10 февраля 2010 г.
Алевтина Викентьевна Алексеева Улаксар ялĕнче пурăнать. Вăл 1940 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Пĕчĕклех пурнăç тути-масине астивме тивнĕ ăна. Амăшĕ хĕрачана пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Алевтина Алексеевнăн ашшĕ ачи çураличченех Балти тăрăхĕнчи хаяр çапăçусенчен пĕринче паттăррăн çапăçса вилнĕ. Аля 7 çул тултарсан Улаксарти пуçламăш шкула кайнă, Шуркассинчи çичĕ класлă шкултан, Метикассинчи (Çĕрпÿ районĕ) вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Вĕреннĕ çын пулас ĕмĕтпе Шупашкара çул тытнă, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне кайса кĕнĕ. "Вĕренме, паллах, пĕртте çăмăл пулмарĕ. Укçа-тенкĕ çитсе пымастчĕ, юрать-ха патшалăх стипенди парса пулăшнă", – аса илет студент вăхăчĕсене Алевтина Викентьевна.
Институтран вĕренсе тухсан 1963 çулта Улаксар каччипе Петр Алексеевичпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ, пĕр ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстереççĕ. Çак çулах çамрăк учительница хăй вĕренсе тухнă Шуркасси шкулĕнче ĕçлеме пуçлать. Пĕрре килсе кĕнĕ те шкула унта 40 çул пĕр улшăнмасăр ачасене ют чĕлхене вĕрентет. "Тавах ачасене лайăх вĕреннĕшĕн, мана тимлĕ итленĕшĕн. Эпир ун чухнехи Демократиллĕ Германи Республикипе çыхăну тытнă. Ачасем питĕ интересленетчĕç, нимĕç ачисем патне çырусем çыратчĕç, хурав илсен питĕ хĕпĕртетчĕç. ГДРтан тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илсе вĕсене кружокра тишкереттĕмĕр", – каласа парать Алевтина Викентьевна. Хальхи вăхăтра вăл тивĕçлĕ канура. Икĕ хĕрĕ, Наташăпа Лия, мăшăрланса тăван килтен вĕçсе тухса кайнă. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ ывăлĕпе Викторпа, кинĕпе Нина Ивановнăпа (вăл та учительница, пуçламăш класс ачисене вĕрентет) тата икĕ мăнукĕпе пĕрле пурăнать. Ватлăх кунсенче пĕччен пулманнишĕн чунтан хĕпĕртет асламăшĕ.
Ялта хисеплĕ çынсем Алексеевсем. Вĕсен кил-çуртĕнче яланах тирпейлĕ, хăтлă. "Пушă вăхăтра телевизор пăхатăп, "Аргументы и факты" хаçат вулатăп. Çурран çÿреме питĕ кăмăллатăп. Институтра вĕреннĕ чухне çăмăл атлетикăна кăмăллаттăм, çавă пулăшать пулĕ. Хам ĕçленĕ шкул коллективĕ, унти ертÿçĕ Федор Петрович Филиппов яланах ман асăмра", – çапла вĕçлерĕ калаçăва учительница.
Çак кунсенче Алевтина Викентьевна 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак паллă кунпа эпир те саламлатпăр хисеплĕ те юратнă çыннăмăра. Ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.
Р.ГРИГОРЬЕВА, Аслăял клубĕн администраторĕ.