26 февраля 2010 г.
Пайкилтри "Хĕвел" ача садĕнче уяв умĕн "Супер арçын ача – 2010" хаваслă конкурс иртрĕ. Çак конкурса эпир Тăван çĕршыва хÿтĕлекен кунĕ ячĕпе, пирĕн арçын ачасене, аттесене, асаттесемпе кукаçисене, пиччесемпе шăллăмсене, мĕнпур салтакпа командира халалласа ирттертĕмĕр. Унта арçын ачасем хушшинче чи пултаруллине, чи маттуррине, чи ăслине, чи тавçăруллине, чи-чи супер ачана палăртрăмăр. Конкурса пĕтĕмпе 14 арçын ача хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсемпе паллаштарчĕç, куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç, пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Конкурсра тумсен куравĕ те пулчĕ, жюри комиссийĕ кашни арçын ачана уйрăм номинацире хакларĕ. Конкурс вĕçленсен ачасене пĕчĕк парне тата Грамота парса чысларăмăр.
Л.СТЕПАНОВА, ача сачĕн заведующийĕ.