АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИККĔМĔШ ÇУЛ ĔÇЛЕТ

10 февраля 2010 г.

Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта кăçалхипе иккĕмĕш çул 16-мĕш " пушар хуралĕн чаçĕ ĕçлет. Пушар хуралĕн чаçĕнче вут-кăвара хирĕç кĕрешме ятарлă автомашина, мотопомпа тата ятарласа çирĕплетнĕ çынсем пур. Иртнĕ çулта районта пушарсене сÿнтерме 44 хутчен тухнă. Инкек-синкеке сирсе ярас тĕллевпе ял çыннисемпе тĕллевлĕ калаçусем ирттернĕ, рейдсене хутшăннă.

Иртнĕ çулта çавăн пекех вĕрентÿ ĕçĕсене те хутшăннă. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче эвакуаци йĕркеленĕ, медперсонала пушара хирĕç кĕрешмелли инвентарьсемпе ĕçлеме вĕрентнĕ. Çак ĕçсене туса ирттернĕ çĕре ВДПО, районти милици, 15-мĕш " ПЧ, медицина тата газ службисен ĕçченĕсем те хастар хутшăннă.

Кăçал нумаях пулмасть пирĕн пушар хуралĕн чаçĕ çумне çирĕплетнĕ объектра (Шăхасанти районсем хушшинчи психиатри больници) канашлу туса ирттернĕ, больница ĕçченĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн иртнĕ çулти лару-тăрăвĕпе паллаштарнă, кăçалхи ĕç планĕсене пăхса тухса çирĕплетнĕ.

16-мĕш " ПЧ руководстви.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика