АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛАН АСРА ВĔСЕН СĂНАРĔ

10 февраля 2010 г.

Учитель çулталăкĕ старт илчĕ. Кăçалхи çула вĕрентекенсене халаллани ахальтен мар. Унăн тĕллевĕ – вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатасси, ĕç рынокĕнче тупăшма пултаракан профессионал вĕрентекен кадрсене хатĕрлесси, республикăн ăс-хакăл вăй-хăватне çĕнетсе аталантарасси, вĕрентекен профессийĕн сумне ÿстерме ăнăçлă майсем туса хурасси. Хамăрăн хаçат страницисенче районти шкулсенчи пултаруллă, пуян опытлă педагогсемпе паллаштарсах тăрăпăр. Чи лайăх учительсен опытне активлăн пропагандăлама тăрăшăпăр.

Пирĕн шкулсенче ăста вĕрентекенсем сахал мар. Паян тата пĕрне ырласа теприне хурлама май та çук-тăр. Халĕ учитель профессине алла илсен те шкула ĕçлеме каякан çамрăк сайра. Çавăнпа та учительте чи чăтăмлисем, хастаррисем, пуян пĕлÿллисем ĕçлеççĕ. Самана пысăк хăвăртлăхпа улшăнса пынă пирки вĕсен кашни кун тенĕ пекех вĕренÿ процесĕнчи ĕçлев меслечĕсене çĕнетсе пыма тивет.

Те шкултан вĕренсе тухнăранпа чылай çул иртнипе, те çамрăклăх çулĕсем хыçа юлса пынипе, хам вĕреннĕ шкулти учительсене час-часах аса илетĕп. Иртнишĕн тунсăхлани-ши ку; Ара, ялти шкула та аркатса тăкрĕç те ĕнтĕ... Çапах та эпир унта ăс пухнă, ырра вĕреннĕ. Пире учительсем çав тери лайăх вĕрентнĕ.

Пĕлÿ тĕнчине алран тытса çавăтса кĕнĕ Лариса Александровна Ивановăпа Любовь Александровна Ивановăна мĕнле манма пулать-ха; Вĕсем кĕçĕн класс ачисене вĕрентекенсем пулнă. Урокра мĕнле калаçни, кашни ачана мĕнле чĕнни, доска умĕнче еплерех тăни, сас палли çырма, вулама вĕрентни, тумланни, тута-çăвар хусканăвĕ, ятлани нихăçан та манăçмаççĕ. Хăйсем питĕ тирпейлĕччĕ, пире те çавнах хăнăхтарнă. Мĕнле хитреччĕ вĕсен почеркĕ, эпир хĕрачасем пурте вĕсем пек пулма тăрăшнă пулĕ. Класри стендсене тĕлĕнмелле илемлĕ тăватчĕç тата. Вĕсем паян, техника вăйлă аталаннă тапхăрта та пахалăх енчен япăх пулас çук. Хамăра та ĕçлеттернĕ. Шăпах кĕçĕн класра илнĕ хăнăхусем пурнăçра пулăшса пыраççĕ те: çĕлеме, тĕрлеме, тĕрлĕ аппликацисем тума, çырма, иртен-пулана сывлăх сунма тата ытти те.

Нина Алексеевна Агусева пире вĕрентмен пулин те, темиçе урок ирттернĕ. Вăл ÿкерме вĕрентни куç умĕнче юлнă. Çак учительсем чăннипех те пирĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнче пулнă. Кашни ача мĕнле çемьере, мĕнлерех условисенче, камăн ашшĕ-амăшĕ ачине еплерех воспитани пама пултарнине курса-пĕлсе тăнă-çке вĕсем. Эпир, ача-пăча, çакна ăнланма та, ăнкарма та пултарайман ун чухне.

Аслăрах классене куçсан математикăна Степан Тимофеевич Тимофеев, Елизавета Ивановна Иванова, вырăс чĕлхине тата литературине Мария Емельяновна Кузьмина, Нина Сайфулловна Кочанова, чăваш чĕлхине тата литературине Лариса Ильинична Биккина, Людмила Порфирьевна Григорьева, физкультурăпа Вячеслав Васильевич Сурнаев, химипе биологи, географи предмечĕсене Анатолий Павлович Павлов, физикăна Николай Егорович Егоров вĕрентетчĕç. Пĕр вăхăт историне Илья Никифорович Губанов, Константин Степанович Соловьев та вĕрентнĕччĕ. Пурте ырă та сумлă çынсем. Шел те, вĕсенчен хăшĕсем пурнăçран вăхăтсăрах уйрăлса кайрĕç. Пирĕнтен чылай аслăраххисем те çак вĕрентекенсене ăшшăн аса илеççĕ.

90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Сиккасси шкулĕнче вăтам пĕлÿ илтĕмĕр. Чăваш чĕлхине тата литературине пире Антонина Дмитриевна Абаськина, математикăна Галина Семеновна Павлова, географипе биологине Василий Андреевич Ипатьев вĕрентрĕç. Вĕсем халĕ пурте тивĕçлĕ канура. Хăйсем вĕрентнĕ ачасен кун-çулĕпе, çитĕнĕвĕпе интересленсех тăраççĕ. Паян шкулта ĕçлекенсем вара хăйсен ăсталăхне çуллен ÿстерсе пыраççĕ. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса мала тухаççĕ, грантсем çĕнсе илеççĕ.

Асрах тăван шкул, унта ĕçленĕ учительсем. Учитель çулталăкĕнче ирттерекен мероприятисене пенсионер-вĕрентекенсене те чĕнме манмалла мар, ман шутпа.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика