АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧИРЛĔ ТИЛĔПЕ СĂН ŸКЕРĔННĔ

26 февраля 2010 г.

Кăçал пирĕн районта уртаракан чирпе çыхăннă пĕрремĕш тĕслĕхе шута илнĕ. Ытти чухнехи пекех çак лару-тăрура тилĕ айăплă пулнă.

Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче Сиккасси ялĕнчи пĕр кил-хуçалăха тилĕ чупса кĕрсе кайнă. Кил хуçисем çакăншăн чунтан савăннă тейĕн, ара, тилли вĕсем патне хăех килсе çитнĕ-çке. Вĕсем нумай шутласа тăман, чĕнмен хăнана вĕлернĕ. Ачисем асăнмалăх унпа сăн ÿкерĕнме пуçланă. Тилĕ пирки ветспециалистсене пĕлтерме васкаман "сунарçăсем", тиррине сÿме тытăннă. Ĕçе вĕçлесен кил хуçисем тилĕ виллине ачасене çывăхри çырмана кайса пăрахма хушнă, лешсем шăпах çакăн пек тунă та.

Ветеринари специалисчĕсем ку ĕçе айккинче хăварман, тилĕ виллине тупнă та республикăри ветлабораторие ярса панă. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тилĕ уртаракан чирпе чирлĕ пулнине çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра тилĕпе хутшăнăва кĕнĕ 8 çын уртаракан чиртен районти тĕп больницăра прививкăсем тутарать.

Сывă чĕр чун çынсем пурăнакан вырăна килме пултарайманнине темшĕн манатпăр эпир, хамăр айванлăха пулах инкек тÿсетпĕр.

А.АФАНАСЬЕВА, районти эпидемиологи врачĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика