АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИЛĔК ÇУЛ ВĔРЕНМЕЛЛЕ

05 февраля 2010 г.

Кашни çулах хăйсен пурнăçне милици ĕçĕпе çыхăнтарас текен çамрăксене Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин вĕренÿ учрежденийĕсене специальность илме яраççĕ. Виçĕм кун редакцине районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ – кадрсен пайĕн пуçлăхĕ милици подполковникĕ А.Малов килчĕ. Вăл пирĕн корреспондент панă ыйтусене хуравларĕ.

– Александр Васильевич, чи малатанах кăçал пирĕн район çамрăкĕсене Шалти ĕçсен министерствин мĕнле вĕренÿ заведенийĕсем кĕтни çинчен пĕлтерсемĕрччĕ.

– Хаваспах пĕлтеретĕп. Вĕсемшĕн шалти çарсен Пермьри, Çурçĕр Осети-Аланин тĕп хулинчи Владикавказри, Санкт-Петербург-ри çар институчĕсен алăкĕсем яланах уçă. Вĕренме каяс кăмăл пуррисен Канаш районĕн шалти ĕçсен пайне пымалла.

– Вĕренме камсене йышăнаççĕ;

– Çар ретĕнче тăракан, службăра çулталăк çурăран кая мар тăнисене, вăтам пĕлÿ е вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ граждансене (контрактпа çар службине кайнисене), çар службине вĕçленисене, гражданкăри 16-21 çулсенчи çамрăксене. Паллах, сывлăх енчен çирĕп пулмалла, вĕренме кĕмелли экзаменсене ăнăçлă тытмалла.

– Вĕренме кĕмелли документсене ăçта тăратмалла;

– Çар службинче тăракансен 2010 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕренме каясси çинчен рапорт çырса памалла. Çарта тăман çамрăксен кăçалхи çу уйăхĕччен вырăнти çар комиссариатне заявлени тăратмалла. Рапорт е заявленипе пĕрле çакăн пек документсем илсе пымалла: автобиографи, анкета, службăра тăракан, ĕçлекен е вĕренекен çĕртен характеристика, çурални тата вăтам пĕлÿ илни çинчен документсен копийĕсем, вăтам шкулта вĕренекенсен мĕнле вĕренсе пыни çинчен справка, 4,5х6 сантиметр пысăкăш 3 сăн ÿкерчĕк (çара пуç пулмалла).

– Институтсене мĕн-ле çитмелли тата унти условисем çинчен темиçе сăмах.

– Вĕренме кĕме чĕннĕ кандидатсене экзаменсем тытма тÿлевсĕр илсе каяççĕ, общежитине вырнаçтараççĕ, апат çитереççĕ. Пилĕк çул вĕренмелле. Дипломпа пĕрле лейтенант званийĕ па-раççĕ. Вĕреннĕ тапхăрта курсантсене тумлантараççĕ, тÿлевсĕр апат çитереççĕ, çирĕплетнĕ йĕркепе укçа параççĕ. Отпуск вăхăтĕнче киле кайса килме çул укçине институт тÿлет. Кăмăл пулсан казарма тулашĕнче (çын патĕнче хваттерте) пурăнма ирĕк параççĕ.

В.АЧЧА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика