АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "САКĂР ÇУЛТАНПАХ АЛРАН ХУТ КУПĂС ЯМАН..."

12 февраля 2010 г.

Лариса Алексеевна Архипова кун-çулне шкулпа çыхăнтарнă. Вăл 2000 çултанпа Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта тăрăшса ĕçлет, ачасене юрра-кĕвве, тăван культурăна чунтан-чĕререн юратма вĕрентет.

Л.Архипова Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче Алексей Георгиевичпа Зинаида Ильинична Ермаковсен çемйинче çуралса ÿснĕ. 1984 çулта – Эйпуçĕнчи вăтам шкултан, 1988 çулта Канашри педагогика училищин музыка уйрăмĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă.

Лариса Алексеевна музыка уйрăмĕнче юрă-кĕвĕ тĕнчинчи ăсталăха алла илме пулăшнă ăсчах педагогсене ырăпа аса илет. Уйрăмах баянпа ăста калама вĕрентнĕ Николай Федорович Клюев, тĕрлĕ юрăсене сăвăпа килĕшÿллĕ хитрелетсе илемлетме вĕрентнĕ Геннадий Иванович Косолапов, хорпа ĕçлес вăрттăнлăхсене хăнăхтарнă Лия Юрьевна Лазерова вĕрентекенсене тав тăвать.

Пĕрле вĕреннĕ хĕр-тантăшĕсене те асрах тытать, хăш-пĕрисемпе халĕ те туслăха татманни çинчен савăнса каласа парать:

– Манпа пĕрле вĕреннĕ Галя Максимова Вăрнар районĕнчи Кивĕ Вăрмар шкулĕнче ĕçлет, Марина Алтунина тата Ирина Лукина - Канашри вăтам шкулсенче, Любовь Чернова Канаш районĕнчи Шаккăл шкулĕнче ачасене вĕрентет, – ăшшăн аса илет Лариса Алексеевна. - Канаш хулинчи 6-мĕш номĕрлĕ вăтам шкул çумĕнче йĕркеленĕ "Созвездие" ташă ушкăнĕн ертÿçипе Татьяна Бойчукпа уйрăмах питĕ туслă. Çак туслăх юрă-кĕвĕпе ташă пĕрлешĕвĕн хăватлăхĕнче палăрать. Пирĕн çемьесен хушшинчи туслăх çулсерен çирĕпленсех пырать.

– Апла эсир чăваш композиторĕсемпе те туслă пулĕ;

– Туслă, анчах пуринпе те мар паллах. Хамăр районти Александр Никоноров, Николай Михайлов, Валентин Кузнецов, Вăрнарти Николай Иванов композиторсемпе юрă тĕнчинчи çĕнĕлĕхсемпе сăмах хускатса ĕçре татах та тăрăшса ĕçлес килет.Çак композиторсен тата Юрий Кудаков, Анатолий Никитин хайлавĕсене тата Виталий Адюков репертуарĕнчи юрăсене вĕрентсе, е концертсенче, тĕрлĕрен уявсенче юрласа халăхсем хушшине сарма тăрăшатăп.

Лариса Алексеевна нумаях пулмасть ачасене тăрăшса вĕрентес ĕçри ăсталăха хакласа ĕç укçине тÿлес ĕçри пĕрремĕш категорине хÿтĕлерĕ. Вăл районти шкулсенче музыкăна вĕрентекенсене "Музыка и кино", "Бардовские песни" уçă уроксемпе савăнтарса тĕлĕнтерчĕ.

2003 çулта "Çулталăк учителĕ" конкурса хутшăнса "Сердце отдаю детям" номинацире иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Районти тăван ен культурине вĕрентекенсене "Край, в котором я живу" сăвă-юрă, ташă композицийĕпе савăнтарчĕ.

Вăл педагогика училищинчен вĕренсе тухсан икĕ çул Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Выçли ялĕнче, сакăр çул Канаш районĕнчи Ухманти вăтам шкулсенче тăрăшса вăй хунă.

Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта Лариса Алексеевна вĕрентнĕ шкул ачисенчен: Максим Федоров, Лилия Платонова, Лидия Тимофеева Канашри педагогика училищин музыка уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ унта Татьяна Тимофеева ăс пухать. Иртнĕ çулта Татьяна Петрова И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн музыка уйрăмĕн-чен ăнăçлă вĕренсе тухрĕ.

1988 çулта Лариса Алексеевнăпа Сергей Геннадьевич Архипов çемье çавăрнă. Сергей Геннадьевич, техникăпа туслă çын, Канаш хулинчи пĕр заводра шоферта ĕçлесе пурăннă пулнă. Лариса Алексеевна ывăлпа хĕр çитĕнтерет. Асли, Евгений, 2009 çулта Канашри педагогика училищин физкультура уйрăмĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Халĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче ăс пухать. Настя Канашри пĕрремĕш " вăтам шкулти 9 класра вĕренет, спортпа çыхăннă тĕрлĕрен ăмăртусене хастар хутшăнма юратать. Уйрăмах йĕлтĕрпе чупма, волейбол, баскетбол ăмăртăвĕсене кăмăллать

– Иртнĕ çулта республикăра хытă чупассипе йĕркеленĕ ăмăртура виççĕмĕш вырăна тухса савăнтарчĕ, – тет Лариса Алексеевна.

Ю. НИКИТИН, обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика