26 февраля 2010 г.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ача пособийĕ тата амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсен тÿлевĕ ÿсрĕ тенине илтрĕм. Мĕн чухлĕ;
И.ПЕТРОВА.
РФ Социаллă страховани фончĕн регион уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, федерацин 2009 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнчи "2010 çулхи тата 2011 тата 2012 çулсенчи планпа палăртнă тапхăрти федераци бюджечĕ çинчен" 308-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн ачаллă граждансене паракан пособие кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 1,10 коэффициентпа индексацилерĕç. Çав шутра организацие хупнипе, уйрăм çын предприниматель ĕçне чарса лартнипе, хăйсен ĕçне тытса пынă нотариуссен полномочийĕ пĕтнипе, адвокат статусне пăрахăçланипе, çавăн пекех патшалăх регистрацийĕ витĕр тухмалли уйрăм çынсен професси ĕçĕ-хĕлĕ чарăннипе ĕçсĕр юлнă граждансене ача çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи пособисем: çие юлсан малтанхи тапхăртах медицина учрежденийĕнче шута илнĕ хĕрарăмсене пĕр хут паракан пособи; ача çуратсан пĕр хут тивĕçекен пособи; вăхăтлăх ĕçлеме пултарайманнинчен обязательнăй социаллă страховани туман хĕрарăмсене ача пăхнăшăн тата амăшлăхшăн (çав шутра вĕрентÿ учрежденийĕсенче куçăмлă майпа пĕлÿ илекенсене) паракан пособи кĕреççĕ.
Унсăр пуçне вăхăтлăх ĕçлеме пултарайманнинчен обязательнăй социаллă страховани тунă çынсене ачапа ларнăшăн уйăхсерен паракан тата амăшлăхшăн тивĕçекен чи пĕчĕк виçеллĕ пособисене; организацие хупнипе, уйрăм çын предприниматель ĕçне чарса лартнипе, хăйсен ĕçне тытса пынă нотариуссен полномочийĕ пĕтнипе, адвокат статусне пăрахăçланипе, çавăн пекех патшалăх регистрацийĕ витĕр тухмалли уйрăм çынсен професси ĕçĕ-хĕлĕ чарăннипе – ача пăхнă вăхăтра ĕçсĕр юлнă граждансене паракан пособин уйăхри чи пĕчĕк тата пысăк виçисене çав коэфициентпах индексацилеççĕ.
Çие юлнă хыççăн малтанхи вăхăтрах медицина учрежденийĕнче шута тăнисене иртнĕ çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 374,62 тенкĕ панă, кăçалхи çав вăхăтра 1,10 коэфициентпа шута илсен асăннă виçе 412 тенкĕ те 08 пуспа танлашать. Ача çуратнă хыççăнхи пĕр хут паракан пособи 9989,86 тенкĕрен 10988,85 тенке çитнĕ. Пĕрремĕш, иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен тивĕçекен пособие те çапла майпах шутламалла: вĕсем 2060,41 тата 4120,81 тенкĕ пулнă.
Шута илĕр: ача пăхнăшăн страхланă çыннăн шалăвĕнчен (40 проц.) палăртнă уйăхри пособие саккун индексацилеме хушмасть. Енчен те ача пăхнăшăн страхланă çыннăн шалăвĕнчен палăртнă уйăхри тÿлев 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен индексациленĕ чи пĕчĕк виçеллĕ пособирен катăк тăк (пĕрремĕш ачашăн – 2060,41, иккĕмĕшĕпе ун хыççăнхисемшĕн – 4120,81 тенкĕ) ăна çĕнĕрен шутлаççĕ.
Тепĕр самант: 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче тата ун хыççăн çуралнă ачасемшĕн кăна пĕр хут паракан пособие 1,10 коэффициентпа ÿстереççĕ.