12 февраля 2010 г.
Правительство çуртĕнче республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне ÿстерес енĕпе ĕçлекен комисси çумĕнчи агропромышленность комплексне, пĕчĕк предприниматтеллĕхе тата тавар рынокне хăват кÿме йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Раççей Президенчĕн Федерацин Атăл тăрăхĕнчи округĕн полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи М.Канкулов, ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ И.Моторин, ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, суту-илÿ тата тирпейлекен предприяти ертÿçисем хутшăннă. 5 çул хатĕрленĕ, кăçалхи нарăсăн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ "Раççей Федерацийĕнче суту-илĕве патшалăх енчен йĕркелемелли никĕс çинчен" саккуна хак панă. Пĕрлешÿри пысăк апат-çимĕç предприятийĕсен ÿлĕм хушма суту-илÿ лаптăкĕ туянма, арендăна илме юрамасть. Саккун апат-çимĕçпе тивĕçтерекенсемпе суту-илÿ предприятийĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме май парĕ.
М.Игнатьев палăртнă тăрăх, Чăваш Енри тăпрара йывăр металл палăртнă виçерен темиçе хут сахал, сиенлĕ хутăшсем çук. Çавăнпа çимĕç экологи тĕлĕшĕнчен таса. Çĕр улми туянма акă Мускав таранах килеççĕ. Чăх-чĕп фабрикисем те ырă ятлă, конкурссенче ылтăн медальсене тивĕçни те пур. Çав вăхăтрах лавкка сентрисем урăх регион таварĕпе тулаççĕ.
Республикăра туса илнĕ ял хуçалăх апат-çимĕçне анлăрах сутас-вырнаçтарас тĕллевпе вĕсене рекламăлама, тавар пахалăхне лавккарах хаклама дегустаци ирттерме, кану кунĕн ярмăрккисем йĕркелеме сĕнчĕç. Суту-илÿ ĕçченĕсене çĕнĕ саккун пысăк витĕм кÿрĕ.
В.ГРИГОРЬЕВ.