26 февраля 2010 г.
Пĕррехинче Шăхасан ялĕнчи вăтам шкулта кĕçĕн классенчи ачасене ăс-тăн паракан Григорьева Любовь Макаровнăпа курса калаçма тÿр килчĕ. Вăл тĕрĕ тĕрлеме те, çие тăхăнмалли тĕрлĕрен кофтăсем çыхма та питĕ ăста. Республика шайĕнче ирттерекен тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса хаклă парнесене, хисеп хучĕсене тивĕç пулнă вăл. "Эпĕ мĕн, - терĕ Любовь Макаровна, - эсир Сител ялĕнче пурăнакан Александрова Маргарита Ивановна патне çитсе курăр-ха. Вăл мĕнле кăна хушпусем, тухьясем ăсталанă хăй вăхăтĕнче! Вĕсене ялта Пушкин тесе чĕнеççĕ…"
Шартлама сивĕ ир çитрĕм эпĕ Сител ялне. Вăрнара каякан автобус çинчен анса юлтăм та, тÿрех райпо магазинне кĕтĕм. "Пушкинсем-и; Ав çав тăкăрлăкпа кайăр та, иккĕмĕш кил пулать", - тесе çул кăтартса ячĕ мана пĕр çамрăк тăхлачă.
Хуçисем килте иккĕшĕ кăна. Анатолий Александровичпа Маргарита Ивановна диван çине майлашăнса ларнă та, телевизорпа кулăшла передача пăхаççĕ. Пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашсан, ун-кун çинчен калаçса илсен Маргарита Ивановнăпа сĕтел хушшине лартăмăр.
- Ачисене улттă таранах ÿстернĕ-ха та, анчах хамăрпа пĕрле пурăнаканни çук, кашнин хăйĕн çемье, - терĕ Рита тăхлач калаçăва пуçласа. - Саланса пĕтрĕç. Асли ялта пурăнать, Шăхасанти мăнă шкулта ĕçлет. Иккĕмĕшĕ, хĕрачи, пульницара ача çураттаракан уйрăмра аслă медсестра. Тепĕр хĕрĕ Шăхасанта пурăнать, хирурги уйрăмĕнче ĕçлет, операци тăваççĕ. Тепĕр ывăл Хусанта. Авиаци институчĕ пĕтернĕ те, унта хăйне валли ĕç тупнă. Тепĕр ачипе кин те Хусантах врач пулса ĕçлеççĕ...
- Ялта пурăнаканнисем килкелесе çÿреççĕ пулĕ;
- Çемйисемпех килеççĕ. Хусанта пурăнаканнисем те час-часах килсе каяççĕ, пире манмаççĕ.
– Рита тăхлачă, каçарăр та-ха, сире мĕншĕн ялта Пушкин тесе чĕнеççĕ; Сирĕн упăшка çамрăк чухне сăвă таврашĕпе аппаланман пулĕ те;
- Çу-ук! Ку ята ун ашшĕне витлесе панă шкул вĕреннĕ чухне. Ăна Сергеев Александр Сергеевич тесе чĕннĕ. Пушкин темине вĕренме пуçласан ачасем: "Акă вăл, Пушкин, хамăр класрах пур Александр Сергеевич!" - теççĕ. Халĕ хамăра та, ачасене те, вĕсен ачисене те Пушкин тесе чĕнеççĕ.
- Рита тăхлачă, ак кунта, сĕтел çинче, хăвăр ăсталанă тухьяпа хушпу. Эсир çак чăваш хĕрарăмĕн ĕлĕкхи тумтир капăрĕсене çĕлеме мĕнле вĕреннĕ; Камран;
- Çынсем тăхăннă çак япаласене туйра кураттăм та, хамăн та питĕ туса курас килетчĕ. Хамăртан виçĕ çухрăмри Атнаш ялĕнчи пĕр хĕрарăмран илтĕм те унăн хушпуне, çавна пăхса çĕлерĕм. Малтанах пулаймастчĕ, уншăн тепĕр чухне макăрас та килетчĕ. Кайран куç хупса çĕлеме те пултараттăм.
- Эсир хушпуна темĕнле вĕтĕ шăрçасемпе эрешлесе пĕтернĕ...
- Вĕсене лавккасенчех сутаççĕ пĕчĕк курупкасемпе. Бисер, теççĕ вĕсене вырăсла. Вăт çавсемпе те тĕрлеме пулать. Тĕрĕ пек çĕлесе пыма пулать темелле ĕнтĕ. Ку ярăмлă шăрçасене те лавккара туяннă.
- Ку тенкисене те пухса пынă вĕт-ха эсир...
- Пухса пынă çав. Ку советсен укçиех.
