АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАРТИ ПУРНĂÇ МАНĂÇМАСТЬ

26 февраля 2010 г.

ÇАРТИ ПУРНĂÇ МАНĂÇМАСТЬ

Мирлĕ пурнăç вĕçсĕр-хĕрсĕр мар. Вăхăтран вăхăта лăпкăлăха вăрçă кĕрлевĕ татать. Çар тумĕ тăхăннă çынсем паянхи мирлĕ саманара та яланах сыхă тăраççĕ, пирĕн пурнăçа хÿтĕлеççĕ. Хамăр хушăрах мĕн чухлĕн вĕсем çапăçу витĕр тухнисем...

90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çар службинче тăмалли срока пĕр вăхăт çулталăк çурăлăх туса пăхнăччĕ. Манпа тантăш çамрăксем шăпах çав срока лекрĕç. "Эй, çулталăк çурă мĕн вара, эпир иккĕ служить тунă", – текелетчĕç аслăраххисем. Анчах та çав çулталăк çурă чылайăшĕшĕн икĕ çула тăсăлчĕ. 1994 çул вĕçĕнче чечен вăрçи пуçланчĕ. Паян-ыран киле таврăнмалли салтаксене килĕсенче ашшĕ-амăшĕ куç пек кĕтрĕ. Çавăн пекех Афганистанра пулнисене те... Политиксем пуçланă вăрçă мĕн чухлĕ çамрăкăн пурнăçне татрĕ, инвалид туса, ĕмĕрлĕхех чунĕсене амантса хăварчĕ.

Иртнĕ эрнекун Уçырмари культура çуртĕнче Афганистанри тата Чечняри çапăçусене хутшăннă ентешсем валли тĕл пулу йĕркелерĕç. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин уявĕ умĕн çакăн пек мероприяти ирттерни питех те вырăнлă пулчĕ. "Служаксем" пĕр-пĕринпе тĕл пулма, курса калаçма пултарчĕç. Нумаййăн пухăннă, хăшĕсем ĕç вырăнĕнчен канмалли кун илсех килнĕ пулмалла.

Уява уçнă май Канаш хулипе тата Канаш, Тăвай районĕсемпе ĕçлекен çар комиссариачĕн представителĕ Андрей Наймушин, ветеран-"афганецсен" районти обществăлла организацийĕн председателĕ Владимир Григорьев, ветеран-"афганецсен" канашĕн председателĕн çумĕ Евгений Львов, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Валентина Михайлова пухăннисене ăшшăн саламларĕç. "Эсир курнине, тÿссе ирттернине сирĕн ачăрсен, мăнукăрсен курмалла ан пултăрччĕ", – терĕç.

Мероприяти, паллах, питĕ кăмăллă иртрĕ. Анчах уява чĕннисен списокĕнчи хăш-пĕр ял тăрăхĕсен тĕлĕнче пĕр хушамат та пулманни кăмăлăма хуçрĕ. Вырăнти хуçасем вĕсене уява ярса укçа-тенкĕ тăкаклас темен-ши. Ялти "афганецсемпе""чеченецсенчен" хăшĕсем ĕçкĕ авăрне путнипе хисепрен тухнă теме пулать, йĕркеллисем те пур вĕт-ха. Вăхăтĕнче, çамрăк чухне, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламалла чухне, пурте пĕр тан пулнă. Халĕ вара ытларах япăх ене кăна курма тăрăшатпăр. Анчах начарринче те лайăххине курма пĕлмелле.

И.ВЛАДИМИРОВА.

ŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: Вăрăмпуçĕнче пурăнакан Николай Александровпа Вăтапуçĕнчи Юрий Филиппов Афганистанри çапăçусене хутшăннă, сăртлă-туллă çĕршывра интернационалла тивĕçе пурнăçланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика