12 февраля 2010 г.
Канашра Шăхран урамĕ вăрăм мар - несĕлсенчен архитектура палăкĕ вырăнне юлнă шыв башни умĕнчен пуçланать те Ухман сали еннелле пĕр çухрăма тÿп-тÿррĕн тăсăлать. Малтанхи раймаг вырăнĕнче пĕлтĕр çĕкленсе ларнă капăр "Трапеза" каферен пăрăнтăм та хирĕç касса вĕрекен çиле хирĕç юр хĕвсе тултарнă урампа анаталла утрăм. Хăвăртах тупрăм хама кирлĕ çурта. Кирпĕчрен купаланăскер, йывăç пÿртсен ретĕнче тÿрех куç умне тухса тăрать. Хапхана хуллен тĕкрĕм кăна, картишĕнче йытă вĕрнĕ сасă илтĕнчĕ. Хам-хам, кунта эпĕ хуçа хам, уттар хăвăн çулупа, тенĕн кăмăлсăррăн хамлаткаларĕ те кăкаркăçри хура çăмламас хуралçă, çенĕкрен тухнă хĕрарăм хушăвне тăнласа, хăмаран тунă ÿпле-йăви умне кайса выртрĕ.
"Ан хăрăр, çыртмасть вăл", - терĕ Алевтина, Мария Федотовнан кĕçĕн хĕрĕ. "Ăçтан пĕлетĕн - тем шухăш-ха пуçĕнче. Хÿри кукăр вĕт унăн", - çапла шÿтлесе картлашкаран хăпартăм. Вулаканăм, сана вăрттăн калам-ха: "Килес пулсан, эсир кăнтăрлаччен çитме тăрăшăр. Атту анне килте лармасть, пĕрмай таçта чупать", - тенĕччĕ мана маларах Алевтина телефонпа, эпĕ Мария Федотовна çинчен "Канаш ен" хаçатра тĕрленчĕк çырма кăмăл тунине пĕлтерсен. Ара, çырма сăлтавĕ те самаях витĕмлĕ-çке: иртнĕ çул, юпа уйăхĕн вĕçĕнче, потребкоопераци ветеранĕ М.Ф.Семенова 80 çул тултарчĕ! Канашри Чукун çул урамĕнчи 163-мĕш çуртра вырнаçнă хуçалăх таварĕсен магазинĕнче заведующи пулса шăп та лăп чĕрĕк ĕмĕр ĕçленĕ вăл.
Пÿрте кĕнĕ-кĕменех тарават кил хуçи мана сĕтел хушшине лартрĕ, сиплĕ пылак чейпе сăйларĕ. Чун сассипе шăранса шăнкăр-шăнкăр шыв юххиллĕн тăсăлчĕ вара пирĕн шăкăл-шăкăл калаçу.
Мария Федотовна хамăр районти Калиновка ялĕнче çуралнă (чăваш ялне чăвашла Паланкасси темелле те, хитре янăракан сăмахран пăрăнса, темшĕн вырăслах калатпăр). Кунта унăн ачалăхĕ иртнĕ. Ашшĕ, Федот Петрович, тата амăшĕ, Мария Андреевна, ĕçчен çынсем пулнă, çавăнпах çирĕп хуçалăх тытнă. Пĕр ял çыннипе пĕрле вĕлле хурчĕсем ĕрчетнĕ. Вăтăрмĕш çулсен вĕçĕнче Сталин пуçарнă репресси тапхăрĕ çĕршывра асар-писер алхаснă. Хăрушă вăхăт пулнă ун чухне: пĕр-пĕр кĕвĕç карма çăвар элекĕпе таса чунлă çынсене вилĕм лагерĕсене ăсатнă. Федот Петрович, ура çинче çирĕп тăракан хресчен, çак инкекрен хăтăлайман: кулак тесе айăпланă та ăна, Архангельск облаçне ссылкăна янă. Унтан каялла таврăнайман вăл.
Унăн тар юхтарса пухнă пурлăхне салатакансем вара чылаййăн тупăннă. Кил-çурта та, хуралтăсене те торгипе сутса пĕтернĕ. "Пÿрте салатса кÿршĕ яла турттарса кайни халĕ те куç умĕнче, - тет Мария Федотовна. - Хапхана хамăр ялсемех туянчĕç". Паллах, çак йĕркесĕрлĕх унăн чĕрине тарăн вырнаçса юлнă. Амăшĕпе çĕр пÿртре нушаланса пурăннине манма пулать-и вара; Тăлăха юлнă ултă ачине пĕччен ÿстерсе çын тунă, тивĕçлĕ пĕлÿ панă Мария Андреевна, пăтранчăк та тискер самана йывăрлăхне парăнман харсăр чăваш хĕрарăмĕ.
Ялти шкултан вĕренсе тухсан Мария çутă ĕмĕт-тĕллевсемпе хавхаланса Шупашкара çул тытнă. Анчах часах каялла таврăнма тивнĕ - вĕреннĕшĕн те, пурăннăшăн та укçа тÿлемелле пулнă хулара. Паллах, амăшĕ пулăшайман ăна, унăн пысăк çемьене тăрантармалла пулнă. Колхозра канăçа пĕлмесĕр вăй хурсан та укçа паман ун чухне, куллен çырса пынă ĕçкунĕпе пурнăçа мĕнлерех саплаштарса пынă-ши тулĕк асатте-асаннесем; Мария ялти ĕне фермине дояркăна вырнаçнă, сысна кĕтĕвне çÿренĕ. Амăшĕ ĕçчен хĕрне пăхса ытарайман. "Мана пулăшакан пултăн эсĕ, хĕрĕм, малашне эпир те çынран юлмăпăр-ха", - тенĕ куççулĕ витĕр савăнса. Амăшĕн сăмахĕсене Мария Семенова паянхи кунччен те манаймасть. Пурнăçри çав эрлĕклĕ самантсене епле асран кăларăн-ха; Кинохроникăн уйрăм кадрĕсем евĕр куç умне яр-уççăн тухса тăраççĕ вĕсем.
1951 çулта Мария Красноармейски районĕн каччипе Нил Семеновпа пĕрлешсе çемье чăмăртанă. Юратнă мăшăрĕ Канашра вакунсем юсакан заводра ĕçленĕ. "Упăшка тăванĕсем хăйсем те йышлăччĕ, пĕчĕк пÿртре пурне те тăвăрччĕ, çавăнпа туй хыççăн Канаша куçса килтĕмĕр", - аса илет Мария Федотовна. Завод ертÿçисем вĕсене пĕр пÿлĕмлĕ хваттер уйăрса панă. Паллах, çамрăк мăшăршăн çакă пысăк телей пулнă. Мария валли те ĕç тупăннă: хулари коопсбытсекци председателĕ Ефим Першев ăна ларека сутуçăна йышăннă. Кăштахран Канашри Ленин проспектĕнче вырнаçнă комисси магазинне куçнă. Ун хыççăн райпон çĕнĕ председателĕ Сергей Поземнов ăна Вырăскас Пикших ялĕнчи магазин заведующийĕ пулса ĕçлеме янă: "Растрата тунă пулнă ку магазинта. Пирĕн, Фекла Илюшинăпа иксĕ-мĕрĕн, ял çыннисен шанăçне тÿрре кăлармаллаччĕ". 1964 çулта Мария Семенована хулари ваккăн сутă тăвакан магазин заведующийĕ пулма уйăрса лартнă та унта тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă харсăр сутăçă.
Мария Федотовна чылай çул пĕрле килĕшÿллĕн ĕçленĕ Валентина Егорова, Анастасия Павлова, Алевтина Архипова, Мария Егорова сутуçăсене, Деомид Алексеев хуралçă-кочегара тулли кăмăлпа аса илчĕ. Çак туслă коллектив районти потребобщество тытăмĕнчи суту-илÿ предприятийĕсен ĕçлĕ тупăшă-вĕнче пĕрмаях малти ретре пулнă, тавар çаврăнăшĕ енĕпе çулталăк, пилĕк çуллăх планĕсене ялан ирттерсе пурнăçланă. Ĕçре ÿсĕм-сен çулĕпе малалла сулмаклăн утма хавхалантараканĕ вара, паллах, магазин заведующийĕ Мария Семенова пулнă.
- Плансем чăннипех те пысăкчĕ. Эпир вĕсене ялан тултарма тăрăшнă. Çавăнпа халăха кирлĕ таварсене илме тĕрлĕ хуласене тухса çÿреттĕмĕр. Свияжскран - холодильниксем, Çĕмĕрлерен сĕтел-пукан турттарса килеттĕмĕр. Таварсене автомашина çине хамăрах тиенĕ, хамăрах пушатнă. Вăй-хал пур-ха, тен, халĕ те ĕçлеме пултаратăп пуль", - терĕ вăл. Унтан çапла хушса хучĕ: "Çук çав, ватăлтăм ĕнтĕ. Сакăр вунна çитсессĕн ăс-тăн хавшать".
Ĕçтешĕсемпе кунĕпех магазинта тăрмашнă Мария Федотовна: прилавок умĕнче тăнă, тавар илме тухса кайнă. Ĕç кунĕ вĕçленсен сутуçăсемпе канашланă: палăртнине пурнăçларăмăр-и, ăçта йăнăш турăмăр; Кăлтăксем пулсан вĕсенчен çийĕнчех хăтăлма тăрăшнă. Çакă кирек мĕнле ĕçре те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпах ĕнтĕ райпон хуçалăх таварĕсен магазинне (халĕ вăл "Шихраны" ятлă) хулара пурăнакансем те, ял çыннисем те юратса çÿренĕ.
Коллектив тавралăха тирпей-илем кÿрессипе те нумай тимленĕ. Магазин çумĕнче халĕ шурă пилĕклĕ яштака хурăнсем кашласа лараççĕ. Çуркунне вĕсем ешĕл çулçă-шÿлкеме çакаççĕ те, кунта çепĕç шăпчăксем иленеççĕ. Хурăнсем кĕркунне сарă тумĕпе кăмăла çĕклеççĕ. Магазин заведующийĕ Мария Семенова пуçарнипе лартнă вĕсене. "Ятарласа автомашина тара тытса хунавсене Комсомольски лесничествинчен кÿрсе килтĕмĕр. Чăрсăр ачасем хуçса-ватса пĕтернипе йывăçсем аталанаймарĕç. Тепре кайса килтĕмĕр Каçал вăрманне. Ку хутĕнче хурăнсене сиен тăвакансем пулмарĕç. Халĕ магазин умĕпе иртнĕ чух хурăнсене курсан хамăн та чун çĕкленет", - савăнăçне пытармасть Мария Федотовна.
Ĕçне кура - хисепĕ, теççĕ халăхра. Мария Семенована "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçле-нĕшĕн", "Ĕç ветеранĕ" медальсемпе, кăкăр çине çакмалли "Совет потребителĕсен суту-илĕвĕн отличникĕ", "Чи лайăх продавец", "Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи" паллăсемпе наградăланă, унăн сăнĕ çулран-çул райпори Хисеп хăми çинче пулнă. Турист путевкисемпе те нумай хутчен хавхалантарнă: Мария Федотовна Болгари çĕршывне, Ялта, Кисловодск, Ессентуки курорт-хуласене канма кайса килнĕ, Мускавра, Одессăра, Чулхулара экскурсисенче пулнă.
Упăшки вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн ачисем пăрахмаççĕ Мария Федотовнăна. Пурте Канашра пурăнаççĕ вĕсем, амăшĕ патне тăтăшах килсе çÿреççĕ. Алевтина хула больницинче вăтăр çул медсестрара ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Олег - чукун çул ĕçченĕ, Лидия - бухгалтер. Çичĕ мăнук. Пурте пĕрле тăван киле пуçтарăнсан чĕвĕлти пепкесене пăхса ытараймасть Мария Федотовна. "Телейлĕ эпĕ", - тет вăл чун-чĕре хаваслăхпа тулнă çакнашкал çĕкленÿллĕ самантра.
А.ВЛАДИМИРОВ.