- Пирĕн аннен те авалхи хушпувĕ пурччĕ. Ун тенкисем йăлтах патша вăхăтĕнчи кĕмĕл укçасемччĕ. Çав тери йывăрччĕ алла тытма та! Рита тăхлачă, йывăр-и çак хушпупа тухьяна ăсталама;
- Йывăрри-мĕнни... Нумай ларас пулать. Унсăр пуçне ачи-пăчи те йышлăччĕ, выльăх-чĕрлĕхĕ те пулнă. Çĕр каçиччен лараттăм. Ирхине ĕçе каймалла, унччен ачасене апат çитерсе шкула ăсатса ярас пулать. Асапчĕ ĕнтĕ. Интересшĕн ларнă. Çав тери çĕлес килнĕ ун пеккине. Çине-çинех тата тăван, тата тăван. Кÿршĕсем: "Туса пар-ха, питĕ кирлĕ", - тетчĕç те, туса панă çĕр çывăрмасăр. Ютран та килетчĕç. Пĕрне те уткас паман. Ман виçĕ хĕр, вĕсене кашнинех хушпуне те, тух-йине те майласа панă. Вĕсен хĕр ачисене те кукамăшĕ пайсăр хăварман - кашнинех тухья парнеленĕ.
- Сирĕн хĕрсем çак капăр тумсене тĕрлĕрен уявсенче тăхăнмаççĕ-и;
- Пĕр вăхăтра питĕ тăхăнатчĕç туйсенче. Халĕ ку япаласем манăçа тухма пуçларĕç пулас. Унччен туя кайма, клуба спектакльсем выляма, концерт кăтартма илсе каятчĕç манран. Ĕлĕк пурнăçĕ те интереслĕччĕ. Халĕ веçех расналанчĕ. Пурнăç лайăхланса пынă май клубсен ĕçĕ çавăн чухлĕ начарланчĕ. Халĕ ытларах телевизор умĕнче ларатпăр.
- Рита кинемей, эсир тĕрĕ тĕрлеме те ăста пулнă вĕт-ха.
- Ĕлĕк ÿркенмен. Халĕ пĕртте тытас килмест. Ĕлĕк стена çине çакма кавир та тĕрленĕ эпĕ. Кăтартам-ха сире... Çулталăк ытла тĕрлеме тиврĕ. Пĕрмаях унпа лараймастăн та. Паян пĕр сехет ларатăн, ыран. Ман кунтан та хитри пурччĕ. Унта кăвакалсем ишеччĕç шывра, йывăçĕсем пурччĕ, кÿлли... Пĕр кинĕ ыйтрĕ те, пар-ха, питĕ килĕшет, тесе, "илсе кай", - терĕм. Ытти вĕт-шакăрсене те тĕрлекеленĕ. Ал ĕçне юратнă çамрăк чухне.
- Халĕ миçене çитрĕр-ха, Рита тăхлач;
- Çитмĕл пиллĕкре ĕнтĕ. Мăшăрăм пĕр çул кĕçĕнрех.
- Рита тăхлачă, кам та пулин сире хушпу çĕлесе пама ыйтсан, çĕлесе панă пулăттăр-и;
- Хам палламан çын ыйтсан тытаймастăп пулĕ. Аппаланас килмест. Тытсан тăваятăпах.
- Сирĕн тĕрленĕ чăваш кĕпи çук-и;
- Ăна та пулсан тепĕр хĕрачине парса ятăм, пуррине те. Пĕррехинче спектакль выляççĕ те клубра, карчăк рольне сăнарлама илсе кайрĕ хĕрĕм.
- Виçĕ хĕртен хăшĕ те пулин сирĕнтен ал ĕçне вĕренес темерĕ-и;
- Çук. Хам та ирĕксĕрлемен. Йăлтах хам туса панă. Вĕсен пуçа тăхăнмалли кăшăл та пур. Хамăр ялта та çак ĕçе вĕренес текенсем пулман. "Мана вĕрент-ха", - тесе калакан çук халĕ. Тухьяна ĕлĕк качча кайман хĕрсем анчах тăхăннă, хушпуна - хĕрарăмсем. Халĕ çакна пĕлекенсем те çук ялта та.
Чылай калаçса лартăмăр эпир Александровсен килĕнче. Маргарита Ивановна хăй ăсталанă тухьяпа хушпу, ум çакки çинчен, вĕсене мĕнле çыхса капăрлатни, çамрăк чухне çĕр каçипе çывăрма пĕлмесĕр ал ĕç туни çинчен каласа пачĕ.Унтан: "Тавай-ха, хам ăсталанă япаласене тăхăнса кăтартам сире", - тесе вăрăм аркăллă кĕпе тăхăнчĕ, умне чечеклĕ саппун çакрĕ, пуçне хитре тутăр çыхрĕ, мăйне илемлĕ шăрçасем çакрĕ те, пуçне хушпу тăхăнчĕ...
- Мĕнле килĕшет сире çак чăваш тумтирĕ, Маргарита Ивановна... Халĕ тесен халĕ туя кайма хатĕр эсир.
- Килĕшет пек-и;Хăй вăхăтĕнче, пурте çакăн пек çÿренĕ чухне, тата та хитре пулнă ĕнтĕ чăваш хĕрарă-мĕсем. Халĕ мĕн; Кофтăпа юбка тăхăнса яраççĕ те, çÿреççĕ кунĕпех...
Рита тăхлача эпĕ хăйĕн тумтирĕпе асăнмалăх фото та çапса илтĕм: акă вăл, Сител ялĕнчи Маргарита Ивановна Александрова, ялти пек каласан - Пушкин Рити.
В.ЛАПИН.