10 февраля 2010 г.
Район хаçачĕ тухма пуçланăранпа кĕçех 80 çул çитет. Сакăр теçетке çул çын пурнăçĕнче самай пысăк тапхăр. Çак вăхăт хушшинче "Канаш" хаçат (тĕрлĕ çулсенче "Сталин çулĕпе", "Сотсиалисăмшăн", "Вăйлă тыр-пулшăн", "Коммунизмшăн" ятсемпе тухнă) район пурнăçне туллин çутатса тăнă. Халĕ тăван тăрăх кун-çулĕпе "Канаш ен" хаçат паллаштарать. Сакăр вунă çул мĕн çинчен çырма пулать-ши; Анчах та пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, хаçатçăсемшĕн çĕнĕ, интереслĕ тема кашни утăмрах тупăнса пырать.
Кăçал Раççей халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине паллă тăвать. Çур ĕмĕр ытла иртрĕ унтанпа. Фронтра çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн юн тăкнă, аманса таврăннă ветерансем, мăшăрĕсене вăрçă хирĕнчен кĕтсе илеймен, ĕмĕр-лĕхе "салтак арăмĕ" пулса юлнă кинемейсем питĕ сахаллăн паян пирĕн хушăра. Тыл ĕçченĕсем, "вăрçă ачисем" – халĕ ĕнтĕ самай ватă çынсем... Вĕсен аса илĕвĕсем чĕрĕ истори вырăнне.
Чăваш çĕрĕнчен аякри вăрçă хирĕнчи хыпарсене çынсем хаçат вуласа пĕлнĕ. Çавăнпа та хаçата вулакан патне вăхăтра çитерменшĕн почтальонсене ялти ертÿçĕсем хытах намăслантарнă. "Хаçатсене вулакан патне вăхăтра çитермелле" кĕске хыпарта (1942 çул, 1", "Коммунизмшăн") акă мĕн çырнă: "Ĕç çыннисем хальхи вăхăтра хаçатсене пысăк интереспа вулаççĕ, кашнийĕнех вăрçă хыпарĕсене пĕлес килет. Унтан хаçат колхозра пысăк организаторла вăй пулса тăнине те асăрхамасăр хăварма юрамасть. Колхозниксене вăл вăрçă чухнехи пек ĕçлеме мобилизацилет.
Колхозри письмоносец хаçат вулакансен шухăш-кăмăлне пĕлме тивĕç, вĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ хаçатсене часрах çитерсе памалла.
Анчах "Самолет" колхозри письмоносец Никитина Мария питĕ ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлет. Вăл хаçатсене хăй леçсе парас чухне хаçат вулакансем унăн килне пырса илеççĕ".
Вăрçă вăхăтĕнче çынсем ырми-канми ĕçленĕ, анчах хаçат вулама, ăна ушкăнпа сÿтсе явма вăхăт тупнă. Паян ял-йыш район хаçатне пысăк тимлĕх уйăрсан, ăна ытларах çырăнса илме пуçласан пит аван пулмалла.
Хаçатпа çыхăну тытакан ялкорсем колхозри, шкулти юлхавçăсене, çитменлĕхсене çивĕччĕн питленĕ. Ырă тĕслĕх илмелли çынсемпе паллаштарнă. Т.Турханăн çырăвĕнче (1942 çул, 3", "Коммунизмшăн") ыттисене хастар ĕçлеме чĕнекен шухăш уççăнах палăрать: "Вăтакас Татмăшри Чкалов ячĕпе хисепленсе тăракан колхоз Отечественнăй вăрçă кунĕсенче хăйĕн ĕçне лайăхлатса пырать. Колхозниксем вăя шеллемесĕр, ывăнма пĕлмесĕр ĕçлеççĕ. Кунта фронта кайнă арçынсен вырăнне ваттисем, хĕрарăмсем йышăннă.
Акă, колхозница Урине юлташах илер. Вăл 70 çула çывхарнă ĕнтĕ. Çулла ăна хăйĕн хĕрачи Кули Сталин юлташ радиопа халăха чĕнсе каланă сăмах çинчен каласа панă. Сталин юлташăн сăмахĕ Уринене çĕнĕ вăй хушрĕ. Акă вăл тырă вырса 39 ĕç кунĕ турĕ.
Çулла Урине юлташ хăйĕн ывăлне фронта ăсатрĕ.
– Тăван çĕршывшăн хытă çапăç. Вăйна, кирлĕ пулсан пуçна та ан шелле. Иртнĕ тĕнче вăрçинче вилнĕ аçушăн та нимĕçсене тавăр, – тенĕ вăл ывăлне ăсатнă чухне... " Мĕн тери пысăк юрату, кăмăл çирĕплĕхĕ, тĕлĕнмелле йывăр пулсан та чунпа хуçăлманни курăнать çак заметкăра.
Яманкассинчи И.Максимов вăрçă вăхăтĕнче хаçатпа тачă çыхăну тытнă. Ялти ĕçсем çинчен тăтăш çырса тăнă. "Яманкассинчи тулли мар вăтам шкулта вĕренекенсем вĕренÿ пахалăхне ÿстерсех пыраççĕ. Кашни класс, кашни ача пĕр-пĕринпе ăмăртса вĕренеççĕ. 7-мĕш класра вĕренекенсенчен чылайăшĕ (Кириллов, Беганская (эвакуаципе килнĕ çын мар-ши; - авт.) тата ыт. те пур предметпа та "отлично" вĕренеççĕ.
Кунпа пĕрлех шкул ачисем çĕршыв оборонине тĕреклетес, фронта пулăшас ĕçе те активлăн хутшăнаççĕ. Сăмахран, вĕсем "Комсомол Чувашии" бронепоезд тума 125 тенкĕ пухса хыврĕç тата Хĕрлĕ Çар боецĕсем валли 50 енчĕк, 100 яхăн конверт туса пачĕç".
Унăнах тепĕр заметкинче вăл вăхăтра районта малта пынă Доронин ячĕллĕ колхозри хыпарсемпе паллашма пулать. "Доронин ячĕпе тăракан колхозри лашасенчен чылайăшне Хĕрлĕ Çара илнĕ. Çавна май кăçалхи çур акинче кашни лашапа темиçешер гектар сухалама тивет. Лашасен ĕçне çăмăллатас майпа хĕсĕр ĕнесемпе вăкăрсене пурĕ 10 пуç кÿлсе çÿреме вĕрентме йышăнчĕç".
"... Пирĕн, тылра пурăнакансен таса тивĕçĕ – тин çеç ирĕке тухнă районсенчи халăха пур майпа пулăшса тăрасси. Нимĕçсен пусмăрне тÿснĕ, çаратса пĕтернĕ районсенчи колхозсене ярса пама Яманкассинчи Доронин колхоз хăйĕн пĕрлешÿллĕ фондĕнчен 20 центнер тырă, 2 плуг, 1 лаша уйăрчĕ".
Вăрçă вăхăтĕнче çынсем хаçат вуласа пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, ăмăртмалла ĕçленĕ пулĕ. "Çĕнĕ Ахпÿртри пуçламăш шкулта вĕренекенсем Комсомол ячĕпе тăракан танксен колоннине тунă çĕре яма 230 тенкĕ пухнă".
"Кивĕ Шелттем ял советĕнчи колхозниксем "Цивильстрой" колхозри колхозниксем геройла Хĕрлĕ Çара ял хуçалăх продукчĕсем парса пулăшма чĕннине ырласа йышăнаççĕ. Колхозниксем хамăрăн тăван Хĕрлĕ Çар валли аш-какай резервĕ тума тата апат-çимĕç продукчĕсене ытларах хатĕрлесе пама пулчĕç.
Сталин ячĕпе тăракан колхоз членĕсем хăйсен хуçалăхĕнче Хĕрлĕ Çар валли 17 хур, 12 чăх, 1 сысна самăртса ÿстерме пулнă" (1942 çул, 2", "Коммунизмшăн", Займуков). Çакăн евĕр тĕслĕхпе хавхаланса колхозсем кăна мар, ялти уйрăм çынсем те Хĕрлĕ Çар валли выльăх-чĕрлĕх çитĕнтернĕ.
Шкул ачисем те фронти салтаксене фашистсене çĕнтерме кăштах та пулин пулăшу кÿрес тесе мĕн пултарнине пурне те тунă. Аслăраххисем амăшĕсемпе пĕрле алсиш-нуски çыхнă, енчĕк, кисет (табак хутаççи) хатĕрленĕ. "Вăтакас Татмăшри тулли мар вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсен социализмлă ăмăртăвĕн договорĕ çине фронта пулăшассине вăйлатасси çинчен те çырнă. Вĕсем: "Эпир фронта "хорошо" тата "отлично" паллăсем илнипе парнесем ярса парса пулăшăпăр", – тенĕ. Çавăн пек тунă та. Константинова, Алексеева, Егорова тата ыттисем те лайăх паллăсемпе кăна вĕренме тытăннă. Хĕрачасем çав тери илемлĕ те паха кисетсем çĕленĕ. Пуринчен ытла Дуся Ильина çĕленĕ кисет кăмăла кайнă. Кисет ăшне вăл çыру хунă: "Аслă Тăван çĕршывшăн паттăррăн кĕрешекен боеца – парне" тесе çырнă.
Вĕренекенсем фронта парне ячĕпе 70 кисет çĕлесе янă. Боец Дусьăн çырăвне хуравланă, тав тунă. (1942 çул, "Коммунизмшăн", Т.Турхан).
Вăрçăра паттăррăн çапăçакан ентешрен çыру илсе вуласан кил хуçисем кăна мар, кÿршĕ-аршă, пĕтĕм ял-йыш савăннă пулĕ. Вĕсен çырăвĕсем тупа сăмахĕ евĕрех. "Н-ски часть хÿтĕлесе тăракан участок çине нимĕçсен пĕр полкĕ 9 танк пулăшса пынипе наступлени тума тытăннă. Хаяр çапăçу пуçланса кайнă. Çав çапăçура пирĕн артиллеристсемпе бронебойщиксем тăшманăн 6 танкне персе çĕмĕрчĕç. Пĕр кун хушши пынă çапăçура эпĕ хам нимĕçсен 77 салтакĕпе офицерне вĕлертĕм.
Ирсĕр тăшмана эпĕ малашне те пĕр хĕрхенмесĕр пĕтерсе пырăп. Я.Иванов боец".
Хаçатăн кашни номерĕнчех совинформбюро хыпарĕсем пысăк вырăн йышăннă. Хамăр ентешсен паттăрла ĕçĕсем çинчен пысăк материалсем вырнаçтарнă.
"Канаш станцийĕнчи çыхăну службин ĕçченĕ Д.Капитов хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Ăна уйрăм заданисене пурнăçлакан автоматчиксен ротине илнĕ. Çапăçу вăхăтĕнче Д.Капитов автоматчик пĕчченех 11 нимĕçе тыткăна илнĕ, вĕсене штаба илсе çитернĕ. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна "Хĕрлĕ Çăлтăр" орденпа наградăланă". (1942 çул, октябрь, "Коммунизмшăн").
Кунта хăш-пĕр тĕс-лĕхсене кăна илтĕм. Районти ялсен историйĕнче сумлă вырăн йышăнмалли материал мĕн чухлĕ ĕлĕкхи хаçатсен подшивкисенче. Кашни ялтан, шкултан, ял советĕнчен çырса тăнă-çке ун чухне. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарать. 65 çул каялла ăна мĕнле уявлани çинчен пĕлме интереслĕччĕ те, анчах 1945 çулхи хаçат подшивки архивра тупăнмарĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.