АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУТ-КĂВАРПА КĔРЕШМЕ ТЕ ĂСТАЛĂХ КИРЛĔ

26 февраля 2010 г.

Çак кунсенче Канаш хулинчи ачасен пултарулăх çуртĕнче пушар хăрушсăрлăх тематикипе конкурс иртрĕ. Ăна ВДПОн Чăваш Енри вырăнти уйрăмĕ йĕркелерĕ. Палăртнă конкурс Пĕтĕм Раççейри "Таланты и поклонники" ачасен пултарулăх фестивалĕн республикăри тапхăрĕпе килĕшÿллĕн пычĕ.

Конкурса хулари тата районти шкулсенчен пĕтĕмпе 18 команда хутшăнчĕ. Ăмăртусене ачасен пултарулăх çурчĕн методисчĕ Е.Волкова тата ВДПОн Чăваш Енри вырăнти уйрăмĕн инструкторĕ В.Лаврова уçрĕç. Вĕсем çамрăк хăнасене саламланă май малти вырăнсене çĕнсе илме ăнăçу сунчĕç. Шкул ачисен ăсталăхĕпе пултарулăхне ятарлă жюри хакларĕ.

Ачасем вокал, хореографи, артист ăсталăхĕ кăтартрĕç. Костюмсен вырăнлăхĕпе пахалăхне кура балсем пуçтарчĕç. Кашни команда хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăчĕ.

Ăмăртусем вĕçленсен жюри членĕсем сăмах илчĕç. Виççĕмĕш вырăнсене вĕсем Канаш хулинчи тăххăрмĕш шкул тата Вăтакас Кипеч шкулĕн командисене пама йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăнсене хулари саккăрмĕш шкулпа Уçырмари шкул командисене пайласа пачĕç. Пĕрремĕш вырăна хулари улттăмĕш тата Вырăскас Пикших шкулĕсен командисем тухрĕç. Конкурс çĕнтерÿçисене тепĕр кунхине çак çуртрах чысларĕç.

Çакăн йышши ăмăртусем ирттерни ачасене инкек вăхăтĕнче тĕрĕс йышăнусем тума пулăшать. Вут-кăварта хăйсен пурнăçне сыхласа хăварнипе пĕрлех вĕсем тепĕр çын пурнăçне те çăлса хăварма пултарĕç. Эпир çакна ăша хывса ĕçлетпĕр те.

В.ЛАВРОВА, ВДПО инструкторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика