26 февраля 2010 г.
Кун-çулăм кĕвви
Çепĕç кĕвĕ пулмарĕ,
Хĕрхенсе йăпатмарĕ
Чуна ун сасси.
Ачалăхри шухă вăхăтсем! Ачалăхри çутă ĕмĕтсем! Чун тасалăхне упракан чĕре ыррине анчах йышăнасшăн мар-и, ыррипе кăна савăнасшăн мар-и; Пĕтĕм тĕнче санпа пĕрле юрланăн туйăнать. Çак асамлă туйăм ĕмĕр тăршшĕпех тăсăласса кашниех шанать.
Эля мĕн пĕчĕкрен фармацевт пулма ĕмĕтленнĕ. Çак ĕç ăна питĕ кăсăклантарнă. Юрра-ташша та ăста пулнă вăл. Шкулти илемлĕ пултарулăх ушкăнне çÿренĕскер таврара çитмен ял хăварман. Сцена çине тухса пĕчĕк артист куракана савăнтарнă. Анчах çамрăк чĕрере савăнăç мар, ыратупа çухату туйăмĕ хуçаланнине никам та тавçăрма пултарайман. Элеонора Кузьминична Герасимова 1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче Шăхасан салинче служащи çемйинче çуралнă. Ашшĕ районти финанс пайĕн пуçлăхĕ пулнă, амăшĕ загс-ра ĕçленĕ. Эля ашшĕне курман, ăна фронта илсе кайнă чухне вăл çуралма та ĕлкĕреймен. Çав çулах çемье пуçĕ вăрçă хирĕнче пуçне хуни çинчен хут килнĕ. Çапла вара çут тĕнчене киличченех Элеонора çурма тăлăх тăрса юлнă.
1944 çулта Герасимовсен çемйи тăван-хурăнташсене çывăх пулас тĕллевпе Шăхасан выççăлккине куçнă. Виçĕ ачана ура çине тăратма амăшне çăмăл пулман. 1954 çулта, Эля 11 çулта чухне, амăшĕ те йывăр чирлесе çĕре кĕнĕ. Ун чухне хĕрача Çĕнĕ Чалкассинчи çичĕ класлă шкула çÿренĕ. Питĕ вĕренме юратнă. "Пур предмет та маншăн интереслĕ пулнă, уйрăмах вырăс тата нимĕç чĕлхи, биологи, хими урокĕсем килĕшнĕ. Аннен аппăшĕ Варя аппа балалайка ăста калатчĕ. Мĕн тĕрлĕ юрă вĕрентмен-ши вăл мана;" – ашшĕ-амăшĕн çуначĕ айĕнче йăпанма май килмен пулин те Элеонора Кузьминична ачалăхри вăхăтсене яланах ырăпа аса илет.
1959 çулта вăтам пĕлÿ илнĕ хĕр Чулхулари фармацевтика училищине вĕренме кĕнĕ. Анчах пурăнма хваттер пулманнипе каялла пăрахса килнĕ. Ачалăхри ĕмĕт пĕр шелсĕр татăлнă.
1960 çулхи октябрь уйăхĕнче Çĕнĕ Чалкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта делопроизводитель тата библиотекарь пулса ĕçлеме пуçланă. Çулталăкран ăна вожатăй ĕçне шанса панă. Çак çулах Элеонора Кузьминична Канашри педагогика училищине куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ.
Тепĕр тăватă çултан ялти сатур каччăпа Виталий Герасимовпа туй кĕрлеттернĕ. Туслă çемьере 4 ача çитĕннĕ. Ун чухне çамрăк мăшăр иксĕлми телей ĕмĕрлĕх пуласса шаннă. 1979 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Герасимовсен çемйи кил хуçине çухатнă. 36 çулти хĕрарăмăн йывăр лава хăй çине тиеме тивнĕ. Пысăк çухату тарăн йĕр хăвармасăр иртме пултарайман паллах. Чун ыратăвĕ ĕмĕрлĕхех чĕре суранĕ пулса юлнă.
"Ĕмĕр пуррин ĕмĕчĕ те пур", – тенĕ ваттисем. Педагогика училищине вĕренсе пĕтерсен Элеонора Кузьминична И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне кайса кĕнĕ. Анчах çемьен йывăр лавĕ хăй çумĕнчен уйăрман. Çавăнпа та вĕренÿ çинчен манма тивнĕ.
Э.Герасимова 15 çул вожатăй пулса ĕçленĕ. Шкул пурнăçĕ ун чухне вĕресе тăнă: ачасене октябренока илнĕ, пионер организацийĕн пухăвĕсем тăтăшах иртнĕ, тимур команди йĕркелесе ватă çынсене пулăшма çÿренĕ. Концертсем, спектакльсем лартса ял çыннисене савăнтарнă, кÿршĕ ялсене те çитнĕ. Элеонора Кузьминична 12 çул шкулта юрă урокне ертсе пынă. Паян кун та унăн сасси тĕлĕнмелле уçă.
1975 çулта вĕрентекен депутат пулса тăнă. Çав çулах ăна Ял совет ĕçтăвкомĕн секретарьне суйланă. Ырă кăмăллă, пуян пĕлÿллĕ ĕçчене ял тăрăхĕнче кăна мар, районта та хисепленĕ.
80-мĕш çулсен вĕçĕнче Э.Герасимова Çĕнĕ Чалкассинчи вăтам шкула куçнă. Иккĕмĕш Хурамалти пуçламăш шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех учитель ĕçне юратса пурнăçланă. Çын шăпи, халăх интересĕ уншăн яланах чи малта пулнă. Вĕренекенсем ăна юратнă. Вĕсемшĕн Элеонора Кузьминична тăван аппăшĕ те, иккĕмĕш амăшĕ те пулнă. Йывăр вăхăтра кашни ача валли ăшă сăмах тупма пултарнă, ачан кăмăл-туйăмне куçпа пăхса ăнланнă, вĕсен чун ыратăвне пĕрле пайланă.
Килти хуйха-суйха çын çине кăларман – çĕрĕ-çĕрĕпе куççульпе чыхăннă пулсан та ир тăрса тăватă ачана шкула ăсатнă, ура çине тăратнă, пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян ăслă кукамайран, тавçăруллă асаннерен мăнуксем вĕренÿре пулăшу ыйтаççĕ. Элеонора Кузьминичнăн халĕ пушă вăхăт нумай: алсиш-нуски çыхма та, тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме те, курс ĕçĕ çырма та, задача шутлама та вăл ялан хатĕр. Сывлăхĕ кăна пултăрччĕ!
И.ТЕРЕНТЬЕВА.