АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УНĂН ĔÇНЕ ФРАНЦУЗСЕМ ТЕ КУРĔÇ

10 февраля 2010 г.

Хальхи вăхăтри ÿнер центрĕ Раççей Культура министерстви пулăшнипе ирттернĕ "Раççейĕн 2009 çулхи чи лайăх сăн ÿкерчĕкĕсем" Пĕтĕм Раççейри уçă проекта (Всероссийский проект "Лучшие фотографии России 2009 года") хутшăнса "Канаш ен" хаçатăн яваплă секретарĕ, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Леонид Ильин журналист ячĕллĕ преми лауреачĕ Виталий Ачча "Çынсем" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Проекта 25 пин ытла сăн ÿкерчĕке тăратнă пулнă. Вĕсенчен 365-шне суйласа илнĕ. Ку йышра пирĕн ентешĕн ятне те палăртни, паллах, питĕ пысăк çитĕнÿ. "Звон медалей манит малышей" сăн ÿкерчĕке Виталий Алексеевич Вырăскас Пикших ялĕнче тунă. Ялти ача садне çÿрекенсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне Андрей Григорьевич Григорьева çавăрса илнĕ, пурте ватă морякăн наградисене тытса курасшăн. Çак сăн ÿкерчĕке "Лучшие фотографии России" фотоальбома вырнаçтарнă. Текстсене вырăсла тата акăлчанла çырнă.

Хальхи вăхăтри ÿнер центрĕнче курав февралĕн 4-14-мĕшĕсенче ĕçлет. Иртнĕ канмалли кунсенче телевиденин 1-мĕш каналĕпе паракан çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕнче Виталий Ачча сăн ÿкерчĕкне пысăк планпа темиçе хутчен те кăтартрĕç.

Кăçал Францире Раççей çулталăкне ирттереççĕ. Çавна май çÿлерех асăннă проект куравĕ февралĕн 14-мĕшĕ хыççăн Францине çитет. Пирĕн ентеш ĕçĕпе французсем те паллашĕç.

Кунта çакна та асăнса хăвармаллах пулĕ. Конкурса тăратнă ĕçсене çĕршывра пурăнакансем Интернета кĕрсе те курма пултараççĕ. Виталий Аччан ĕçне хак паракансем те чылаййăн. Хăшĕсене илсе кăтартам-ха: "Сăн ÿкерчĕк авторĕ Виталий Ачча, тыл ĕçченĕн ывăлĕ, ăрусен тăсăмне питĕ уççăн, чĕрене пырса тивмелле, ăшшăн çутатса панă. Тавах ăна! Ытти конкурсра та ăнăçу сунатăп. Çапла пултăр!" е тата тепре: "Эпĕ хам та икĕ фронтовикăн мăнукĕ. Асатте вăрçăран таврăнайман, кукаçине япăх астăватăп. Çакна кăна пĕлетĕп: вĕсем пирĕн юратнă Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Кăкăр тулли орден-медаль çакнă çынсене курсассăн манăн куççуль тухать. Виталий Ачча хăйĕн ĕçĕнче манăн чунри туйăмсене хускатрĕ. Тав тăватăп ăна! Çак сăн ÿкерчĕк Аслă Çĕнтерÿ 65 çул çитнине кĕтсе илнĕ май чăннипех те çĕнтерĕве тивĕç тесе шутлатăп. Тавтапуç!" – тесе çырнă йĕркесем те пирĕн ĕçтешĕн ĕçне пысăк хак паниех мар-и;

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика