26 февраля 2010 г.
Раççейре пĕрремĕш çул кăна мар ĕнтĕ çемьесем амăш капиталĕн сертификатне илеççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне Чăваш Республикинче миçе хĕрарăм сертификат илме тивĕçлĕ пулнă-ха тата çак укçа-тенкĕпе епле майпа усă курма пулать; Ку ыйтусем çине Раççейри Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева хуравлать.
– 2007 çулта вăя кĕнĕ федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинчи 18,6 пине яхăн хĕрарăм амăш капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ. Вĕсем – иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă (усрава илнĕ) çемьесем. Çулсерен сертификат хуçисем йышлансах пыраççĕ.
2010 çулхи январь уйăхĕнчен амăш капиталĕн виçи 343 пин те 378 тенкĕ те 80 пуспа танлашать. Енчен те амăш капиталĕн укçине пĕтĕмĕшле усă курман пулсан, юлнă пайĕ 10 процент чухлĕ ÿсет.
Кунта çакна каласа хăвармалла. Амăш капиталĕпе усă курма декабрь уйăхĕнче заявлени çырнисем те нимĕн те çухатмаççĕ – вĕсен те январь уйăхĕнчен капиталăн укçи ÿсет.
– Енчен те ача виçĕ çул тултарайман пулсан амăш капиталĕн укçипе усă курма май пур-и;
– Экономика лару-тăрăвĕ йывăррине шута илсе Раççей правительстви 2009 çулта амăш капиталĕн шучĕпе çурт-йĕр кредичĕн тата ипотека кредичĕн тĕп парăмĕпе процентне ача виçĕ çул тултарассине кĕтмесĕрех тÿлеса татма йышăннă. Ун пек çăмăллăх 2010 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тунă кредит договорĕсем çине сарăлать.
Чăваш Республикинче 2464 çемье 674 миллион тенкĕлĕх çурт-йĕр кредичĕн парăмне татма заявлени çырса панă. Ку - Раççейри виççĕмĕш кăтарту. Умра – Ханты-Мансипе Ненец автономи округĕсем кăна. Малтисен шутне кĕме республикăра çурт-йĕр строительствин тĕрлĕрен программисене йĕркелени май парать.
550 çемье амăш капиталĕн укçине пĕтĕмĕшле куçарса хăйсен ирĕкĕпе усă курнă. Ыттисен усă курман пайĕ юлнă.
– Амăш капиталне çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Апла-тăк çурт-йĕр кредитне тÿлеме кăмăл тăвакансен йышĕ татах та нумайланĕ;
– Чăнах та, 2009 çулхи декабрь уйăхĕнче Раççей правительстви амăш капиталне çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ.
Çĕнĕ йĕркепе çурт-йĕр туянма илнĕ ипотека кредичĕн парăмне тепĕр йÿнĕрех кредит илсе тÿлесе татнă пулсан амăш капиталне çак кредитăн парăмне тÿлеме те усă курма юрать.
Тата тепĕр улшăну - ипотека кредичĕн парăмне пурăнмалли çуртăн строительстви вĕçленнине пăхмасăрах усă курма юрать. Кун пек чух пая кĕрсе строительствăна хутшăннине палăртакан патшалăх регистраци тунă килĕшÿ е харпăр хăй çурт строительстви тума ирĕк пани çинчен хут пулни çителĕклĕ.
Çĕнĕ йĕркепе пая кĕрсе строительствăна тата çурт-йĕр тăвакан кооператива хутшăннине е çурт-йĕр туянма, çĕнĕрен тума илнĕ кредит договорне сертификат хуçин мăшăрĕ çине çырни те амăш капиталĕпе усă курма чăрмав кÿмест.
– Ача виçĕ çул тултарсан амăш капиталĕпе тата мĕнле майпа усă курма пулать;
– Амăш капиталне пĕтĕмĕшле е унăн пайне çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенси шайне ÿстерме хывма юрать. Сертификат хуçисем ача икĕ çул çурă тултарсан Пенси фондне амăш капиталĕн укçипе усă курма заявлени çырса пама пултараççĕ. Укçана ача виçĕ çул тултарсан счет çине куçарса параççĕ.
– Пурăнмалли условисене лайăхлатасси шутне мĕн кĕрет;
– Унта çаксем кĕреççĕ:
- пурăнмалли çурт-йĕр туянасси;
- харпăр хăй çурчĕн строительствишĕн тÿлесси – пая кĕрсе тăвакан строительствăна хутшăнасси;
- пурăнмалли çурт-йĕр тăвакан кооператива хутшăнакансен малтанхи е пай взносне тÿлесси;
- хваттер туянма е çурт тума илнĕ кредитăн е заемăн пĕрремĕш взносне тÿлесси;
- пурăнмалли çурт-йĕр туянма илнĕ кредитăн, çав шутра ипотека шучĕпе илнĕ кредитăн тĕп парăмĕпе процентне тÿлесси.
2009 çулта Чăваш Республикинче амăш капиталне çурт-йĕр туянма 14 заявлени йышăннă.
– Республикăра пурăнакансенчен 43 проценчĕ ялта пурăнаççĕ. Паллах ялта çурт строительствине ытларах харпăр хăй вăйĕпе тăваççĕ. Вĕсене амăш капиталĕ мĕнле усă кÿресси интереслентерет.
