АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СУЯПА ИНÇЕ КАЯЙМĂН

12 февраля 2010 г.

Канаш район сучĕ Шăхасан ялĕнче пурăнакан Ю.Денисовăпа Н.Николаевăна суя укçапа усă курнăшăн айăпланă. Çак хĕрарăмсем ĕçкĕпе туслă пулнă. Анчах ĕçме-çиме туянма укçа-тенкĕ кирлĕ-çке. Вĕсем аптарса тăман, майне тупнă. 2009 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче Шăхасан ялĕнче килте тунă эрех туяннă чухне "тавар" хуçине икĕ хутчен 1000 тенкĕлĕх суя укçа тыттарса хăварнă. "Эпир ăслă, çынна ним мар улталатпăр", – тенĕ-ши. Анчах вĕренĕн вĕçĕ пур. Нумай иртĕхеймен "чиперккесем", йĕркелĕх хуралçисен аллине çăмăллăнах çакланнă.

Çак тĕслĕхпе следстви органĕсем РФ Уголовнăй кодексĕн 186 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн уголовнăй ĕç пуçарнă. Саккунпа пăхнă тăрăх, суя укçапа усă курнăшăн 10 çула яхăн ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

Ю.Денисовăпа Н.Николаева судра хăйсен айăпне йышăннине, вĕсен саккуна хирĕçле ĕçĕсене тата ытти сăлтава шута илсе айăплав тĕсне тата наказани виçине палăртнă. РФ Уголовнăй кодексĕн 73 статйипе хĕрарăмсене условно майпа 3 çуллăха ирĕкрен хăтарнă. Приговор саккунлă вăя кĕнĕ.

О.ВАСИЛЬЕВ, Канаш хулипе район прокурорĕн çумĕ, 1-мĕш класлă юрист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика