АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛТИ ВĂХĂТСЕНЕ АСА ИЛЧĔÇ

12 февраля 2010 г.

Энтриялĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕнче шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ иртрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх çак мероприятие кăçал шкултан вĕренсе тухакансем – вунпĕрмĕшсем йĕркелерĕç. 11-мĕш класс ертÿçи И.Федорова, директор çумĕ О.Волкова тата А.Никоноров музыкант ачасемпе уяв программи ха-тĕрлерĕç.

Тĕлпулăва Оля Богдановăпа Дима Иванов ертсе пычĕç. Пулас выпускниксем юрăсем шăрантарчĕç, шкул пурнăçне сăнлакан сценка кăтартрĕç, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă учительсене тата выпускниксене асăнса çурта çутинче ташларĕç.

Тĕл пулăва пирĕн выпускник, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Калининград облаçĕнчен килнĕ хăна Андрей Григорьев, шкул директорĕ А.Гурьев, учительсем хутшăнчĕç. Вăтăр выпускник килчĕ тĕл пулăва. Пĕрисем уяв ячĕпе йĕркеленĕ ташă каçĕнче савăнчĕç, теприсем сăн ÿкерчĕксен альбомĕсене пăхрĕç, учительсемпе кăмăл туличчен калаçрĕç.

О.ВОЛКОВА, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика