12 февраля 2010 г.
Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкул – районта çеç мар, республикăра та чи ваттисенчен пĕри. Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпÿ уесĕнчи Шăхасан ялĕнче 1819 çулта Хусан Турă амăшĕн чиркĕвĕн священникĕ Яков Данилович Каменский чиркÿпе прихут шкулĕ уçнă. 1907-1911, 1914-1917 çулсенче кунта чăваш поэчĕ, драматургĕ, прозаикĕ, патшалăх тата общественность деятелĕ Çеçпĕл Мишши (М.К.Кузьмин) вĕреннĕ. Шкул пурнăçĕн тапхăрĕсем: 1819 çултан прихут шкулĕ; 1845 çултан арçынсен пуçламăш училищи; 1889 çултан хĕрарăмсен училищи; 1912 çултан земство училищи; 1917 çултан аслă пуçламăш училище; 1918 шкултан малтан пĕрремĕш, кайран иккĕмĕш пусăмлă совет шкулĕсем; 1934 çултан вăтам шкул; 1952 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе шкула Çеçпĕл Мишшин ятне панă.
Иртнĕ эрнекун Шăхасан шкулĕн аслă та çутă актовăй залĕ педагогика ветеранĕсемпе, тĕрлĕ çулсенче кунтан вĕренсе тухнă çынсемпе, вĕренекенсемпе тулчĕ. Чи малтанах хăнасене шкул директорĕн çумĕ В.Спиридонова çĕнĕ шкулти вĕренÿ класĕсемпе, тĕрлĕ предметсен кабинечĕсемпе, ĕç пÿлĕмĕсемпе, библиотекăпа паллаштарчĕ. Чăнах та, Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров калашле, кун пек шкулта япăх вĕренме, ĕçлеме намăс. Пур çĕрте те тирпейлĕх, хăтлăх, тасалăх хуçаланать.
Уяв программине ертсе пыракан С.Петровпа К.Егорова пухăннисене шкулăн çуралнă кунĕ тата Вĕрентекенсен çулталăкĕ ячĕпе чĕререн тухакан сăмахсемпе саламларĕç, шкул директорне В.Федорова уява уçма сăмах пачĕç. Владимир Иванович саламлă сăмахсем хыççăн шкулăн кун-çулĕпе, унтан вĕренсе тухнă паллă çынсемпе, ĕçпе чапа тухнă педагогсемпе паллаштарчĕ. Шăхасан шкулĕнче Чăваш Республикин 5 министрĕ – А.Зверев, В.Каховский, М.Макаров, Н.Счетчиков, П.Капитонов, профессорсемпе наука докторĕсем 15-ĕн, наука кандидачĕсем çирĕме яхăн, В.Михайлов, И.Филиппов тата Е.Васильев генерал-майорсем, 20 ытла полковник вĕреннĕ. А.Мясников, М. Ильина – РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем, А.Смирнов – Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, В.Куликовпа Э.Семенова та – республикăн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем. В.Федоров, В.Спиридонова, И.Христофорова, Р.Ефимова "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Шкулта Чăваш Республикин прокурорĕн çумĕсем пулса ĕçленĕ М.Белоруссовпа В.Никифоров та ăс пухнă.
Педагогсен коллективĕ 32 çынран тăрать. Шкул Раççей Федерацийĕн Президенчĕн, Чăваш Республикин Президенчĕн гран-чĕсене çĕнсе илнĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулне виçĕ хутлă капăр çуртра пуçланă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов та шкул пирки нумай ăшă сăмах каларĕ.
– Хисеплĕ ветерансем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем тата хăнасем. Шкула никĕсленĕренпе 190 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп. Çак çулсем хушшинче мĕн чухлĕ çамрăк вĕренсе тухса çĕршывшăн усăллă çынсем пулса тăман пуль. Канаш çĕрĕ çинче, тăван республикăра ĕçлекенсем тем чухлех. Вĕсем вăрăм çула тухма путевка панă шкулăн чапне ÿкермеççĕ. Педагогика ветеранĕсене, вĕсен ĕçĕсене малалла тăсакансене çĕре çити тайма пуç. Пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, çитĕнÿсем сунатăп. Яланах ырра шанăр! – терĕ Владислав Васильевич.
Çавăн пекех районăн иртнĕ çулхи ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Пушă алăпа килмен вăл. В.Спиридонова, Л.Григорьева, И.Христофорова, О.Иванова, Р.Егорова, Г.Фадеева вĕрентÿçĕсем валли район администрацийĕн хисеп хучĕсем илсе килнĕ. Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев тата Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçин çумĕ Ю.Александров тата В.Зефиров бригадир стенана илемлетме пысăк картинăсем парнелерĕç. Вĕрентÿ тата наука ĕçче-нĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ С.Васильева педагогика ĕçченĕсене С.Смолинана, Т.Романовăна тата Г. Ефимовăна хисеп грамотипе пĕрле хĕрарăмсен чи юратнă пылак çимĕçне тарăн сумкăран кăларса пачĕ. Торт пулчĕ вăл.
Хăйне вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕрентекенсене тав тума Мускавран В.Ильин полковник килнĕ. Унăн çывăх тăванĕн хĕрĕ, Хăрушсăрлăх федераллă службин лейтенанчĕ К.Ильина парса янă кĕнеке шкул библиотекин сентри çинче хăйĕн вырăнне тупрĕ. Çавăн пекех Вячеслав Михайлович çемье библиотекинчи 50 яхăн кĕнекене унта куçарни çинчен пĕлтерчĕ.
Вăрçă тата педагогика ветеранне А.Смирнова микрофон умне хыттăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Алексей Егорович шкулта вĕреннĕ, вĕрентнĕ çулсене, ĕçтешĕсене, пĕрле çапăçу хирне тухса кайнă ентешĕсене аса илчĕ. Чылайăшне ятранах каласа тухрĕ. Ытларах хул пуççисем çине офицер пакунĕсем çакнă çынсем çинче чарăнса тăчĕ.
"Шкул пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк, пархатарлă. Вĕрентекенсен алли витĕр миçе пин ача тухса пурнăç çулĕ çине тăман пулĕ. Çамрăксен театрĕ сирĕнпе туслă пулнишĕн çав тери савăнать. Мĕн-ма тесен эпир те, эсир те çамрăк ăрăва тăван халăхăн ĕмĕртенпе пухăнса пынă ăсне, чысне, ырă йăли-йĕркине чуна хывма пулăшатпăр. Сирĕн шкулта кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши вĕреннишĕн çав тери хĕпĕртетпĕр. Ăнăçу сире!". Çак ытарлă сăмахсене Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ, Халăхсен туслăхĕ орденлĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ, Татмăш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ В.Сергеев каларĕ. Вăл шкул библиотекине кĕнекесен пуххине парнелерĕ.
Çавăн пекех уяв каçĕнче педагогика ветеранĕ, ачасене нумай çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ А.Сергеева, шкул çуртне тунă "Алза" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ С.Лаврентьев тухса калаçрĕç.
Çеçпĕлти "Шĕкĕр" фольклор ансамблĕ, районти культура çурчĕн ĕçченĕсем, Шăхасан шкулĕнчи вĕрентекенсен тата вĕренекенсен хорĕсем, С.Петровпа А.Сергеева юрăçсем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсен ушкăнĕ сăвăсем вуласа хăнасен кăмăлне çĕклерĕ.
В.АЧЧА.