12 февраля 2010 г.
Ачалăхра майăн 9-мĕшĕ пирĕншĕн чи кĕтнĕ кунсенчен пĕри пулнă-тăр. Юр кайса пĕтсе çĕр пичĕ ешĕл курăкпа витĕнсен шкул картишĕнче горн, параппан сасси кăна янăраса тăратчĕ. Аслăрах классенче вĕренекен арçын ачасем парадра горнпа кăшкăртма, параппан çапма хăнăхнă. Пысăк тăхтав вăхăтĕнче, уроксем хыççăн учительсем ачасене шкул картишĕнче пухса линейкăна тăрататчĕç, унтан вăрçă темипе çырнă юрăсене юрласа стройпа уттаратчĕç. Вăрман уçланки евĕр площадкăра миçе хутчен утса çаврăнман-ши уяв кунĕ çитиччен. Аслă классенче вĕренекенсем малта ялавсем йăтса, эпир вара вĕтĕр-шакăр чи кайра кĕпĕртетсе пыраттăмăр.
Ялти клуб çывăхĕнче вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăк пахчине уявччен пĕр эрне малтан класăн-класăн тасатма яратчĕç. Пахча йĕри-тавра хÿме евĕр пĕр тикĕс ÿсекен çăкасен айĕнче питĕ илемлĕн курăнатчĕ шурă обелиск. Палăк патне утса кĕмелли бетон сарнă тротуар, тăпра купаласа тунă чечек клумбисем... Кивĕ çул-çăсене кĕреплепе тураса пуçтараттăмăр, шăпăрпа шăлса тасататтăмăр, клумбăсем çине чечексем лартаттăмăр, палăкăн тăватă енĕпе вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсен ячĕсене çырса вырнаçтарнă кантăксене шывпа çуса тасататтăмăр. Ку ĕçсене хĕрачасем пурнăçланă. Арçын ачасем арçын учительсемпе пĕрле вăрмана хыр-чăрăш лăсси кайса касса асăну кăшăлĕ хатĕрлетчĕç.
Майăн 9-мĕшĕ çитиччен пĕр эрне маларах аслă классенче вĕренекенсем кашни кунах тăватă ача черетпе палăк патне караул тăма çÿретчĕç. Ăмсанса пăхаттăмăр "честь" парса тăракансене. Вĕсене улăштаракансем бетон тротуар тăрăх салтаксем пек çирĕппĕн утса пыратчĕç.
Уявччен шкулта е килте канфет хучĕсенчен, тетрадь листине тушьпа сăрласа илемлетнĕ хутсенчен касса кăларса чечек евĕр япаласем хатĕрлесе ăна тин çеç çулçă кăларма ĕлкĕрнĕ хурăн е çĕмĕрт тураттисем çине çиппе çыхса вырнаçтараттăмăр. Хăш-пĕр çулсенче йывăçсем майăн 9-мĕшĕ тĕлне çулçă кăларса ĕлкĕрейместчĕç те, пурпĕрех илемлĕ туйăнатчĕç хамăр алăпа хатĕрленĕ хут чечек кăшăлĕсем. Уяв кунĕнче вара ирех тăрса капăрланнă, шурă саппун çакнă, шурă бантиксем çыхнă. Майăн 9-мĕшĕнче тăхăнса кайма çĕнĕ сантали илтерни те пулнă. Шкула çитсен учительсем тепĕр хут "парад репетицине" ирттеретчĕç. Вунă сехетсенче стройпа тăрса, ялавсене çÿле çĕклесе, горн кăшкăртса, параппан çапса урам тăрăх юрласа утаттăмăр. Ватăсем çакна курма хапха умне тухса ларатчĕç, шывланнă куçĕсене шăлатчĕç.
Шкул ачисем палăк патне çитнĕ çĕре унта мĕн чухлĕ çын пуçтарăнатчĕ. Интереслĕ пулнă çав иртнĕ вăхăтсем. Çынсем те пурнăç çине урăхла пăхнă, чунĕсем те ырăрах, çепĕçрех пулнă, пĕр-пĕрне хисеплесси малта тăнă пулĕ. Кăкăр тулли орден-медаль çакнă ветерансем (нумаййăнччĕ вĕсем) палăк çывăхне лартнă вăрăм сĕтел хушшине вырнаçатчĕç. Уява ертсе пыракан вĕсене сăмах парсан пĕрин хыççăн тепри хăйсем вăрçăра мĕн курни-тÿснине каласа паратчĕç, хăшĕсем куççульпех йĕретчĕç. Фронтран йывăр аманса таврăннă Александр Романович Петровăн, Филипп Михайлович Михайловăн, Порфирий Григорьевич Григорьевăн, ыттисен аса илĕвĕсем итлекен чунне хускатмасăр тăма пултарайман-тăр. Халĕ ăнланатпăр: ветерансем çавăн чухне иртнине тепĕр хут куç умне кăларнă-çке-ха, çав асапсене чунпа, ăс-тăнпа тепĕр хут тÿссе ирттернĕ. Ача-пăча ытла айван пулнă çав, кам та пулин тимленĕ-ши вĕсен калаçăвне. Учительсем, курма пынисем итленех ĕнтĕ.
Палăк умне чечексем хунă хыççăн пĕтĕм йышпа клуба кино курма кĕреттĕмĕр. Сивĕ, çумăрлă кунсем те пулнă Майăн 9-мĕшĕнче, анчах палăк умĕнче караулта тăракан ачасем мероприяти вĕçленмесĕр, клубра кино пĕтмесĕр те, хăйсен вырăнне пăрахса кайман. Çакă учительсем шкулта дисциплинăна çирĕп тытнинчен те нумай килнĕ ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те хăйсен ачисене ачаш ÿстермен. Шкулти учительсен йышĕнче вăрçă ветеранĕсем пулни те хăйĕн витĕмне кÿнех пулĕ. Ялти хисеплĕ çынсем Филипп Михайлович Михайловпа Степан Тимофеевич Тимофеев алгебра, геометри предмечĕсене вĕрентнĕ.
Халĕ ĕнтĕ асаилÿри хаваслă самантсем тĕтрелĕхри ÿкерчĕксем евĕрех туйăнаççĕ. Ачасен хаваслă шавĕпе тулакан шкул та çук, палăк патне те никам пырса çÿремест, асăну кăшăлĕ те никам та хумасть. Шкул ачисем Сиккассине вĕренме çÿреççĕ. Сахалах мар вĕсем. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче обелиск патне хамăр ялти ачасем ушкăнпа пырса кайсан та аванччĕ. Вĕсен кашнийĕнех мăн аслашшĕ-кукашшĕсем вăрçăра пулнă е унта пуç хунă. Тахçан-тахçан палăк умĕнче вăрçăран таврăнайманнисене ятран каласа тухаттăмăр, паян вара вĕсене асăнса пĕр чечек кăна пырса хурсан та тем пекехчĕ. Ачасем хăйсем тавçăраймасан учительсен аса илтермеллех.
И.ВЛАДИМИРОВА.