26 февраля 2010 г.
Вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çурхи кунсем вăрăм пулин те сисĕнмесĕр иртсе каяççĕ. Вăтам шкул вĕренсе пĕтерекенсем хăйсен пĕлĕвне малашне мĕнле вĕренÿ заведенийĕнче ÿстерессине тахçанах палăртса хунă пулĕ. Çапах та... Çамрăк чухне такам та пулас килет, анчах пĕр професси суйласа илсе палăртнă тĕллеве пурнăçлама ăнтăлмалла. Районти шалти ĕçсен пайĕн кадрсен уйрăмĕн пуçлăхĕпе, милици подполковникĕпе Александр Маловпа милици ĕçне суйласа илес кăмăллă яш-кĕрĕмĕн ăçта вĕренме майсем пурри çинчен калаçрăмăр.
– Александр Васильевич, районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен сотрудниксен ытларах пайĕ Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чулхула академийĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнă. Камсене илеççĕ унта тата мĕнле йĕркепе;
– Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чулхула академийĕнче вĕрентÿ системине çирĕп йĕркеленĕ, унта очно тата заочно майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илме пулать. Академи структуринче 5 филиал, 6 факультет, 18 кафедрăра 70 дисциплинăпа вĕрентеççĕ. Наукăн 23 докторĕ, 112 кандидачĕ, 16 профессор, 57 доцент ĕçлет унта.
Академире пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнĕ, 25 çула çитмен, сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп пур гражданин та вĕренме пултарать. Вĕренме юрăхлă кандидатсене вырăнти шалти ĕçсен пайĕн органĕсем палăртаççĕ. Вĕсем документсене хатĕрлесе института ярса параççĕ. Вĕренме кĕмелли экзаменсене тытма институт пуçлăхĕ чĕнÿ хучĕ ярса парсан каймалла.
Вĕренме кĕмелли экзаменсем Чулхуларан 30 çухрăмра, Линда юхан шывĕ хĕррине вырнаçнă вĕрентÿ лагерĕнче иртеççĕ. Экзаменсем тытнă вăхăтра абитуриентсем казарма йĕркипе тÿлевсĕр пурăнаççĕ, вĕсене вырăн таврашĕпе тивĕçтереççĕ. Апатлану вара – тÿлевлĕ.
– Милици пулас текенсен мĕнле предметсемпе экзамен тытмалла; Тата вĕренме кĕрсен мĕнле специальноçсене суйласа илме пулать;
– Очно йĕркепе вĕренме кĕрекенсен экзаменсем август уйăхĕнче пуçланаççĕ. "Юриспруденци" специальноçне суйлакансен 5 çул вĕренмелле. Физкультурăпа, обществознанипе, вырăс чĕлхипе тата литературипе изложени çырса, Раççей историйĕпе экзаменсем тытмалла.
"Право сыхлавĕн ĕçĕ" специальноçпе 4 çул та 6 уйăх вĕренмелле. Экзаменсем – физкультура, обществознани, вырăс чĕлхипе тата литератури (изложени), Раççей историйĕн предмечĕсемпе.
Экзаменсем йăлана кĕнĕ тăрăх августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен пулаç-çĕ. Унччен çамрăксен сывлăхне тепĕр хут тĕрĕслеççĕ.
Кăнтăрлахи факультетра милици органĕсем валли экономикăри преступленисемпе кĕрешекен специалистсене хатĕрлеççĕ.
Кунта çакна палăртса хăварам. Академире вĕренме юрăхлă тесе суйласа илнĕ çамрăксен экзаменсем тытма кайнă чухне хăйсемпе пĕрле паспорт, çар билечĕ (е приписка свидетельстви), орденсемпе медальсем пур пулсан вĕсен удостоверенийĕсене, вĕреннине ĕнентерекен аттестат е диплом, 3-4 виçеллĕ сăн ÿкерчĕк, спорт тумĕ, урана тăхăнмалли çуллахи хатĕр илмелле.
– Абитуриент вĕренме кĕчĕ тейĕпĕр. Малашне вăл – курсант. Унăн тивĕçĕ, прави еплерех;
– Академине вĕренме кĕнĕ çамрăксене Шалти ĕçсен министерствин кадрĕсен йышне илеççĕ, ятарлă звани параççĕ, саккунпа пăхнă çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ. Урăх хуласенчен килнĕ яшсене общежити параççĕ, хĕр курсантсен çурт-йĕр ыйтăвне хăйсен татса пама тивет.
Шалти ĕçсен пайĕнче 6 уйăх е ытларах ĕç стажĕ пухнă, академине вĕренме кĕнĕ милици сотрудникĕсем вĕреннĕ чухне ĕçленĕ вăхăтра илнĕ укçа суммине илсе тăраççĕ. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче 14 кун, çулла 30 кун каникул отпускĕ параççĕ. Вĕренме яракан орган кандидатпа контракт çырать, унпа килĕшÿллĕн академи вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 5 çултан кая мар шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлемелле. Академирен вĕренсе тухсан "милици лейтенанчĕ" офицер званийĕ параççĕ.
– Александр Васильевич, вĕренÿ йĕркипе питĕ тĕплĕн паллаштартăр. Кăмăл пуррисем, çак ыйтупа интересленекен çамрăксем районти милици органĕсене пырса ыйтса пĕлме пултараççĕ. Сире вара калаçушăн пысăк тав.
И.ВЛАДИМИРОВА калаçнă.