– Чăнах та, ял çыннисем çурта хăйсен тăванĕсемпе, ял-йышпа "ниме" мелĕпе тăваççĕ, строительство хатĕрĕсене те хăйсемех туянаççĕ. Паянхи куна амăш капиталне усă курмалли йĕркесем укçана подрядпа çурт тăвакан организацине кăна тÿлеме май параççĕ. Хальхи вăхăтра правительствăра амăш капиталĕн шучĕпе строительство хатĕрĕсем туянма ирĕк парас ыйтăва сÿтсе яваççĕ. (Ку ялта пурăнакансемшĕн питĕ усăллă пулĕччĕ).
– Амăш капиталĕпе çемьери ача вĕренĕвне тÿлесси çинчен каласа парăр-ха. Миçе çемье усă курнă ку çăмăллăхпа;
– Амăш капиталĕн шучĕпе çемьери кирек хăш ача вĕреннĕшĕн тÿлеме май пур, енчен те учрежденин Раççейре вĕрентме лицензи пур пулсан. Ача вĕренме пуçланă чух 25 çултан аслă пулмалла мар. Унсăр пуçне амăш капиталĕпе ача вĕреннĕ вăхăтра общежитинче пурăннăшăн та тÿлеме юрать.
Паянхи кун тĕлне республикăра тăватă çемье амăшĕн капиталне аслă ачин вĕренĕвĕшĕн тÿлеме заявлени çырса панă.
– Амăшĕн капиталĕн шучĕпе хĕрарăмăн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ÿстерессипе мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ;
– 2009 çулхи декабрь уйăхĕнче амăшĕн капиталĕн шучĕпе хĕрарăмăн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ÿстерес йĕркене федераци саккунĕпе çирĕплетнĕ.
Амăш капиталĕн укçине пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне куçарсан ача амăшĕ унăн калăпăшне управляющи компанинче е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондĕнче ÿстерме пултарать. Пенси фончĕ кашни çул амăш капиталĕн калăпăшĕ çинчен тата уйрăм йĕркепе управляющи компанинче е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондĕнче тунă тупăш çинчен извещени ярса пĕлтерет. Капитал укçине пенси счечĕ çинче уйăрни ахальтен мар - амăшĕн капиталне усă курас шухăш улшăнсан ăна çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма е ачасене вĕрентме усă курма юрать. Енчен те ача амăшĕн пурнăçĕ ăнсăртран татăлсан укçана правопреемниксене пенси взносĕсемпе пĕрле тÿлемеççĕ. Амăш капиталне усă курмалли ирĕк унăн мăшăрĕ е ачисем çине куçать. Ăна çак тĕллевсемпех усă курма юрать.
– Амăш капиталне усă курас тесен заявлени хăçан çырмалла;
– Амăш капиталĕпе усă курас тесен заявлени çырмалли сроксем çакăн пек:
- енчен те укçапа çулталăкăн иккĕмĕш çур çулĕнче усă курас тесен майăн 1-мĕшĕччен заявлени çырмалла,
- енчен те укçапа çитес çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче усă курас тесен октябрĕн 1-мĕшĕччен çырмалла.
2010 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен илнĕ çурт-йĕр кредичĕн тата ипотека кредичĕн тĕп парăмĕпе процентне тÿлеме заявлени кирек хăçан та çырма юрать. Документсене пăхса тухса йышăну туса икĕ уйăх хушшинче укçана банкри счет çине куçарса параççĕ.
– Экономика лару-тăрăвĕ йывăррине шута илсе правительство пĕлтĕр амăшĕн капиталĕн укçинчен 12 пин тенкĕ тÿлесси çинчен йышăнчĕ. Ăна хăçан илме пулать-ши;
– Пур сертификат хуçисен те амăшĕн капиталĕн шутĕнчен пĕр хут тÿлеве, 12 пин тенкĕне, ача виçĕ çул тултарассине кĕтмесĕрех укçан илме май пур. Унпа харпăр-хăй ирĕкĕпе кулленхи тăкака саплаштарма юрать.
Паянхи куна республикăра пурăнакан 16 пине яхăн çемье çак укçана илме кăмăл туса Пенси фондне заявлени çырнă - ку вăл сертификат илнисен 86 проценчĕ.
Кунта çакна каласа хăвармалла. 12 пин тÿлесси - вăхăтлăх мера. Çавăнпа та 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралнă ача амăшĕсен кăçалхи мартăн 31-мĕшĕччен заявлени тăратмалла. Вăхăт нумаях юлмарĕ - çавăнпа та тăхтаса тăмалла мар. Ăна илес тесен сертификат хуçин паспорчĕ, амăшĕн капиталĕн сертификачĕ тата банкра уçнă счет хучĕ пурри çителĕклĕ.
Енчен те амăш капиталĕпе усă курасси пирки ыйтусем пулсан "тÿрĕ" çыхăну телефонĕпе хурав илме пулать. Ун пек пулăшу телефонĕсем районсемпе хулари управленисенче те, республикăри Пенси фончĕн уйрăмĕнче те ĕçлеççĕ. Республикăри уйрăм телефонĕн номерĕ - 58-59-45.
ПЕНСИ ФОНЧĔН ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ УЙРĂМĔН ПРЕСС–СЛУЖБИ ХАТĔРЛЕНĔ.