АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАМРĂКСЕНЕ – ПАТРИОТИЗМ ВОСПИТАНИЙĔ

10 февраля 2010 г.

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕччен районта оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ пыни çинчен вулакан пĕлет паллах. Арçын ачасемпе яшсене çар ретне тăма хатĕрлес тата çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас тĕллевпе ăна çулсеренех йĕркелесе ирттереççĕ. Кăçалхи уйăхлăх та ытти çулсенчи пекех тĕллевлĕ мероприятисемпе пуян.

Уйăхлăх ĕç планне шашка-шахмат, хоккей, волейбол вăййисене, винтовкăран тĕл перессине, йĕлтĕрпе ăмăртассине кĕртнĕ. Вĕсем пурте шкул ачисем хушшинче иртекен Спартакиада шучĕпе иртеççĕ. Çамрăксем çавăн пекех çарпа патриотизм тематикипе ÿкернĕ плакатсемпе ÿкерчĕксен конкурсне, Çар вăйĕсен историйĕпе çыхăннă конференцисене, "çавра сĕтелсене", интеллектуаллă вăйăсене хутшăнаççĕ. Уйăхлăх пынă тапхăрта шкулта вĕренекенсем РФ Геройĕ Н.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч шкулĕнчи Ĕçпе çар мухтавĕн музейне çитсе килеççĕ, кадетсемпе тĕл пулу йĕркелеççĕ.

Оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхне Раççейри обществăлла патшалăх организацийĕ ДОСААФăн Канашри автошкулĕ те хастар хутшăнать. Асăннă автошкулăн начальникĕ Валерий Анисимов пĕлтернĕ тăрăх, уйăхлăх вăхăтĕнче курсантсене автошкул тата оборона пĕрлешĕвĕн историйĕпе тĕплĕн паллаштараççĕ, çавăн пекех Аслă аттелĕх вăрçин тата афганпа чечен событийĕсене хутшăннă ветерансемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Плана çавăн пекех автомногоборье те кĕртнĕ, çак ăмăртура кашни курсантах руль умне ларса хăйĕн ăсталăхне кăтартма пултарать. Шкул тирĕнче тĕл перекенсем тупăшĕç, çак ăсталăх вĕсене Раççейри çар ретне тăрсан пулăшу çеç кÿрĕ. Ăста водительсемпе "снайперсем" çинчен уйăхлăх вĕçленсен хаçатăн çитес номерĕсенче тĕплĕнрех çырса пĕлте-рĕпĕр.

Тата çакна палăртса хăварма кăмăллă, кăçал çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Канашри автошкул 50 çулхи юбилейне паллă тăвĕ. Унăн историйĕ Канаш хулинчи Канаш урамĕнчи пысăках мар çуртран пуçланать (халĕ унта Раççейри обществăлла патшалăх организацийĕ ДОСААФăн вырăнти уйрăмĕ вырнаçнă). Çав çуртра 1960 çулта Канашри автомотошкул ĕçлеме пуçланă. Аслă Аттелĕх вăрçин паллă асĕ, Совет Союзĕн виçĕ хутчен Геройĕ А.Покрышкин тăрăшнипе патшалăх шайĕнче автошкулăн çĕнĕ çуртне хăпартма йышăну тунă. 1980 çулти чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче фундаментăн пĕрремĕш свайне çапнă, 1982 çулта хальхи автошкул пĕрремĕш курсантсене йышăннă.

Нумаях пулмасть кăна-ха, çар ретне тăма хатĕрленекен йĕкĕтсемпе яшсем, водитель удостоверенине вырăнти çар комиссариачĕ урлă автошкулта укçасăр вĕренсе алла илетчĕç. Тĕрлĕ сăлтавсене пула çак çăмăллăх вăйне çухатнăччĕ, çавна май укçа тупса çитереймен çамрăксем хĕсмете хушма профессисĕрех кайма тытăнчĕç. Çар техники вара кашни чаçрах çителĕклĕ, водительсене вырăнта хатĕрлесси вăхăт тытать.

Çакна Оборона министерстви те лайăх ăнланать, иртнĕ çулти раштав уйăхĕнчен курсантсене çар комиссариачĕ урлă каллех укçасăр вĕрентме тытăнчĕç. Паянхи куна çак мелпе автошкулта 3 взвод водитель удостоверенине алла илме хатĕрленет, набор малалла пырать. Канашри автошкулта çавăн пекех çар комиссариачĕ урлă Д, Е категорисем çине республикăри кашни çамрăках вĕрентме тытăнĕç. Пурăнмалли условисем хăнасем валли автошкул çуртĕнчех пур. Апла пулсан Канаш хулинчи Толстой урамĕнче 12-мĕш çуртра вырнаçнă автошкула республикăри кашни çамрăках пĕлме пуçлĕ, вĕсене унта пурне те хапăл тусах кĕтеççĕ.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика