АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЯВ ПУРНЕ ТЕ КИЛĔШРĔ

12 февраля 2010 г.

Яланхи йăлапа нарăс уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче кашни шкултах унтан вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ иртет. Савăнăçлă тĕлпулу Хучелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та аван иртрĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне унта хĕрĕхе яхăн выпускник пуçтарăнчĕ. Шкултан тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнă çынсене халалласа тунă сăн ÿкерчĕксен куравĕ пурне те кăсăклантарчĕ: пурте хăйсен сăнĕсене шырама пуçларĕç. Шкулпа çыхăннă нумай-нумай пăтăрмаха, кулăшла самантсене аса илсе стендсем патĕнчен чылайччен каймарĕç.

Выпускниксен ячĕпе шкул ачисем концерт хатĕрленĕ. Математика учителĕ Г.А.Николаева ертсе пыракан 6-8-мĕш классенчи ачасем "Раштав" ятлă литературăпа музыка композицийĕ кăтартрĕç. Турра мухтаса вĕсем сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç. Залри халăх вĕренекенсен пултарулăхне тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем вара шкулпа çыхăннă юрăсем шăрантарчĕç. Концерта Оля Скороходовăпа Нарспи Федорова ертсе пычĕç. Шкул ачисенчен тата выпускниксенчен икĕ команда йĕркелесе КВН вăййисем ирттерчĕç. Унта интереслĕ те хаваслă конкурссем пулчĕç. Аслисен тавра курăмĕ пуянрах пулни палăрчĕ, шкул ачисем те вĕсенчен юлсах каймарĕç. Учительсенчен тăракан жюри туслăх çĕнтерни çинчен пĕлтерчĕ.

Концерт хыççăн шкул директорĕ Л.Г.Алексеева сăмах илчĕ. Вăл выпускниксене саламларĕ, шкулăн хальхи пурнăçĕпе çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. И.Н.Белкова вĕрентекен "Хучел шкулĕн историйĕ" презентаци ирттерчĕ. Тăван шкулпа çыхăннă слайдсене пурте питĕ кăсăкланса пăхрĕç.

Выпускниксем те сăмах илчĕç. Хăйсем шкулта вĕреннĕ вăхăтсене аса илчĕç, учительсене тав сăмахĕ каларĕç. Шкул ачисене вара тăрăшса вĕренме сунчĕç, хальхи пурнăçра вĕреннĕ çынна хакланине палăртрĕç. Çакăн пек тĕлпулусем малашне те пуласса шаннине пĕлтерчĕç. Савăнăçлă пай вĕçленнĕ хыççăн пурте спорт залне çул тытрĕç. Унта çитĕннисемпе шкул ачисем волейболла выляса тупăшрĕç. Выпускниксем хăйсене вĕрентнĕ учительсемпе чылайччен калаçрĕç. Уяв пурне те ки-лĕшнине пĕлтерчĕç.

Э.ФОМИНА, директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика