ 30 урама электрификацилессипе çине тăрса ĕçлемелле. Документсене хатĕрлесе тивĕçлĕ инстанцисене çитернĕ.

Районăн тĕп врачĕ Р.Федорова сывлăх сыхлавĕнчи хăш-пĕр кăтартусем çинче чарăнса тăчĕ. Шел те, вĕсем савăнмаллисемех мар. Чи малтанах СПИД мурĕ районта самай пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пыни çинче чарăнса тăрам. Пирĕн тăрăхра шута илнĕ ВИЧ-инфекциллĕ çынсен хисепĕ 33 (!) çитнĕ. Пĕлтĕр кăна çак чире "çаклатнă" 13 çынна тупса палăртнă. Малтанрах СПИД наркотикпа айкашакансене е юн янă чухне лекме пултарать тетчĕç. Çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕхсенче вара пурте çак инкеке СПИДпа чирлĕ çынпа ар çыхăнăвне кĕрсе тупнă. Врачсем палăртнă тăрăх, чир пирĕн тăрăха инçетри хуласенчен ерсе килет: Мускавран, Питĕртен... Малашлăхра мĕн курмалла пулĕ; "Шабаша" кайнă арăма е упăшкана "нимĕнле чир-чĕр те çаклатса килмен" текен справка илсен тин киле кĕртме пуçламăпăр-и; Кулăшла пек, анчах чан çапма тахçанах вăхăт. Паянхи саманара чир ерессинчен хÿтĕленмелли майĕ те, япали те темĕн чухлех тăр. Çавăнпа пĕли-пĕлми çынпа çыхăнăва кĕрекен çынна тирпейсĕр те ухмах тесе кăна хаклама пулать. Шухăшĕ айванрах çырăнчĕ пулин те тĕрĕсех мар-и;..

Çут çанталăкри атмосфера пусăмĕ çыннăн организмне вăйлă витĕм кÿрет. (Алкогольпе туслисене пушшех те!). Рената Николаевна палăртнă тăрăх, кăçалхи январь – февраль уйăхĕсенче инсульт, инфаркт пулнисен хисепĕ палăрмаллах ÿснĕ. Иртнĕ çул январь уйăхĕнче 15 çынна инсульт пулнă пулсан, кăçал çак тапхăрта – 22 çынна. Пĕлтĕр февральте 17 çынна инсульт, 9 çынна инфаркт пулнă-тăк, кăçал февральти икĕ эрнере кăна 9 çынна инсульт пулнă, 8-шне – инфаркт. Юн пусăмĕпе аптракансен çанталăк "выляса" тăнă вăхăтра хăйсен сывлăхне хытă упрамалла: юн пусăмне виçмелле, эмеле врач сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнса ĕçмелле, васкавлă пулăшу чĕнмелле. Чир çыннăн ÿсĕмне пăхса тăмасть.

Февралĕн 22-мĕшĕнче районти тĕп больницăн ĕçченĕсем хушшинче çак учреждение нумай çул ертсе пынă СССР халăх врачне, РСФСРăн тата Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ врачне Фирс Григорьевич Григорьева асăнса шывра ишессипе ăмăрту ирттереççĕ. Малашлăхра вара ăна йăлана кĕнĕ ăмăрту туса кÿршĕ районсене те явăçтарас ĕмĕтлĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика